Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хапхинчен (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укаслу, Тимофей-хусах тата вӑл суйласа илнӗ вунӑ ҫын хуралҫӑсемпе пӗрле карман хапхинчен кӗрсе кайса ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

…Тепӗр кун ирпе сарлака хулпуҫҫиллӗ хресчен хӗрачана уй хапхинчен кӑларса Килтеш еннелле ӑсатса ячӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Легионер тимӗргвардеецсем шкул хапхинчен пырса кӗчӗҫ.

Легионеры-железногвардейцы въехали в школьные ворота.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Уй хапхинчен кӗрсенех, тӑкӑрлӑк хӗрринче, хурал пӳрчӗ хуралса ларать.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Уй хапхинчен кӗтӳ кӗрлесе кӗчӗ.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Мавра Сантӑрсем патне кайса Микула ҫинчен мӗнле элек сарнине каласа пачӗ те: — Тӗттӗмленсен, ялтан таврӑннӑ чухне, каллех Сантӑрсен тӗлне ҫитрӗм. Пӑхатӑн: вӗсен хапхинчен Ҫтаппан тухрӗ. Вӑл унта мӗн ӗҫпе килнине пӗлесшӗн Сантӑрсем патне кӗтӗм. Сантӑрпа Наҫтик халь-халь тытӑҫса каяс пек лараҫҫӗ. Ятлаҫма та эпӗ пырса кӗнипе кӑна чарӑннӑ пулмалла. Вӑлтсан-вӑлтсан, вӗсем мана Ҫтаппан хӑтана килни, Анука Микулана качча пама шутламанни ҫинчен каласа пачӗҫ. Вӑт, мӗнпур савӑнӑҫ ҫавӑнта, — терӗ.

Помоги переводом

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пус хапхинчен кӗрсен, малтанах шут туса хунӑ пек, иккӗшӗ те пӗр харӑс чарӑнса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗчӗк хапхинчен Михха кӗчӗ те алӑкне вӑйпа шалтлаттарса хупрӗ.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пус хапхинчен тухсан, иккӗшӗ те, ҫӗлӗкӗсене хывса, хӗвеланӑҫ еннелле ҫаврӑнса сӑхсӑхрӗҫ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аслӑ урампа кайса пус хапхинчен тухсан, Якур тилхепине татах пушатрӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑлтӑрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнме тытӑннӑ чухне ҫак ҫын Чӑваш Яшмине пырса кӗчӗ, кӗҫех Петр Петрович Озеров хапхинчен кӗрсе ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр темиҫе минутранах Петӗр хапхинчен таврара чапа тухнӑ урхамах ташласа тухрӗ.

Помоги переводом

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук тутар килӗн ҫил хапхинчен кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлан утпа укӑлча хапхинчен пӗрерӗн-икшерӗн кӗрекенсене ку хӑйсене пӗтӗм ял халӑхӗ саламласа кӗтсе илнӗ пекех туйӑнчӗ.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Яла вӗсем пит вӑхӑтлӑ ҫитрӗҫ: укӑлча хапхинчен кӗнӗ тӗле сӗм тӗттӗм пулнӑччӗ.

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Элчӗсем укӑлча хапхинчен пырса кӗнӗччӗ кӑна, урам кукӑрӗнчен вӗсен еннелле аллисене вӑрӑм сӑнӑ тытнӑ виҫӗ ҫын ыткӑнчӗҫ.

Помоги переводом

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхан хапхинчен тухнӑ чух Северьян куҫ хӳрипе пӑхсах ҫакна асӑрхарӗ: Нухрат чӳрече умӗнчех сыхласа тӑрать.

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлан утсем укӑлча хапхинчен тухнӑ-тухман турхан темиҫе тӗкӗрҫӗ илсе кӳршӗ ял еннелле тытрӗ.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗнер Тукайӑн чӑнкӑртатса уҫӑлакан вырӑсла хапхинчен калама ҫук чаплӑ кӳме урапи кӗрсе кайрӗ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хула хапхинчен уттарса мар, чуптарса тухрӗ.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней