Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

французсемпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Европӑра ҫав тери ухмах пулнӑ французсемпе нимӗҫсем те Российӑра генерал пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем балсенче лайӑх ташлама, патша майрисемпе хӗрӗсен аллисене хӗрӳллӗн чуптума, илемлӗн пуҫ тайма тата ҫар тумне уйрӑмах шукӑль тӑхӑнма пӗлеҫҫӗ», — терӗ вӑл…

Помоги переводом

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Французсемпе те паллашнӑччӗ пулас…

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Европӑран килнӗ халӑхӑн утрав ҫинчи пӗрремӗш пурӑну вырӑнне испансем никӗсленӗ, кайран французсемпе акӑлчансем ҫитнӗ.

Первые европейские поселения на острове были созданы испанцами, затем французами и англичанами.

Гренада // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B4%D0%B0

Ҫӑва хӗррине икӗ тарӑн шӑтак алтса янтӑланӑ, вилӗсене урапасемпе ҫавӑнта турттара-турттара пырса вырӑс салтакӗсене пӗр шӑтӑка, — кусем сахалтарах, — французсемпе вӗсен майлӑ ҫапӑҫнӑ поляксене теприне йӑвантараҫҫӗ.

И свозят их на подводах к кладбищу, где выкопаны две глубокие братские могилы: в одну складывают русских воинов — их поменьше, в другую — французов и поляков, сражавшихся на стороне врага.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫакӑнтах акӑ мӗн пӗлтӗм: Гсль-Гьюра карнавалсем маларах та пулнӑ — французсемпе итальянсен витӗмӗпе; колонире вӗсен йышӗ самаях пысӑк-мӗн.

Карнавалы, как я узнал тогда же, происходили в Гель-Гью и раньше благодаря французам и итальянцам, представленным значительным числом всего круга колонии.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Гент вӗсене хыпалансах тӗпчеме пуҫларӗ, анчах тишкерни тӑрӑх пысӑкран та пысӑк ҫак мул куписем хӑш нацин пулнине пӗлме йывӑр: араб, перс, испан, португал, турккӑ тата инди укҫисен хушшинче французсемпе акӑлчансен ылтӑн укҫи те нумай; темле шырасан та IV Генрих сӑнӗллӗ ылтӑн кронӑран аслӑрах укҫа тупаймарӗ Гент, ҫавӑнпа та мула вун улттӑмӗш ӗмӗрте пытарнӑ тесе пӗтӗмлетрӗ.

Гент поспешил осмотреть монеты, но по ним трудно было установить национальное происхождение этого грандиозного клада: среди арабских, персидских, испанских, португальских, турецких и индийских монет попадалось довольное количество золота французского и английского; как ни искал Гент, он не нашел монеты старее золотой кроны с изображением Генриха IV, почему и отнес клад к шестнадцатому столетию.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Французсемпе пруссаксем хушшинче, итальянецсемпе поляксем хушшинче, вуншар национальноҫсен салтакӗсем хушшинче, ҫӑкӑр татӑкӗшӗн, ӑшӑ япаласемшӗн, ҫӗрлехи кӑвайт умӗнчи вырӑншӑн вилӗмлӗ ҫапӑҫусем пулса иртнӗ.

Между французами и пруссаками, между итальянцами и поляками, между солдатами десятков национальностей возникали смертные побоища из-за хлеба, из-за теплых вещей, за место у ночного костра.

VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫӳлӗ тӗмеске ҫинче французсемпе вырӑссен вилнӗ салтакӗсен ӗречӗсем ҫеҫ выртса юлнӑ.

Лишь ряды мертвых французских и русских солдат остались на высоком кургане.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вӗсем хушшинче Суворовпа пӗрле ҫапӑҫусенче пулнӑ салтаксем, Кутузов похочӗсен геройӗсем, французсемпе ҫапӑҫура ик хутчен тӗл пулса пӑхнӑ, вӗсенчен кая мар ҫапӑҫакансем пулнӑ.

Тут были ветераны сражений Суворова, герои кутузовских походов, дважды встречавшиеся с французами и не уступавшие им в бою.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Иккӗмӗш донесенире хӑйӗн отрячӗпе малта тӑракан Австри графӗ Ностиц французсемпе калаҫу пуҫласа фронта уҫни ҫинчен пӗлтернӗ.

во-втором донесении сообщалось, что находившийся с отрядом впереди австрийский граф Ностиц вступил в переговоры с французами и открыл фронт.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ӑна ҫирӗплетме туроксем французсемпе нимӗҫсен чи лайӑх, инженерӗсене илсе килнӗ.

Турки укрепили ее под руководством лучших французских и немецких инженеров.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Англичансем французсемпе пӗрле вӗсене темиҫе хутчен те вӑйлӑн пыра-пыра ҫапнӑ.

Англичане совместно с французами успели нанести им ряд жестоких ударов.

«Германи ҫарӗн хура кунӗ» // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Французсемпе англичансем атакӑна пӗр пек кӗмен.

Французы и англичане шли в атаку по-разному.

Сомма шывӗ хӗрринчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Французсемпе тата итальянецсемпе вӑл «Франк» чӗлхипе — италилле, францилле тата испанилле хутӑш — калаҫнӑ.

С французами и итальянцами он сговаривался на «франкском» языке — смеси итальянского, французского и испанского.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Тӗрӗссипе, мирлешнӗ ҫӗрте пулнӑ пулин те, вӑл унта нимех те, пӗр ытла ӑслӑ сӑмах та калама ӗлкереймен, калаҫассине ӗнтӗ ун французсемпе ҫав тери калаҫас килнӗ (питӗ савӑк вӗт-ха вӑл французсемпе калаҫма).

В сущности же, хотя и был на перемирии, он не успел сказать там ничего очень умного, хотя ему и ужасно хотелось поговорить с французами (ведь это ужасно весело говорить с французами).

15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Вӗсенчен нумайӑшӗ французсемпе вӑрҫма кайнӑ.

Большинство ушло воевать с французами.

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Сулахай шухӑшлӑ итальянецсем сулахай чехсемпе е французсемпе ҫывӑхланаҫҫӗ.

Левые итальянцы сближались с левыми чехами и французами.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫапла майпа эпир французсемпе тавлашатпӑр.

Дискутируем с французами таким образом.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ку плансене французсемпе килӗштернӗ те ӗнтӗ.

С французами эти планы уже согласованы.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Французсемпе вӑрҫнӑ чухне сардинсен королӗ кӗтмен ҫӗртен Прошкӑна медаль ярса панӑ.

Во время войны с французами сардинский король неожиданно прислал Прошке медаль.

Пур ҫӗрте те паллӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней