Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хуратӑн (тĕпĕ: хурат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑмӑшне лапчӑтса хуратӑн та кӗрсе ларатӑн эсӗ, ырӑ йӗкӗт, кӗтетӗн.

Камыш прижмешь, сядешь и сидишь, добрый молодец, дожидаешься.

XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

«Мӗн хака хуратӑн?» — ыйтатӑп эпӗ.

Я спрашиваю: «Во сколько ставишь?»

XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Анчах мӗнле лайӑх вӑл ирсерен ваннӑра ҫӑвӑнасси, малтан шывӗ ӑшӑ-ӑшӑ, унтан ӑшӑ шыв юхакан крана пӑрса хуратӑн та тепӗр крана уҫатӑн — унтан ваннӑри ӑшӑ шыв юхса тухать, сивӗ шыв юхакан кран вара ҫаплах уҫӑ тӑрать, ҫавӑнпа та ваннӑри шыв майӗпенех сивӗнсе, сивӗнсе пырать, мӗнле лайӑх ку!

Но как хорошо каждый день поутру брать ванну; сначала вода самая теплая, потом теплый кран завертывается, открывается кран, по которому стекает вода, а кран с холодной водой остается открыт, и вода в ванне незаметно свежеет, свежеет, как это хорошо!

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пире ытла ухмаха хуратӑн эсӗ, Нагульнов юлташ!

Мелко ты нас крошишь, товарищ Нагульнов!

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫывӑрса тӑранайманран ирхине хайхи, йывӑр пуҫпа, политикӑлла пӗр-пӗр йӑнӑш туса хуратӑн.

Недоспишь, а утром с тяжелой головой какое-нибудь политически неправильное дело сделаешь.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗрре эсӗ хӑвӑн йӑнӑшусене йышӑнатӑп тетӗн, ҫавӑнтах тата статья тӗрӗс мар тесе хуратӑн.

То ты говоришь, что ошибки свои признаешь, а следом за этим заявляешь, что статья неправильная.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав ҫын сана куҫран пӑхса илет те сан чунна тыткӑна ҫаклатать, эсӗ уншӑн пӗртте вӑтанмастӑн, вӑтанма мар, хӑвна ху пысӑка та хуратӑн.

Взглянет он тебе в очи и полонит твою душу, и ничуть тебе это не стыдно, а еще и гордо для тебя.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Вӑйне нумай хуратӑн, тыррине ачасене тӑрантармалӑх та илейместӗн.

Сил кладешь много, а хлеба достанется — ребят не прокормишь.

30-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мана мӗншӗн айван вырӑнне хуратӑн?

Что ты из меня дуру делаешь?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ан васка, тата пӑртак ҫеҫ! — йӑлӑна пуҫларӗ Игорь, — Пӗлетӗп эп, кам вырӑнне хуратӑн эс мана…

Не уходи, еще одну только минуточку! — взмолился Игорь, — Я знаю, ты кем меня считаешь.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Кайран вара пӗчӗк кӑвайт умне плащ-палатка саратӑн, тӗтӗм шӑрши кӗрекен чей ӗҫетӗн, тата кашни мускула ӑшӑ ҫаптарма пӗр лайӑхрах черкке ҫавӑрса хуратӑн, э?

— А потом у костерика плащ-палатку постелешь, чайку с дымком да хорошую чарочку, чтобы каждому мускулу тепло стало, а?

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ӑна та эсӗ, ҫӗр ӗҫлекен, «тус-юлташ» вырӑнне хуратӑн.

Ее ты, земледелец, считаешь за «друга».

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Енчен те ҫамрӑк ӑрӑва пӗлӳ парас ӗҫре вӑй хуратӑн пулсан пушшех те.

Тем более, если несёшь знания молодому поколению.

Чунпа илемлӗ педагог // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Унран юлса пынӑшӑн вӑл е ку пуҫлӑха: «Ҫав кун тӗлне туса пӗтермесен парти билетне сӗтел ҫине кӑларса хуратӑн тата ӗҫсӗр юлатӑн!» — тетчӗ.

Помоги переводом

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

«Партбилетна кӑларса хуратӑн!..»

Помоги переводом

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Тӳлемелли тӑкаксене саплаштарма ыйтсан: «Хӑвӑн укҫуна ӑҫта хуратӑн\? Ӗҫлетӗн вӗт эсӗ!» — хӑр-хар кӑшкӑрса пӑрахатчӗ.

Когда нужно было выплачивать расходы, он кричал: "На что тратишь свои деньги? Ты же работаешь!"

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

52. Иудейсем каланӑ Ӑна: Сана усал ернине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ эпир: Авраам та, пророксем те вилнӗ, Эсӗ вара: «Манӑн сӑмахӑма тытса тӑракан ӗмӗрне те вилӗм курмӗ» тетӗн; 53. Эсӗ вилнӗ Авраам аттемӗртен те аслӑ-и? пророксем те вилнӗ; Эсӗ Хӑвна кам вырӑнне хуратӑн? тенӗ.

52. Иудеи сказали Ему: теперь узнали мы, что бес в Тебе. Авраам умер и пророки, а Ты говоришь: кто соблюдет слово Мое, тот не вкусит смерти вовек. 53. Неужели Ты больше отца нашего Авраама, который умер? и пророки умерли: чем Ты Себя делаешь?

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Асла хуратӑн пулсан ҫакна асту: тымарне эсӗ тытса тӑмастӑн, тымарӗ сана тытса тӑрать.

Если же превозносишься, то вспомни, что не ты корень держишь, но корень тебя.

Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Акӑ эсӗ хӑвна иудей тетӗн, эсӗ саккуна шанатӑн, Турӑпа мухтанатӑн, 18. Вӑл мӗн хушнине пӗлетӗн, саккуна вӗреннипе мӗн лайӑххине чухлатӑн, 19. эсӗ пӗр иккӗленӳсӗр хӑвна суккӑрсене ертсе ҫӳрекен вырӑнне, сӗмлӗхрисене ҫутатакан ҫутӑ вырӑнне, 20. пӗлменнисене ӑса кӗртекен, ачасене вӗрентекен, мӗн пӗлмеллине, епле пурӑнмаллине саккун тӑрӑх вӗреннӗ ҫын вырӑнне хуратӑн — 21. мӗнле-ха эсӗ ҫынна вӗрентетӗн, хӑвна хӑв вӗрентместӗн?

17. Вот, ты называешься Иудеем, и успокаиваешь себя законом, и хвалишься Богом, 18. и знаешь волю Его, и разумеешь лучшее, научаясь из закона, 19. и уверен о себе, что ты путеводитель слепых, свет для находящихся во тьме, 20. наставник невежд, учитель младенцев, имеющий в законе образец ведения и истины: 21. как же ты, уча другого, не учишь себя самого?

Рим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тир хулин пуҫлӑхне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: чӗрӳ мӑнаҫланса кайрӗ санӑн, эсӗ: «эпӗ — турӑ, турӑ вырӑнӗнче, тинӗс варринче, ларатӑп» тетӗн, ху — этем ҫеҫ, Турӑ мар, анчах ӑсна Турӑ ӑсӗпе тана хуратӑн.

скажи начальствующему в Тире: так говорит Господь Бог: за то, что вознеслось сердце твое и ты говоришь: «я бог, восседаю на седалище божием, в сердце морей», и будучи человеком, а не Богом, ставишь ум твой наравне с умом Божиим, -

Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней