Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑвӑн халӑхун ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑх, Хӑвна чӑннипе ӗҫлесе тӑракансем ҫине пӑх; 25. йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗсене ан асӑрха, инкек-синкекре те Хӑвӑн халална астуса тӑнисене асӑрха; 26. Хӑвӑн умӑнта ултавлӑ хӑтланнисем ҫинчен ан шухӑшла, Санран хӑрани мӗн иккенне пӗлсе ҫитнисене асна ил; 27. выльӑхла пурӑннисене ан пӗтер, Хӑвӑн саккунна уҫӑмлӑ вӗрентнисем ҫине пӑх; 28. тискер кайӑкран та япӑхрах шутланаканнисене ан ҫиллен; 29. яланах Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе мухтавна шанса тӑракансене кӑмӑлла.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен тархасласа ыйтнӑччӗ: халь пурӑнакансенчен кам та пулин ҫылӑх тумасӑр пурӑнакан тупӑнать-и? е ҫӗр ҫине ҫуралнисенчен кам та пулин Санӑн халална пӑсманни тупӑнать-ши?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсӗ пама пулнине хирӗҫлекенсем Санӑн халална ӗненекенсене нимӗн вырӑнне те хумарӗҫ.29. И попрали его противники обетованиям Твоим и заветам Твоим не веровавшие.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ Ҫӳлхуҫана, хамӑн Туррӑма, йӑлӑнтӑм, ҫылӑхӑмсене каласа парса ӳкӗнтӗм, ҫапла каларӑм: эй аслӑ та хӑватлӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ шанчӑклӑ, Эсӗ Хӑвна юратакансемпе, Ху хушнисене туса тӑракансемпе хывнӑ халална упратӑн!
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Анчах Ху ятушӑн пире ӗмӗрлӗхех тӑшман аллине ан парсамччӗ, Хӑвӑн халална ан пӑрахсамччӗ.34. Но не предай нас навсегда ради имени Твоего, и не разруши завета Твоего.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавах Хӑвӑн ятушӑн ан пӑрахсамччӗ пире; Хӑвӑн мухтавун аслӑ пуканне мӑшкӑла ан хӑварсамччӗ; пирӗнпе хывнӑ халална асна илсемччӗ, ан пӑрахӑҫласамччӗ ӑна.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хӑвӑн халална асна илсемччӗ: ҫӗр ҫинчи пур улах вырӑн та пусмӑр килӗ пулса тӑчӗ.20. Призри на завет Твой; ибо наполнились все мрачные места земли жилищами насилия.
Пс 73 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Хам намӑса юлни яланах умӑмра тӑрать, хама хӑртакансен, мӑшкӑллакансен сассинчен, тӑшмансем, тавӑракан ҫынсем пӑхса тӑнӑран питӗме намӑс хуплать: 18. ҫакӑ пӗтӗмпе пирӗн ҫине йӑтӑнса анчӗ, ҫавах эпир Сана манмарӑмӑр, Санӑн халална пӑсмарӑмӑр.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн кӗллӗме илтсемччӗ, 13. ҫакӑн пек тусамччӗ: манӑн сӑмахӑм, манӑн чеелӗхӗм Санӑн халална хирӗҫ, Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна, Сион ҫӳллӗшне тата Санӑн ывӑлусен еткер ҫуртне хирӗҫ тискер ӗҫ тума шухӑш тытнисемшӗн суран та хӗн-асап пулччӑр.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑн халална асӑнта тытакан Туррӑмӑр!
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвна пӗтӗм чӗререн парӑннӑ чурусемшӗн Эсӗ Хӑвӑн халална, ырӑлӑхна астуса тӑратӑн.Ты хранишь завет и милость к рабам Твоим, ходящим пред Тобою всем сердцем своим:
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Илия каланӑ: эпӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн тӑрӑшрӑм: Израиль ывӑлӗсем Санӑн халална пӑрахрӗҫ, Санӑн парне вырӑнӗсене ише-ише тӑкрӗҫ, Санӑн пророкусене хӗҫпе каса-каса тухрӗҫ; пӗр эпӗ юлтӑм, анчах ман чунӑма та пӗтересшӗн, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Илия каланӑ: эпӗ Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн тӑрӑшрӑм; Израиль ывӑлӗсем Санӑн халална пӑрахрӗҫ, Санӑн парне вырӑнӗсене ише-ише тӑкрӗҫ, Санӑн пророкусене хӗҫпе каса-каса тухрӗҫ; пӗр эпӗ юлтӑм, анчах ман чунӑма та пӗтересшӗн, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Соломон вара Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ патне, пӗтӗм Израиль ҫынни умне тӑнӑ та аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе 23. ҫапла каланӑ: эй Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ! ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те Сан пек Турӑ ҫук; Хӑвна пӗтӗм чӗререн парӑннӑ чурусемшӗн Эсӗ Хӑвӑн халална, ырӑлӑхна астуса тӑратӑн.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Левий ҫинчен те каланӑ: туммим — Санӑн, урим та — Санӑн, вӗсем Хӑвӑн сӑваплӑ ҫынну ҫийӗнче, Эсӗ ӑна Масса теекен вырӑнта сӑнаса пӑхнӑ, Эсӗ унпа Мерива шывӗ хӗрринче тавлашса курнӑ, 9. хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗ ҫинчен вӑл: «эпӗ вӗсем ҫине пӑхмастӑп» тет, вӑл хӑйӗн тӑванӗсене те палламасть, хӑйӗн ывӑлӗсене те пӗлмест: вӗсем, левитсем, Санӑн сӑмахусене сыхлаҫҫӗ, Санӑн халална упраҫҫӗ, 10. Санӑн саккунусене Иакова, Санӑн ӳкӗтӳсене Израиле вӗрентеҫҫӗ, Санӑн умӑнта ырӑ шӑршӑ тӗтӗреҫҫӗ, парне кӳрекен вырӑну ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳреҫҫӗ; 11. эй Ҫӳлхуҫамӑм, унӑн вӑй-халне пилле, алли тӑвас ӗҫне кӑмӑлла, ӑна хирӗҫ тӑракансене, ӑна курайманнисене ури ҫине тӑмалла мар ҫапса салат.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1