Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир, Совет Ҫарӗн офицерӗсем, ытах мӗн те пулин пирӗн ӑнлануран шӑвӑнса юлать пулсан, хамӑрӑн тӑван ҫӗр ӑшне чавса тунӑ блиндажсенче тавлашнӑ, вӗриленнӗ, ӗнентернӗ те сивленӗ, чӑтайманнипе ниҫта кайса кӗрейместпӗр, анчах эпир хамӑр ҫӑлӑнса юлнӑшӑн, хамӑрӑн пуласлӑхшӑн пире коммунизм высотисем патӗнчи аслӑ ҫапӑҫусенче вӗрентсе ҫитӗнтернӗ аслӑ ҫынна кирек хӑҫан та асра тытнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хамӑра наказани парасса малтанах пӗлсе, хамӑра хамӑр намӑсланса, эпир киле таврӑнтӑмӑр.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кама шанма пултарӑпӑр эпир хамӑр ӗҫсене, хамӑр куҫҫулӗсене, хамӑрӑн ҫутӑ маяка, э?Кому мы можем доверить наши труды, наши слезы, наш факел, а?
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Эпир хамӑра хамӑр хуҫасем шутланатпӑр, ҫавӑнпа мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултаратпӑр пулсан, хамӑра лайӑх кӗтсе йышӑнакан кашни аэродром ҫинех анса ларма кирлӗ те мар.
«Палӑрман» рекордсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Хӑй сӑмахӗнче вӑл хамӑр ҫӗршыври материалсенчен, хамӑр инженерсемпе хамӑр рабочисем тунӑ совет моторне лартнӑ самолетӑн экипажӗ питӗ йывӑр условисенче ҫав тери вӑрӑм ҫул туни ҫинчен каланӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Кӑвакарчӑнӑм, эпир иксӗмӗр санпа пӗр юрату вутӗнчех ҫунатпӑр, ҫавӑнпа хамӑр телее упрас тесе, хамӑра хамӑр хытарса, пирӗн уйӑрӑлас пулать.
XXXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пире «шурӑ» индеец Ванди ҫаратса каять пулсан, пирӗн хамӑра хамӑр ҫеҫ айӑпламалла; пачах ют ҫынна хамӑр пӗчӗк ачалла шаннӑшӑн ҫеҫ пирӗн тӳсмелле пулӗ.
III сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ун вырӑнне хамӑр ҫав-ҫавах чӗррӗн те хаваслӑн пынине, хамӑрӑн ҫамрӑклӑха тата хамӑр тума тытӑннӑ ӗҫе туса ҫитерме пурте хавхаланса кайнине шута илмелле.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Эпир, рабочисем — хамӑрӑн ӗҫпе пур япалана та — темӗн пысӑкӑш машинсенчен пуҫласа ача-пӑча теттисем таранччен тӑвакан ҫынсем, эпир — хамӑрӑн этем тивӗҫӗшӗн кӗрешмелли правасӑр хӑварнӑ ҫынсем, — пире, ҫав ҫынсене, кашниех хӑйӗн тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртмелли хӗҫпӑшал тума тӑрӑшать тата тума та пултарать: эпир халӗ пире ӳлӗмрен влаҫа хамӑр алла ҫавӑрса илме май пама пултармалӑх ирӗклӗх илесшӗн.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Эпир хамӑра юлташсем пек, пӗр ӗмӗтпе — хамӑрӑн правӑсемшӗн кӗрешес ӗмӗтпе ҫирӗппӗн ҫыхӑнса тӑракан туссен ҫемйи пек туйма тытӑниччен — хамӑр пурнӑҫа лайӑхлатаймӑпӑр.
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хамӑр улпут майри, хамӑрӑн, — тенӗ вӑл хӑйне, — ҫирӗп пулсан та, хамӑрӑн, хӗре пӗтме те, пӑсӑлма та памӗ…»
VIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Килӗшетӗн-и, эпир паянхи куна киленсе, хамӑршӑн ирттерер, политика ҫинчен те, вӑрҫӑ ҫинчен те — пурин ҫинчен те манар та, хамӑр пӗрле пурӑннине, сывланине, хамӑр ӗмӗрлӗхех пӗрлешнине ҫеҫ пӗлер…
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл тусӗ ҫинчен мӗн пӗлнине пӗтӗмпех кала-кала кӑтартрӗ (эпир час-часах, пӗр-пӗр ҫынна юрас шутпа, унпа калаҫнӑ чухне хамӑр юлташа мухтатпӑр, ҫапла тунипе, ҫав хушӑрах, хамӑра хамӑр мухтанине туйманпа пӗрех пулатпӑр), вара, сайра хутран ҫеҫ Еленӑн шурӑ пичӗ хӗрелсен, куҫӗсем ҫуталса пысӑклансан, хӑй тӳссе ирттерекен лайӑх мар хуйхӑ унӑн чӗрине чӗпӗтет.
XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Акӑ манӑн куҫ умне Гороховецри лагерь, хамӑр полк, хамӑр батарея, хамӑр взвод тухрӗҫ.Сейчас я вспоминал Гороховецкие лагеря, и свой полк, и свою батарею, и свой взвод.
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Мужиксене хамӑрӑн арӑмӑрсемпе йӑмӑкӑмӑрсенчен мӑшкӑллаттарма, хамӑрӑн православи тӗнӗнчен култарма, хамӑр пурлӑхпала пуянлӑха ҫараттарма ирӗк пама пултараймастпӑр пулӗ эпир…
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Клисурӑра пӑлхав хускатни ҫинчен хыпар ҫитсенех вырӑнти комитетра тӗрлӗ май шухӑшлама тытӑннӑ: пӗрисем хамӑр ҫине тапӑнса кӗрсен ҫеҫ хускалмалла тенӗ, унта та хамӑр сӗкӗнмелле мар, хамӑра пулӑшма килекен ушкӑн ҫитсен кӑна пӑлхава хускалӑпӑр тенӗ; теприсем кирек мӗн пулсан та халех ялав ҫӗклемелле, пӑлхав пуҫласа ямалла тенӗ.
XII. Пӗр пӑлханман хула историйӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Коммунистсем вӗсем — хамӑр йӑхран тухнӑ ҫынсем, хамӑр ҫынсем темелле, хамӑр ҫӗр ҫинче ҫуралса ӳснӗ, лешсем вара, шуйттан пӗлет-и, темле чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, пурте мӑнкӑмӑллӑ ҫӳреҫҫӗ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кунтан кунах ҫӑнӑх тусанӗ айӗнче, хамӑр урасемпе илсе кӗнӗ пылчӑк ӑшӗнче, шӑршлӑ, ҫӑра пӑчлӑхра чуста йӑвалаттӑмӑр, ӑна хамӑрӑн тарпа йӗпетсе кӗлентӗр тӑваттӑмӑр, Хамӑр ӗҫе эпир чунтан кураймастӑмӑрччӗ, хамӑр алӑ айӗнчен тухнӑ япалана нихҫан та ҫиместӗмӗрччӗ, хура ҫӑкӑр сушкӑран лайӑхрах пекчӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Ҫапла хамӑра ытла мӗскӗнӗн ӑсатнӑшӑн салху пусрӗ пире, хамӑртан хамӑр вӑтантӑмӑр, ӑсатакансем те пирӗн хута кӗмен пек курӑнчӗҫ, курар-ха тенипе ҫеҫ пынӑ пек…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ халӗ ӗнтӗ, чиркӳре, эпӗ хамӑр ялти мӗнпур халӑха, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ хӗрарӑмсене, стариксене, хамӑр пекех чӗнме-калаҫма юратман, хамӑр пекех хуйхӑллӑскерсене куратӑп.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951