Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хупӑрласа (тĕпĕ: хупӑрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл маларах мӗнле те пулин ӗҫ тӑвас шутпа тӗлсӗррӗн васкаса чупса ҫӳрени килне пырсанах пӳлӗмсенчи ҫемҫе кавирсенче, мамӑк минтерсенче, унӑн ҫуртне пур енчен те хупӑрласа илнӗ ватӑ йывӑҫсен ҫулҫисем чӑштӑртатса хускалнинче йӑлтах путса ҫухалнӑ пек туйӑнать…

Деловая суета, казалось, тонула в мягких коврах комнат, в пуховых подушечках, в шелесте старых, тенистых деревьев, что окружали его особняк…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Совет Ҫарӗ Ленинграда хупӑрласа тӑракан тӑшман ункине ҫапса аркатрӗ, унтан Сталинград патӗнче фашистсен ҫирӗм икӗ дивизине ҫавӑрса илсе тӗп турӗ, сӗмсӗр хурахсене анӑҫалла хӗсме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсене, йышлӑн шӑтма пуҫласанах, йывӑҫ шитсемпе хупӑрласа сапаланчӑк сулхӑн памалла.

Помоги переводом

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Унти икӗ лава халӑх хупӑрласа илнӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вӗсем ирӗкшӗн тапранса ҫапӑҫура вилнӗ ҫынсене пытарма пухӑннӑ Микулапа унӑн тусӗсене, халӑха хупӑрласа пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тарье пиччӗшӗпе шӑллӗсем ҫавӑнтах Захар Петровича йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрисем уяв пуҫлӑхне, теприсем Энтрее, виҫҫӗмӗшсем Кирама хупӑрласа илчӗҫ.

Помоги переводом

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Калӗччӗ мӑрса, Чалӑм вӑл пӑлхавҫӑсемшӗн ҫеҫ мар, вырӑссемшӗн те майлӑ, ӑна йӗри-тавра хупӑрласа илсен чул крепоҫре выҫӑ вилме пулать тейӗччӗ — юрамасть.

Помоги переводом

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хупӑрласа илӗр вӗсене пур енчен те!

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урам тӑваткӑлӗнче мӗн пулса иртесси малтанах паллӑ: ӑна йӗри-тавра стрелецсем хупӑрласа илнӗ, воевода ҫурчӗ умне такансем вырнаҫтараҫҫӗ.

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрсасене асӑрхаттарса хучӗҫ: вӗсен хӑйсен тӗллӗн ҫапӑҫӑва кӗмелле мар, вырӑссем Япанча утлӑ ҫарне хӑваласа килме пуҫласан ҫеҫ вӑрмансенчен сиксе тухса тӑшмана пур енчен те хӑвӑртрах хупӑрласа илме тӑрӑшмалла.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шигалейпе Булгаков, хулана хупӑрласа тӑма пуҫланӑранпах Ту енче тӑраканскерсем, хӑйсене Хусан патне чӗнсе илессе кӗтрӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хулана хупӑрласа тӑма тытӑннӑранпа виҫӗ кун иртсен, ҫанталӑк сасартӑк сивӗтсе пӑрахрӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пирӗн кӑшт сапаланарах тӑмалла, тутарсене ик енчен те хупӑрласа илме тӑрӑшмалла, — вӗрентрӗ паҫӑрхи ҫамрӑк вырӑс.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Похода тухнӑранпа пӗр эрне иртсен государь Крым тутарӗсем Тула хулине хупӑрласа илнине пӗлчӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата вӗсем эпир хыҫран хӑваламасан Новоград Свияжскине те хупӑрласа илес тейӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Енчен тата, тунӑ йӑнӑша пӑртак та пулин тӳрлетме май килсен пӗр тӑхтаса тӑмасӑр малалла ыткӑнӗччӗҫ, хулана хупӑрласа илсе, ун хӳмисене тустарма тытӑнӗччӗҫ.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл енчен хулана хӑвалӑх хупӑрласа тӑрать.

Помоги переводом

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫанталӑк ҫав тери усал пулнӑран тата наряд ҫитменнипе хулана нумайччен хупӑрласа тӑраймарӗҫ.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темиҫе казак Чауш княҫпа ытти тутарсене хупӑрласа илчӗҫ.

Помоги переводом

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней