Поиск
Шырав ĕçĕ:
1729 ҫулта Чукотка халӑхӗсене ясак тӳллеттерес тесе черетлӗ хут хӑтланса пӑхнӑ, ҫак тӗллевпе Афанасий Шестаков ертсе пыракан ҫӗнӗ ҫар экспедицине йӗркеленӗ, ҫапах та ӑна чукчасем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97
Вӗсем Атӑлҫи халӑхӗсене вӑрҫӑ йӗркипе мар, Христос тӗнне йышӑнтарса турӑ пулӑшнипе тытса тӑрӗҫ.
5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсене тӗпченӗ Николай Ильминский (05.05.1822-08.01.1892) ҫуралнӑранпа паян 200 ҫул ҫитнӗ.Сегодня исполнилось 200 лет со дня рождения востоковеда Николая Ильминского (05.05.1822–08.01.1892).
Николай Ильминский ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31763.html
Хӑйсен халӑхӗсене ӗмӗрхи тӗттӗмлӗхрен ҫӑлса, ҫак чӑтма ҫук чуралӑх сӑнчӑрне аркатма ӗмӗтленекен ҫакӑнта пуҫтарӑннӑ талантлӑ та илемлӗ, таса чӗреллӗ ҫынсене пирӗн тата та ытларах кала-кала кӑтартас килсе кайрӗ.
Карачири ӑсату каҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Асӑннӑ ҫӗршывсен халӑхӗсене мӑшкӑллаҫҫӗ, ҫаратаҫҫӗ, намӑс кӑтартаҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршыв чӗнет // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫак вӑрҫӑра вырӑс халӑхӗ Балкан ҫурутравӗнче пурнакан славян халӑхӗсене (болгарсене, сербсене т. ыт. те), ҫавнашкалах Румыние те нумай ӗмӗре пынӑ Турци пусмӑрӗнчен хӑтарать.
Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.
Хальхи вӑхӑтра ҫамрӑк организмлӑ патшалӑх пулса тӑракан Дон Ҫарне пӗччен тытӑнса пурӑнма йывӑр, ҫавӑнпа та вӑл, Астрахань ҫарӗпе Кубань облаҫне большевиксенчен тасатнӑ хыҫҫӑн, федераци йӗркипе Аслӑ Дон Ҫарне, Астрахань ҫарӗпе Ставрополь кӗпӗрнинчи калмӑксене, Кубань ҫарне, ҫавӑн пекех Ҫурҫӗр Кавказ халӑхӗсене пӗрлештерсе, пӗр ҫирӗп патшалӑх туса хурас тӗллев тытрӗ, Астраханьпе Кубань ҫарӗсен пуҫлӑхӗсемпе — князь Тундутов полковникпа тата Филимонов полковникпа тачӑ союз турӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юлашки вӑхӑтра ку дивизи парӑнма килӗшмен Югослави халӑхӗсене хӑйӗн яланхи тискерлӗхӗпе путарса ҫӳренӗ пулнӑ.Последнее время дивизия с обычной своей свирепостью усмиряла непокорную Югославию.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ирӗк чунлӑ пулнӑранах 90-мӗш ҫулсенче Прибалтика халӑхӗсене хисеплетчӗ (1991 ҫулта ушкӑнпа Латвине пӗрле кайса килме те тӳр килнӗччӗ — лавккасем пит кӑсӑклантарманран Рига урамӗ-тӑкӑрлӑкӗсенче иксӗмӗр ыттисенчен уйрӑлса халӑх характерӗ, тӗнчекурӑмӗ, иртнӗлӗхӗпе пуласлӑхӗ ҫинчен калаҫса утнисем асрах…)
Владимир Карсаков // Марина Карягина. https://www.facebook.com/marina.karyagin ... 2599922405
13. Турӑ вӗсен ҫулӗ ҫинчи Хӗрлӗ тинӗсе типӗтнӗ, 14. вӗсене Син тата Кадис-Варни ҫулӗпе илсе кайнӑ; вӗсем ҫав пушхирте пурӑнакансене пурне те хӑваласа янӑ; 15. вара аморрейсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, Есевон хулинче пурӑнакансене пурне те хӑйсен вӑйӗпе пӗтерсе тухнӑ та Иордан урлӑ каҫса пӗтӗм ту-сӑртлӑ ҫӗршыва ӗмӗрлӗхе йышӑннӑ, 16. унти Ханаан, Ферезей, Иевусей, Сихем халӑхӗсене тата пӗтӗм гергесейсене хӑваласа ярса вӗсем ҫак ҫӗрте нумайччен пурӑннӑ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ку вырӑнтан вӑл хӑйӗн пӗтӗм ҫарӗпе — ҫуран ҫарӗпе, утлӑ ҫарӗпе тата вӑрҫӑ ураписемпе — ту-сӑртлӑ ҫӗршыва ҫул тытнӑ; 23. унта Фуд тата Луд халӑхӗсене ҫапса салатнӑ, Рассис ывӑлӗсене тата Хеллеон ҫӗрӗн кӑнтӑр енче выртакан пушхирте пурӑнакан Исмаил ывӑлӗсене ҫаратса тухнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Сеннахирим ҫырусем те ҫырнӑ пулнӑ, вӗсенче вӑл Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, хӑртнӑ, Ӑна хирӗҫле ҫакӑн пек каланӑ: «ҫӗр ҫинчи халӑхсен туррисем хӑйсен халӑхӗсене манран ҫӑлса хӑварайман пекех, Езекия Турри те Хӑй халӑхне манран ҫӑлса хӑвараймӗ» тенӗ.
2 Ҫулс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн Давидпа унӑн ҫыннисем тахҫантанпах ҫак ҫӗршывра Сур пушхирӗпе Египет хутлӑхӗнче пурӑнакан Гессур, Гизрий, Амалик халӑхӗсене тапӑннӑ.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан ҫӗрӗн халӑхӗсене пӗтерсессӗн, эсӗ ху вӗсем хыҫҫӑн еткерлӗхе кӗрсе вӗсен хулисемпе ҫурчӗсене пурӑнма вырӑнаҫсассӑн, 2. Ҫӳлхуҫа Турру хӑвӑн аллуна еткерлӗхе паракан ҫӗрӳ ҫинче виҫӗ хула суйласа ил; 3. ҫул хыв, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру хӑвна паракан пӗтӗм еткер ҫӗре виҫӗ пая уйӑр; вӗсем ҫын вӗлерекеншӗн кирек камшӑн та тарса хӑтӑлмалли вырӑн пулӗҫ.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1