Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫемен хупать, — ним асӑрхамасӑр хушса хучӗ Яков Лукич.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӑр хӑлхи патнех тайӑлнӑ та, тем пӑшӑлтатса калать Соломон, патша ачашшӑн каҫару ыйтать-мӗн, ун сӑмахӗсене илтсе, Суламифь хӗрелсе каять те куҫӗсене хупать.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Токарь куҫӗсене хупать те тӗлӗрме пуҫлать.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Алӑка шартлаттарса хупать те лаша витине тухса каять.
17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫырма енчен вӗрекен уҫӑ ҫил класа варкӑшса кӗрет, кӗнеке страницисене уҫа-уҫа хупать, географи картине ҫилкӗҫ пек карса хурать, тен, ҫавӑнпах та ӗнтӗ ачасемшӗн ун ҫинчи кӑвак юханшывсемпе кӳлӗсем кантӑк тӗлӗнчи пӗчӗк Стожарка пекех чун кӗрсе тапранса кайнӑ пек туйӑнатчӗҫ пулӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ вӑл, тӗксӗм платьйӑпа, мӑйне хура ҫӑм тутӑр ҫыхнӑскер, пӳлӗмрен кухньӑна мӗлке пек ҫӳрет, ӗлӗкхилле шкапсене уҫса хупать, ҫӗлет, чӗнтӗрсем якатать, анчах пурне те хуллен тӑвать, ирӗксӗррӗн, шӑппӑн калаҫать, малтанхи пек йӗри-тавра вичкӗн куҫпа пӑхмасть, унӑн куҫӗнче темле вӑрттӑн шухӑш пурри палӑрать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӗ ак, Обломов театра кайсан, е Иван Герасимович патӗнче ытларах ларсан, вӑл ҫывӑраймасть, енчен енне ҫаврӑнкалать, сӑхсӑхать, ассӑн сывлать, куҫӗсене хупать — ҫапах ыйхи ҫук та ҫук!
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анисья ун хыҫӗнчен алӑкран пуҫне кӑларса пӑхрӗ, — вӑл яланах ҫавнашкал: ку чашӑкӗсене сӗтел патне лайӑхах илсе ҫитерет-ши тесе, ун хыҫӗнчен пӑхса тӑрса юлать; Захар патнуса чиперех сӗтел ҫине лартсан, вӑл ним шарламасӑр алӑка хупать е лешӗ пӗр-пӗр чашӑка ӳкерсе ҫӗмӗрсе пӑрахсан, ыттисене те ҫӗмӗрттерес мар тесе, чупса тухать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, ытти нумай хӗрарӑмсем пекех, именчӗк те: тӗрӗс ӗнтӗ, вӑл шӑши ҫурине курнипе чӗтреве ермест, пукан тӳнсе сас тунипе тӑнсӑр пулса ӳкмест, анчах килтен аяккарах кайма хӑрать, шанчӑксӑр пек курӑнакан ҫынна асӑрхасан, каялла ҫаврӑнать, вӑрӑсем ан кӗччӗр тесе, ҫӗрлене чӳречине хупать — пурте хӗрарӑмсенни пек.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне Обломов анаслама тесе ҫӑварне ҫеҫ уҫать — ӑна Ольга хӑй ҫине тӗлӗнсе пӑхни ӑнран ярать: вӑл вара ҫавӑнтах шӑлӗсене шаклаттарса ҫӑварне хупать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар ӑҫта та пулин пӑрӑнсанах, Анисья сӗтелсем, дивансем ҫинчи тусана шӑлса илет, форточкӑна уҫса ярать, чӳрече каррисене тӳрлетет, урай варрине ывӑтнӑ атӑсене вырӑна илсе лартать, параднӑй кресла ҫине ҫакса янӑ панталонсене илсе хурать, кӗпесене пурне те йӗркелесе хурать, сӗтел ҫинчи хутсене, кӑранташсене, пӗчӗк ҫӗҫӗсене, ҫырмалли хур тӗкӗсене — пурне те йӗркелесе хурать; лучӑрканса пӗтнӗ тӳшеке ҫемҫетет, минтерсене юсать — йӑлтах пӗр самантра тӑвать; кайран пӗтӗм пӳлӗме пит хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнать, мӗнле те пулин пукана шутарса лартать, комодӑн ҫурри уҫса хунӑ ещӗкне хупать, Захарӑн чӗриклетекен атӑ сассине илтсенех, сӗтел ҫинчи салфеткӑна илет те кухньӑналла тухса шӑвӑнать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан вӑл кӑмака алӑкне хупать те хуран ҫумне ҫирӗплетнӗ кранлӑ кӗленче трубка ҫине пӑхса илет.
Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Алексей майӗпен куҫӗсене хупать.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тамара алӑкне хупать, анчах питӗрмест.
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Алӑкне хӑй хыҫҫӑн ҫатӑ хупать, шӑналӑкне карать.
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
«41) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп ҫулйӗрӗсем ҫинчен калакан ҫырӑвне халалланӑ савӑнӑҫлӑ пухӑва уҫать тата хупать;»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
7. Филадельфи Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Таси, Чӑнни, Давид ҫӑри уҫҫине тытса тӑраканни, — Вӑл уҫать те — никам та хупаймасть, хупать те — никам та уҫаймасть, — ҫапла калать: 8. санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп; акӑ Эпӗ санӑн умна алӑк уҫса хутӑм, ӑна никам та хупаймасть; санӑн вӑю нумаях мар, эсӗ ҫавах Ман сӑмахӑма тытрӑн, Ман ятӑма тунмарӑн. 9. Эпӗ акӑ мӗн тӑвӑп: иудей пулмасан та, хӑйсем ҫинчен иудей тесе суеҫтерекенсене, шуйттан эшкерӗнчисене, ҫапла тӑвӑп: вӗсем пырӗҫ те сан уру умне ӳксе пуҫҫапӗҫ, вара Эпӗ сана юратнине пӗлсе ҫитӗҫ. 10. Хӑвна тӳсӗмлӗ пулма хушнине туса тӑнӑшӑн Эпӗ сана асап вӑхӑтӗнчен упраса хӑварӑп: ҫав вӑхӑт ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сӑнамашкӑн пӗтӗм тӗнчене килӗ. 11. Акӑ кӗҫех пыратӑп; мӗн пуррине тытса тӑр — сана пулас ырӑлӑха никам та туртса ан илейтӗр. 12. Ҫӗнтерекене Эпӗ Хам Туррӑмӑн Ҫуртӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта ӗмӗрлӗхех юлӗ; ун ҫине Туррӑмӑн ятне тата Туррӑм хулийӗн ятне — Туррӑм патӗнчен тӳперен анакан ҫӗнӗ Иерусалим ятне — ҫырса хурӑп, Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма та ҫырса хурӑп. 13. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.