Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

халӑха (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Наукӑна, хӑйӗн профессине чунтан юратакан ҫын, учитель пулма ӗмӗтленекен кашни ҫамрӑк П. О. Афанасьев кӗнекисем тӑрӑх ӑс-тӑн, пӗлӳ илме пултарать: вӑл хӑйӗн пурнӑҫне пӗтӗмпех халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе, ун ырлӑхӗшӗн пӗтӗм вӑхӑтне, халне, пурнӑҫне пама хатӗр пулнӑ.

Помоги переводом

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Унӑн хӗрӳ ӗҫпе хаяр кӗрешӳ, ҫӗршыв илемӗпе пуянлӑхӗ ҫинчен, халӑха ҫӗнтерӳсем патне ертсе пыракан Коммунистсен партийӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑввисемпе поэмисем нихҫан кивелми произведенисем шутне кӗчӗҫ.

Помоги переводом

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

«Революци салтакӗ» ҫинчен, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ, пурнӑҫӗ ҫинчен халӑха каласа пани — мухтава тивӗҫлӗ ӗҫ.

Помоги переводом

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Клавдия Васильевна ашшӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗсем ҫинчен халӑха каласа парать.

Помоги переводом

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ун калавӗсемпе очеркӗсенче Чапаев — паттӑр ҫын, хӑюллӑ та ӑста полководец, пӗтӗм пурнӑҫне халӑха, Тӑван ҫӗршыва панӑ патриот.

Помоги переводом

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

— Ӗҫлер, паянхи туйӑмсене, сӑмахпа шӑратса, халӑха тавӑрса парар.

Помоги переводом

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Кӗперӗ вара халӑха питӗ кирлӗ.

Мост же народу очень необходим.

Тӳре-шара Лачкассинчи кӗпере юсама шантарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35806.html

Промышленноҫ производствин индексӗ, строительство пайӗ, суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ, халӑха ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси ытти чухнехинчен чылай лайӑх кӑтартусемпе палӑрса тӑнине каланӑ ведомство ертӳҫи.

Помоги переводом

Раҫҫей экономикин хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсенчен Чӑваш Ен чылай аванрах ӗҫлесе пырать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/22/racc ... n-chvash-e

Ялсен инфраструктурине аталантарас, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас, юсас, халӑха ҫутҫанталӑк газӗпе, электроэнергипе, шывпа тивӗҫтерес, ҫул-йӗре пӑхса тӑрас тӗлӗшпе ҫӗршывра ятарлӑ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленччӗр, ялсем илемленччӗр // Владимир Акчурин. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d2%ab%d3%9 ... %bb%d0%b5/

Ун тӗллевӗ — халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарасси, ҫынсене спорта ытларах явӑҫтарасси.

Помоги переводом

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/

Халӑха Кӗтне шывӗ вараланни те пӑшӑрхантарать.

Помоги переводом

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Халӑха ӑнлантармалла.

Помоги переводом

Чӗрчунсем ҫине тимлӗх уйӑрни Чӑваш Енре Экологи ҫулталӑкӗ пулма пултаракан ҫул-йӗртен пӗри тен пулса тӑрӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/14/cher ... enre-ekolo

Сотовӑй ҫыхӑну операторӗсем урлӑ халӑха вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл, шалкӑм ҫумӑр пуласси пирки асӑрхаттарма тивнӗ.

Помоги переводом

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Халӑха паянхи пурнӑҫ ыйтакан стандартсемпе тивӗҫтерес ыйту та уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Помоги переводом

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Халӑха ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе, республика чӑнласах та малтисен ретӗнче пулнине тепӗр хут ҫирӗплетсех каланӑ.

Помоги переводом

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Сумлӑ ҫуралнӑ кунпа юбиляра муниципалитет пуҫлӑхӗн ҫумӗ Лариса Сергеева, халӑха социаллӑ хӳт- лӗхпе тивӗҫтерекен пай пуҫлӑхӗ Эльвира Яковлева, Шаккӑл территори пайӗн ертӳҫи Валерий Якимов тата ҫывӑх ҫыннисем саламланӑ.

Помоги переводом

100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/100-c%d1%8 ... 83%d0%bda/

Урхамах ҫинчи йӗкӗт аҫтахапа ҫапӑҫни ҫинчен калакан сюжет пӑлхарсем патне иран чӗлхиллӗ халӑхсен сӑмахлӑхӗ урлӑ кӗнӗ тесе ҫирӗплетет55. Ку шухӑшпа килӗшмелле, патша хӗрӗсене ҫиме килекен (е халӑха шывсӑр аптӑратса ҫитернӗ ҫӑлри) нумай пуҫлӑ аҫтаха-ҫӗлен Шыв хуҫине калӑпласа тӑрать, вӑл сӑнар пирӗн юмахла прозӑна каярах кӗнӗ пулас.

Он утверждает, что мотив битвы юноши со змеем (драконом) пришел к болгарам из устной словесности ираноязычных народов. Мы согласимся с его мнением, также полагая, что образ хозяина водной стихии получил в дальнейшем воплощение в многоглавом змее-драконе, который то приходит пожирать царских дочерей, то живет в колодце и, не допуская к воде людей, мучает их жаждой. Этот образ, вероятно, появился в чувашской сказочной прозе позднее.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Асамлӑ юмахсенче ҫӗр ҫинче, ҫӗр тӗпӗнче, пысӑк ҫӑлта, ҫӑлкуҫра е кӳлӗре шыва нумай пуҫлӑ аҫтаха тытса тӑни, халӑха шыв памасӑр аптӑратни — ҫакӑ вӑл пӗтӗмпех зооморфизм паллисем пулни пирки тӗрӗс асӑрханӑ.

Одюков правильно замечает, что в волшебных сказках и на земле, и в подземном царстве хозяином воды (колодца, источника или озера) становится змей (дракон), который держит в страхе население, лишая его воды, и это все можно считать отголосками зооморфизма.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта ҫула ҫитмен ҫамрӑксем валли вакансисен ярмӑрккине йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Ҫула ҫитменнисене ӗҫе вырнаҫтараҫҫӗ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/07/21/c%d1%83%d0 ... %d0%b0cce/

Вӑл зала пуҫтарӑннисене патшалӑх халӑха тивӗҫтерекен социаллӑ пулӑшу мерисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Ҫуртсен картишӗсене юсаҫҫӗ, мемориал комплексӗ тӑваҫҫӗ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/c%d1%83%d1 ... %bc%d0%bf/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней