Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хуравланӑ (тĕпĕ: хуравла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
9. Анчах хӗрарӑм ӑна ҫапла хуравланӑ: эсӗ Саул мӗн тунине, вӑл асамҫӑсемпе юмӑҫсене ҫӗршывран хӑваласа кӑларса янине пӗлетӗн-и? мӗншӗн-ха эсӗ мана пӗтермешкӗн чунӑма серепене ҫаклатасшӑн? тенӗ.

9. Но женщина отвечала ему: ты знаешь, что сделал Саул, как выгнал он из страны волшебников и гадателей; для чего же ты расставляешь сеть душе моей на погибель мне?

1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тарҫисем ҫапла хуравланӑ: кунта, Аэндорта, ӑрӑмҫӑ хӗрарӑм пур, тенӗ.

И отвечали ему слуги его: здесь в Аэндоре есть женщина волшебница.

1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӳлхуҫа Давида хуравланӑ: кай, эсӗ филистимсене ҫӗнтерӗн те Кеиле хӑтарӑн, тенӗ.

И отвечал Господь Давиду: иди, ты поразишь Филистимлян и спасешь Кеиль.

1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ хуравланӑ: эпӗ кунтах, хуҫамӑм, тенӗ.

И тот отвечал: вот я, господин мой.

1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Ионафан вара Саула, хӑйӗн ашшӗне, ҫапла хуравланӑ: мӗншӗн вӗлермелле-ха ӑна? мӗн тунӑ вӑл? тенӗ.

32. И отвечал Ионафан Саулу, отцу своему, и сказал ему: за что умерщвлять его? что он сделал?

1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Ионафан ӗнтӗ Саула хуравланӑ: Давид манран Вифлеема кайма ирӗк ыйтса илчӗ; 29. вӑл ҫапла каларӗ: «кайма ирӗк парсамччӗ мана: пирӗн хулара хамӑр тӑвансем парне кӳме пуҫтарӑнаҫҫӗ, пиччем ман пата йыхрав ячӗ; санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, каям та пиччемсене курса килем» терӗ; ҫавӑнпа вӑл патша апатне килеймерӗ, тенӗ.

28. И отвечал Ионафан Саулу: Давид выпросился у меня в Вифлеем; 29. он говорил: «отпусти меня, ибо у нас в городе родственное жертвоприношение, и мой брат пригласил меня; итак, если я нашел благоволение в очах твоих, схожу я и повидаюсь со своими братьями»; поэтому он и не пришел к обеду царя.

1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

45. Давид филистима ҫапла хуравланӑ: эсӗ мана хирӗҫ хӗҫпе, сӑнӑпа тата хулканпа килетӗн, эпӗ вара сана хирӗҫ эсӗ хурланӑ Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль ҫарӗсен Турри, ячӗпе пыратӑп; 46. паян Ҫӳлхуҫа сана манӑн аллӑма парӗ, эпӗ сана вӗлерӗп те пуҫна касса татӑп, [санӑн виллӳне тата] филистимсен ҫарӗнчи ҫынсен виллисене тӳпери кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене пӑрахса парӑп, вара пӗтӗм ҫӗр Израильре Турӑ пуррине пӗлӗ; 47. ҫак пӗтӗм эшкер те курӗ: Ҫӳлхуҫа хӗҫпе те сӑнӑпа хӑтармасть, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл Ҫӳлхуҫа вӑрҫи, Вӑл сире пирӗн алла тытса парӗ, тенӗ.

45. А Давид отвечал Филистимлянину: ты идешь против меня с мечом и копьем и щитом, а я иду против тебя во имя Господа Саваофа, Бога воинств Израильских, которые ты поносил; 46. ныне предаст тебя Господь в руку мою, и я убью тебя, и сниму с тебя голову твою, и отдам [труп твой и] трупы войска Филистимского птицам небесным и зверям земным, и узнает вся земля, что есть Бог в Израиле; 47. и узнает весь этот сонм, что не мечом и копьем спасает Господь, ибо это война Господа, и Он предаст вас в руки наши.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Вӑл пиччӗшӗнчен тепӗр ҫын еннелле ҫаврӑнса тӑнӑ та ҫав сӑмахсенех каланӑ, халӑх ӑна унчченхи пекех хуравланӑ.

30. И отворотился от него к другому и говорил те же слова, и отвечал ему народ по-прежнему.

