Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хваттерсене (тĕпĕ: хваттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— «Хӗллехи хваттерсене!» — витлешнӗ Суворов.

— «На зимние квартиры»! — передразнил Суворов.

Измаил // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Киле, хӗллехи хваттерсене.

— Домой, на зимние квартиры.

Измаил // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Украина слободисенче вӗсене пӗрешкел тараватлӑхпа кӗтсе илчӗҫ; хаваслансах юр-вар таврашӗ, утсене ҫитерме апат сутрӗҫ, хваттерсене ячӗҫ, анчах Краснокутскипе ҫитерсе яма лава кӗрешес пирки сӑмах пулчӗ ҫеҫ, — украинецсем турткалашрӗҫ, ӗнсисене хыҫрӗҫ, юлашкинчен пачах килӗшмерӗҫ.

Население украинских слобод встречало отряд с неизменным радушием: с охотой продавали съестные припасы, корм для лошадей, давали приют, но едва лишь поднимался вопрос о найме лошадей до Краснокутской, — украинцы мялись, чесали затылки и отказывались наотрез.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Полка Невски проспектра хваттерсене вырнаҫтараҫҫӗ.

Полк расквартировали на Невском.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксем взводӑн-взводӑн хваттерсене саланчӗҫ.

Солдаты разошлись повзводно на квартиры.

II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Темӗнле йӑли пурччӗ унӑн — пирӗн хваттерсене пырса ҫӳретчӗ.

Придет к учителю, сядет и молчит, и как будто что-то высматривает.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Эпӗр халӗ хуҫан вӑйӑ шухӑшӗ маррине сисрӗмӗр те, пӗрин хыҫҫӑн тепри выляма пӑрахса, туха-туха кайрӑмӑр; ҫитес кунсенчех ваканци пуласси ҫинчен ҫул ҫинче калаҫкаласа, хваттерсене салантӑмӑр.

Но чувствуя, что хозяину было не до игры, мы отстали один за другим и разбрелись по квартирам, толкуя о появлении в ближайшие дни ваканции.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

П. Григорьевпа В. Иванов (халӗ вӗсем Б. Хмельницкий урамӗнчи 56-мӗш ҫуртра пурӑнаҫҫӗ), Е. Мозгушина (Сюктерски проездри 1-мӗш ҫурт), А. Никитинапа Ю. Яковлев (Тракторостроительсен урамӗнчи 35-мӗш тата 139-мӗш стрелковый дивизи урамӗнчи 8-мӗш ҫуртсем) 4–5 ҫул каяллах ҫӗне хваттерсене вырнаҫнӑ.

П. Григорьев и В. Иванов (сейчас они живут в доме 56 по улице Б. Хмельницкого), Е. Мозгушина (Сюктерский проезд, дом 1), А. Никитина и Ю. Яковлев (улица Тракторостроителей дом 35 и улица 139-ой стрелковой дивизии дом 8) 4-5 лет назад въехали в новые квартиры.

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

Банксене, лавккасене, хваттерсене сыхлаттӑмӑр.

Помоги переводом

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Анчах вӗсене панӑ хваттерсене муниципалитет фондӗнчен пурӑнмалли ятарлӑ ҫурт-йӗр фондне куҫарман.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ — строительство министрӗ Олег Марков республикӑра 2013-2017 ҫулсенче граждансене ишӗлес патне ҫитнӗ ҫуртсенчен хӑтлӑ хваттерсене куҫармалли программа епле пурнӑҫа кӗнипе паллаштарчӗ.

Помоги переводом

Тупӑшлӑ предприятисем нумайланнӑ // В.ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов ыйтӑвӗ М.Игнатьев сӑмахӗ ҫумне чухах пулчӗ: — Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакансем пӗлтӗр управран уҫласа тасату хатӗрӗ витӗр хваттерсене ҫитерекен ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ пирки ыйту пӗрре ҫеҫ мар тӑратрӗҫ.

Помоги переводом

Ял пурнӑҫне лайӑхлатсах пырасшӑн // Михаил СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Чӑваш Ен Правительстви, муниципалитетсен умӗнче 2017 ҫулта программӑна вӗҫлемелли тӗллев тӑрать: ишӗлекен 847 ҫуртра пурӑнакан мӗнпур ҫынна хӑтлӑ хваттерсене пурӑнма куҫармалла.

Перед Правительством Чувашии, муниципалитетами стоит задача в 2017 году завершить программу: все жители 847 аварийных домов должны переехать в благоустроенное жилье.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Кивӗ ҫуртсенчен ҫӗнӗ хваттерсене куҫармалли программӑна пурнӑҫланӑ чухне Кӳкеҫри 18 ҫемье ыйтӑвне тивӗҫтересси тӑсӑлса кайнӑ.

Помоги переводом

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней