Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен логики ансат: «Хваттер уҫҫине эсир никама та шанса памастӑр вӗт, апла-тӑк мӗншӗн хӑвӑрӑн телефонӑрпа ытла та тимсӗр?»
Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
1. Пиллӗкӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ӳкнӗ ҫӑлтӑр куртӑм; ӑна тӗпсӗр шӑтӑк уҫҫине панӑччӗ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Филадельфи Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Таси, Чӑнни, Давид ҫӑри уҫҫине тытса тӑраканни, — Вӑл уҫать те — никам та хупаймасть, хупать те — никам та уҫаймасть, — ҫапла калать: 8. санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп; акӑ Эпӗ санӑн умна алӑк уҫса хутӑм, ӑна никам та хупаймасть; санӑн вӑю нумаях мар, эсӗ ҫавах Ман сӑмахӑма тытрӑн, Ман ятӑма тунмарӑн. 9. Эпӗ акӑ мӗн тӑвӑп: иудей пулмасан та, хӑйсем ҫинчен иудей тесе суеҫтерекенсене, шуйттан эшкерӗнчисене, ҫапла тӑвӑп: вӗсем пырӗҫ те сан уру умне ӳксе пуҫҫапӗҫ, вара Эпӗ сана юратнине пӗлсе ҫитӗҫ. 10. Хӑвна тӳсӗмлӗ пулма хушнине туса тӑнӑшӑн Эпӗ сана асап вӑхӑтӗнчен упраса хӑварӑп: ҫав вӑхӑт ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сӑнамашкӑн пӗтӗм тӗнчене килӗ. 11. Акӑ кӗҫех пыратӑп; мӗн пуррине тытса тӑр — сана пулас ырӑлӑха никам та туртса ан илейтӗр. 12. Ҫӗнтерекене Эпӗ Хам Туррӑмӑн Ҫуртӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта ӗмӗрлӗхех юлӗ; ун ҫине Туррӑмӑн ятне тата Туррӑм хулийӗн ятне — Туррӑм патӗнчен тӳперен анакан ҫӗнӗ Иерусалим ятне — ҫырса хурӑп, Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма та ҫырса хурӑп. 13. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Хуйхӑ ҫитӗ сире, саккунҫӑсем: эсир пӗлӳлӗх уҫҫине илтӗр те — хӑвӑр та кӗмерӗр, кӗрекенсене те чартӑр, тенӗ.52. Горе вам, законникам, что вы взяли ключ разумения: сами не вошли, и входящим воспрепятствовали.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: телейлӗ эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон: ҫакна сана ӳтпе юн мар, Манӑн Ҫӳлти Аттем уҫса пачӗ; 18. Эпӗ те сана калатӑп: эсӗ — Петр, ҫак чул ҫине Эпӗ Хамӑн Чиркӗвӗме лартӑп, ӑна тамӑк хапхи те ҫӗнтереймӗ; 19. сана Ҫӳлти Патшалӑх уҫҫине парӑп: эсӗ ҫӗр ҫинче мӗн ҫыхни тӳпере те ҫыхӑнӗ; эсӗ ҫӗр ҫинче мӗн салтни тӳпере те салтӑнӗ, тенӗ.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Давид килӗн уҫҫине унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хурӑп; вӑл уҫӗ те — никам та хупаймӗ, вӑл хупӗ те — никам та уҫаймӗ.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.