1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Саул хӑйӗн тарҫисене хуравланӑ: эппин, кӗсле лайӑх калакан ҫын тупӑр та ӑна ман патӑма илсе килӗр, тенӗ.

17. И отвечал Саул слугам своим: найдите мне человека, хорошо играющего, и представьте его ко мне.

1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иессей хуравланӑ: тата чи кӗҫӗнни пур-ха; вӑл сурӑх кӗтет, тенӗ.

И отвечал Иессей: есть еще меньший; он пасет овец.

1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Вӑл хуравланӑ: тӑнӑҫ шухӑшпа, эпӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳме килтӗм; тасалӑр та манпа пӗрле парне кӳме пырӑр, тенӗ.

5. И отвечал он: мирен, для жертвоприношения Господу пришел я; освятитесь и идите со мною к жертвоприношению.

1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Самуил Саула хуравланӑ: эпӗ санпа пӗрле пымастӑп, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗнчен пӑрӑнтӑн, ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа та санран пӑрӑнчӗ: ку ҫын Израиль патши ан пултӑр терӗ, тенӗ.

26. И отвечал Самуил Саулу: не ворочусь я с тобою, ибо ты отверг слово Господа, и Господь отверг тебя, чтобы ты не был царем над Израилем.

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Самуил ҫапла хуравланӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнепе ытти парнесем Ҫӳлхуҫашӑн Хӑйӗн сӑмахне итленӗ пекех кӑмӑллӑ-ши вара?

22. И отвечал Самуил: неужели всесожжения и жертвы столько же приятны Господу, как послушание гласу Господа?

1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ хуравланӑ: чӗрӳ мӗн хушать, ҫавна ту; ӑҫта каяс килет, ҫавӑнта кай, акӑ эпӗ санпа пӗрлех, тенӗ.

7. И отвечал оруженосец: делай все, что на сердце у тебя; иди, вот я с тобою, куда тебе угодно.

1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саул хуравланӑ: эпӗ хам патӑмран халӑх тарма пуҫланине куртӑм, эсӗ вара палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫитеймерӗн, филистимсем ав Михмаса пухӑнчӗҫ; 12. эпӗ ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: «филистимсем халь-халь ман патӑма Галгала ҫитӗҫ, эпӗ вара Ҫӳлхуҫана ҫырлахтарман та-ха» терӗм, ҫавӑнпа пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме шут тытрӑм, тенӗ.

Саул отвечал: я видел, что народ разбегается от меня, а ты не приходил к назначенному времени; Филистимляне же собрались в Михмасе; 12. тогда подумал я: «теперь придут на меня Филистимляне в Галгал, а я еще не вопросил Господа», и потому решился принести всесожжение.

1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Самуил халӑха ҫапла хуравланӑ: ан хӑрӑр, эсир ку ҫылӑха турӑр ӗнтӗ, анчах эсир Ҫӳлхуҫаран ҫеҫ ан пӑрӑнӑр, пӗтӗм чун-чӗререн Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса тӑрӑр, 21. ниме юрӑхсӑр турӑсем хыҫҫӑн ан кайӑр, вӗсем усӑ та кӳреймеҫҫӗ, ҫӑлаймаҫҫӗ те: вӗсем — ӑҫтиҫук ҫеҫ.

20. И отвечал Самуил народу: не бойтесь, грех этот вами сделан, но вы не отступайте только от Господа и служите Господу всем сердцем вашим 21. и не обращайтесь вслед ничтожных богов, которые не принесут пользы и не избавят; ибо они - ничто.

1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Хуравланӑ ӑна: эсӗ пире кӳрентермен, хӗсӗрлемен, никамран та нимӗн те илмен.

4. И отвечали: ты не обижал нас и не притеснял нас и ничего ни у кого не взял.

1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗ хуравланӑ: эпӗ кунтах! тенӗ.

И отвечал он: вот я!

1 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем Вооза хуравланӑ: Ҫӳлхуҫа сана пиллетӗр! тенӗ.

Они сказали ему: да благословит тебя Господь!

Руфь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Унтан вӑл Пенуэл хулине ҫитнӗ, унта пурӑнакансене те ҫавнах каланӑ, Пенуэл халӑхӗ те ӑна Сокхоф ҫыннисем хуравланӑ пекех хуравланӑ.

8. Оттуда пошел он в Пенуэл и то же сказал жителям его, и жители Пенуэла отвечали ему то же, что отвечали жители Сокхофа.

Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней