Поиск
Шырав ĕçĕ:
62. Ҫапах та Израильре нумайӑшӗ ҫирӗп тӑнӑ, чакман, таса маррине ҫимен, 63. таса мар ҫимӗҫпе вараланиччен, сӑваплӑ халала мӑшкӑл кӑтартиччен вилме хатӗр пулнӑ, вилнӗ те.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пӗтӗмпе хатӗр вӑл ҫаратма; куҫӗ-пуҫӗпе малалла тирӗнсе, тыткӑна илнисене хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑ пуҫтарса каять.9. Весь он идет для грабежа; устремив лице свое вперед, он забирает пленников, как песок.
Авв 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эппин, ҫапла: е эсир трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле, сӑрнай тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай янӑраса кайнӑ-кайманах эпӗ лартнӑ ылтӑн кӗлеткене ӳксе пуҫҫапма хатӗр тӑратӑр, е сире, пуҫҫапмасассӑн, халех ҫунакан кӑмакана ывӑтӗҫ; сире ун чухне манӑн алӑран мӗнле турӑ ҫӑлса хӑварӗ?
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 9. этем ывӑлӗ! малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ӗнтӗ хӗҫ, хӗҫ хатӗр, ӑна ҫивӗчлетнӗ, хӑйранӑ: 10. ӑна нумайрах ҫынна чиксе пӑрахмашкӑн ҫивӗчлетнӗ; ӑна ҫиҫӗм евӗр ҫиҫсе тӑтӑр тесе хӑйранӑ.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Акӑ ҫурҫӗртен халӑх килет: хӑватлӑ ӑру, аслӑ патшасем тӗнче хӗрринчен ҫӗкленсе килеҫҫӗ; 42. вӗсен аллинче — ухӑ та сӑнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр; вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек; эй Вавилон хӗрӗ, вӗсем санпала тытӑҫмашкӑн учӗсемпе вирхӗнсе ҫитрӗҫ те — ӗнтӗ санпа ҫапӑҫма хатӗр.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кайран вара килетӗр те Ман ятӑмпа хисепленекен ҫакӑ Ҫуртра Ман умӑма тӑратӑр, «эпир ҫӑлӑннӑ» теетӗр, эсир ӗнтӗ малашне те ирсӗр ӗҫсем тума хатӗр!
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ҫурҫӗрти ҫӗршывран халӑх килет, тӗнче хӗрринчен аслӑ халӑх ҫӗкленет; 23. ухӑпа сӑнӑ тытнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр, вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек, юланутсем вӗҫтерсе пыраҫҫӗ, вӗсем ҫапӑҫма хатӗр, Сион хӗрӗ, вӗсем кар тӑрса санпа ҫапӑҫма килеҫҫӗ.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ху вара хӑвна Пултаракана — тӳпене карса хунӑ, ҫӗр никӗсне хывнӑ Ҫӳлхуҫана — манатӑн, анчах пусмӑрҫӑн хаярлӑхӗнчен — вӑл сана тӗп тума хатӗр пулнӑн — пӗр чарӑнмасӑр, вӗҫӗмсӗр, кашни кунах чӗтресе тӑратӑн.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Тофет тахҫанах хатӗр ӗнтӗ; ӑна патша валли те хатӗрленӗ, тарӑн та сарлака вӑл; унта кӑварӗ те, вутти те нумай; Ҫӳлхуҫа вӗрсе илӗ те — вӑл кӳкӗрт сапнӑ пек хыпса илӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тусем ҫинче — шӑв-шав: йышлӑ халӑх шавланӑ пекех, пӗрле пухӑннӑ патшалӑхсен, пӗрле пухӑннӑ халӑхсен пӑлхавлӑ шавӗ: Саваоф Ҫӳлхуҫа вӑрҫа хатӗр ҫарсене тӗрӗслет.
Ис 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вилнӗ ҫынна эсӗ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, Ҫӳлти Турӑ сӑмахӗпе ӑна тамӑкран кӑларнӑ; 6. эсӗ патшасене вилӗм кӳнӗ, чаплӑ ҫынсене выртакан вырӑнӗ ҫинчех пӗтернӗ; 7. Синай тӑвӗ ҫинче эсӗ вӗсене питленине, Хорив тӑвӗ ҫинче тавӑру сучӗ ҫитессине илтнӗ; 8. вӗсене тавӑрмашкӑн эсӗ ҫу сӗрсе патшасем лартнӑ, хӑвӑн вырӑнна юлма пророксем суйланӑ; 9. вут-ҫулӑмлӑ ҫавраҫил сана вутлӑ утсем кӳлнӗ урапапа тӳпене ҫӗклесе илсе кайнӑ; 10. сан ҫинчен Турӑ ҫырӑвӗнче ҫырнӑ: хӑй вӑхӑтӗнче эсӗ Турӑ ҫилли тулса ҫитиччен ӑна пусарма хатӗр пулӑн, ашшӗ кӑмӑлне ывӑлӗ енне ҫавӑрӑн, Иаков йӑхне ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратӑн, тенӗ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вут-кӑвара, ҫӑвакан пӑра, выҫлӑха, вилӗме — ҫакна пурне те тавӑрмашкӑн пултарнӑ; 37. тискер кайӑк шӑлӗ, ҫӗлен-калта сӑнни, ҫылӑхлӑ ҫынна тавӑрса вилӗм кӳрекен хӗҫ 38. Турӑ хушасса анчах хавасланса кӗтсе тӑраҫҫӗ, ӗнтӗ вӗсем кирлӗ вӑхӑта хатӗр, хӑйсен вӑхӑтӗнче Унӑн сӑмахӗнчен иртмӗҫ вӗсем.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унӑн чӗри ир-ирех Ҫӳлхуҫа умне тӑма хатӗр, Ҫӳлти Турӑ умӗнче кӗлтӑвӗ; ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнсе, чунтан-вартан кӗлтӑвӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тем тума хатӗр йӑскӑн ҫын та пулать, ирсӗрлӗх ку; ӑссӑрри, ӑсӗ ҫителӗксӗрри те пулать.20. Есть лукавство, и это мерзость; и есть неразумный, скудный мудростью.
Сир 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫаран хӑракансем чӗрине хатӗр тытӗҫ, Унӑн умӗнче чунне йӑвашлатӗҫ: 18. этем аллине мар, Ҫӳлхуҫамӑр аллине ӳкӗпӗр: Унӑн аслӑлӑхӗ мӗнле, ырӑлӑхӗ те ҫавӑн пекех, тейӗҫ.
Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ун вырӑнне Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ангел апачӗпе тӑрантарнӑ, вӗсене, ӗҫлеменскерсене, тӳперен хатӗр ҫӑкӑр — кирек кама та килӗшмелле ҫӑкӑр — ярса панӑ.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кам та кам юратушӑн мӗнпур пурлӑхне пама хатӗр, йӗрӗнсе ҫеҫ хӳтерӗҫ ӑна.Если бы кто давал все богатство дома своего за любовь, то он был бы отвергнут с презреньем.
Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесессӗн этем хӑйӗн ӗмӗрхи ҫуртне каять, ӗнтӗ урамра ӑна хӳхлекен хӗрарӑмсем сырса илме хатӗр; 6. халлӗхе кӗмӗл сӑнчӑр татӑлман-ха, ылтӑн пиҫиххи татӑлман, ҫӑлкуҫӗ патӗнче кӑкшӑм ҫӗмӗрӗлсе арканман, пусӑ шӑлтӑрми йӑтӑнса анман.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑватлӑхун кунӗнче Санӑн халӑху таса илем тӑхӑнса хатӗр тӑрӗ; Эпӗ Сана ӑшӑмран шурӑмпуҫ киличченех ҫуратрӑм.
Пс 109 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ирсӗр ӗҫ тума каварлашаҫҫӗ: «хатӗр! тӗплӗ хатӗрлентӗмӗр!» тееҫҫӗ.7. Они замышляют несправедливость и говорят: «Мы разработали идеальный план!»
Пс 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.