Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Пушӑ хӑварнӑ ҫӗрсем хушшинче пушша вӑл юлӗ, хулисем те унӑн пушша юлнӑ хуласем хушшинче пулӗҫ.7. И опустеет он среди опустошенных земель, и города его будут среди опустошенных городов.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Египет ҫӗрне ҫаралса юлнӑ ҫӗрсем хушшинчи пушхир тӑвӑп; унӑн хулисем пушанса юлнӑ хуласем хушшинче хӗрӗх ҫул пушӑ пулӗҫ, египетсене халӑхсем хушшине салатӑп, вӗсене ҫӗрсем тӑрӑх сапалӑп.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Унӑн хулисем сехре хӑппи пулса юлчӗҫ, вӑл типӗ ҫӗр, пушхир, ҫын пурӑнман вырӑн пулса тӑчӗ, ун тӗлӗпе этем ывӑлӗ ҫӳремест.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Емафпа Арпад хулисем намӑса юлчӗҫ: хурлӑхлӑ хыпар илтсессӗн вӗсем пуҫне усрӗҫ; тинӗс пек пӑлханаҫҫӗ, лӑпланма пултараймаҫҫӗ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Моав пушанса юлчӗ, унӑн хулисем ҫунаҫҫӗ, чи лайӑх ҫамрӑкӗсене тураса тӑкрӗҫ, тет Патша, Унӑн ячӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Моав ҫӗрӗ ҫине тӑвар сапса тухӑр — вӑл тӗппипех пӗтмелле! унӑн хулисем пушхир пулӗҫ, унта пурӑнакан та пулмӗ.
Иер 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑнпа та Сана хӑватлӑ халӑхсем мухтавлӗҫ, хӑрушӑ ӑрусенӗн хулисем Санран сехӗрленӗҫ, 4. мӗншӗн тесессӗн Эсӗ мӗскӗншӗн те, чухӑншӑн та йывӑр вӑхӑтра тарса хӑтӑлмалли вырӑн пултӑн, ҫил-тӑвӑлран хӳтӗлекен хӳтлӗх, шӑрӑхран хӳтӗлекен сулхӑн пултӑн: тискер ҫынсенӗн ҫилли хӳмене ҫапӑнакан ҫил-тӑвӑл пекехчӗ.
Ис 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пыра-киле Иоас чунӗнче Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӗнетес шухӑш ҫуралнӑ, 5. вӑл вара священниксемпе левитсене пуҫтарнӑ та каланӑ вӗсене: Иудея хулисем тӑрӑх кайӑр та Турӑ Ҫуртне ҫулсеренех тимлӗн тытса тӑма Израильре пурӑнакансенчен пуринчен те кӗмӗл пуҫтарӑр; ку ӗҫре васкаварлӑ пулӑр, тенӗ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне вӑл хӑйӗн улпучӗсене Бенхаилпа Овадийӑна, Захарийӑпа Нафанала тата Михее Иуда хулисем тӑрӑх халӑха вӗрентсе ҫӳреме янӑ, 8. вӗсемпе пӗрле левитсене — Шемаия, Нефания, Зевадия, Азаил, Шемирамоф, Ионафан, Афония, Товия, Тов-Адония левитсене — тата Елишамӑпа Иорам священниксене те янӑ.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иудейӑри пур тӗреклӗлетнӗ хулана та вӑл ҫар тӑратса тухнӑ, пӗтӗм Иудея ҫӗрӗ тӑрӑх тата хӑйӗн ашшӗ Аса илнӗ Ефрем хулисем тӑрӑх вара хурал ҫарӗ вырӑнаҫтарнӑ.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Соломонӑн ут-урхамах валли тӑватӑ пин вите пӳлмекӗпе ҫар урапи, вуникӗ пин юланут пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисем тӑрӑх вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ; 26. Соломон Евфрат юханшывӗнчен пуҫласа Филисти ҫӗрӗпе Египет чикки таран пур патшашӑн та хуҫа пулса тӑнӑ.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак хуласем пурте Махир ывӑлӗсен хулисем пулнӑ, Махир вӑл Галаад ашшӗ пулнӑ.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Соломон урапаллӑ ҫарпа утлӑ ҫар пухса ҫитернӗ; унӑн пин те тӑватҫӗр ҫар урапи#, вуникӗ пин юланут лаша пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисем тӑрӑх вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑйне панӑ хуласене курма Хирам Тир хулинчен тухса пынӑ, ӑна хулисем килӗшмен.12. И вышел Хирам из Тира посмотреть города, которые дал ему Соломон, и они не понравились ему.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн вӑтӑр [икӗ] ывӑл пулнӑ, вӗсем вӑтӑр [икӗ] ҫамрӑк ашак утланса ҫӳренӗ, вӗсен вӑтӑр [икӗ] хула пулнӑ; паян кунчченех вӗсене Иаир хулисем теҫҫӗ, вӗсем Галаад ҫӗрӗнче вырӑнаҫнӑ.
Тӳре 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Кааф йӑхӗнчен тухнӑ ытти левитсене вара, шӑпа тӑрӑх, Ефрем йӑхӗн хулисем тивнӗ; 21. вӗсене — ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмашкӑн — хӳтлӗх хула вырӑнне Ефрем тӑвӗ ҫинче ларакан Сихемпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ тата Гезерпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 22. Кивцаимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Беф-Оронпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула; 23. Дан йӑхӗнчен: Елфекепе ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гиввефонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 24. Аиалонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула; 25. Манассиян ҫур йӑхӗнчен: Фаанахпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: икӗ хула.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вӗсенӗн тӗреклӗлетнӗ хулисем: Циддим, Цер, Хамаф, Раккаф тата Хиннереф, 36. Адама, Рама тата Асор, 37. Кедес, Едрея тата Ен-Гацор, 38. Иреон, Мигдал-Ел, Хорем, Беф-Анаф тата Вефсамис: пурӗ — вунтӑхӑр хула тата вӗсенӗн ялӗсем.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсен ҫӗрне Махалев, Ахзив, 30. Акко, Афек, Рехов хулисем кӗреҫҫӗ: пурӗ — ҫирӗм икӗ хула тата вӗсенӗн ялӗсем.В местечке Ахзиве; 30. далее: Умма, Афек и Рехов: двадцать два города с селами их.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсен ҫӗрне Еврон, Рехов, Хаммон, Кана хулисем кӗреҫҫӗ.28. далее в их земли входят города: Еврон, Рехов, Хаммон и Кана.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Виҫҫӗмӗш шӑпи Завулон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсене тухнӑ, вӗсен ҫӗрӗн чикки Сарид патне ҫитичченех тӑсӑлса пынӑ; 11. вӗсен чикки тинӗс енне, Марала патнелле, хӑпарать те Дабешеф патне ҫитсе Иокнеам умӗнчи юхӑм шыв патнех ҫитет; 12. Сарид патӗнчен каялла, тухӑҫ еннелле, хӗвелтухӑҫ еннелле, Кислоф-Фавор чиккине ҫити каять; кунтан Давраф патӗнчен иртсе Иафия патнелле улӑхать; 13. кунтан тухӑҫалла каять, Геф-Хефер, Итту-Кацин патӗнчен иртсе Риммон, Мифоар, Нея еннелле каять; 14. вара чикӗ Ханнафон патӗнчен ҫурҫӗр енчен пӑрӑнса каять те Ифтах-Ел айлӑмне ҫитсе тухать; 15. вӗсене тата Каттаф, Нагалал, Шимрон, Идеала, Вифлеем хулисем тивнӗ: пурӗ — вуникӗ хула тата вӗсен ялӗсем.
Нав 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.