Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уҫма (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑвар уҫма ан шутлӑр!

И не вздумайте кричать.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Уҫма йывӑр пулмарӗ.

так что проблем не возникло.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Астӑвӑмне уҫӑмлатма тата Нубии наркобаронӗсен чӗлхине уҫма.

чтобы освежить память и развязать языки нубийским наркобаронам.

Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫӑвара уҫма та памаҫҫӗ?

Рта не дают открыть?

XXVIII. Кутӑн аппа // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ыйхине уҫма ӗлкӗрейменччӗ.

Она все еще была сонной.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл алӑк уҫма тухрӗ, эпӗ стена хӗррине, Ромашов кӗнӗ маях мана ан асӑрхатӑр тесе, алӑк патнерех тӑтӑм.

Он вышел в переднюю, а я, помедлив, встал у стены, подле двери, чтобы Ромашов, войдя, не сразу заметил меня.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑҫтан ҫапрӑм-ши эп ӑна, пӗлейместӗп, кабининчен пулма кирлӗ, мӗншӗн тесен нимӗҫ хӑй парашютне уҫма та ӗлкӗреймерӗ.

Не знаю, куда пришёлся удар, — вероятно, по кабине, потому что немец даже не раскрыл парашюта.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла, сӗтел ҫине ҫаруран тӑрса стена ҫинчи эрешмен картисене тасатас тесе, мелке ҫумне йӗпе ҫӗтӗк-ҫурӑк вырнаҫтарнӑ чух такам алӑка шаккарӗ те, Валя, таса мар шыва витрепе ҫӗклесе, алӑк уҫма васкаса чупрӗ.

Вот так-то, босиком, в подоткнутой юбке, я стояла на столе и наматывала на швабру мокрую тряпку, чтобы смести со стен паутину, когда кто-то постучал и Валя побежал в переднюю, прихватив ведро с грязной водой.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ирӗк парсан, сана ӑсатма эп хатӗр, анчах кун ҫинчен — ҫӑвар уҫма та ҫук.

Если б меня отпустили, я, конечно, проводил бы тебя, но мне и заикаться нельзя.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсене эпир ҫулталӑкри чи вӑрӑм кун — ҫуллахи хӗвелтӑру кунӗнче уҫма шутланӑ.

Мы решили, что вскроем их в самый большой день года — день летнего солнцестояния.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан, мана «шкапне» лартса, сӗтел ҫинчи эрехне хӑвӑрт пуҫтарчӗ те, ҫыру сӗтелӗнчен темӗн кӑларса ҫӑварне хыпрӗ, ҫӑварне карсах сывларӗ те алӑк уҫма утрӗ.

Теперь, посадив меня в «шкаф», он поспешно убрал со стола водку, потом вынул что-то из письменного стола, съел немного, подышал, широко открыв рот. Потом пошёл открывать двери.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хамӑра тахҫан комплексла меслетпе «кӑвакал» ҫинчен вӗрентекен мӗскӗн ватӑ Серафима хыпӑнса ӳксех ун валли ҫул уҫма тытӑнчӗ.

Я видел, как наша бедная старая Серафима, та самая, которая когда-то по комплексному методу обучала нас «утке», побежала перед ним, расчищая дорогу, —

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юр ӗнтӗ текех пире куҫа уҫма чӑрмантараймасть — вӑл ҫӗр ҫинче выртать.

Снег больше не слепил нас — он лежал на земле.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Саня, нимех те мар, эпӗ ҫывӑрас тесе аса та илместӗп, — мӑкӑртатать вӑл, унтан вӑйпах куҫне уҫма тӑрӑшать.

— Саня, да ничего подобного, я и не думаю спать, — бормочет он и с усилием открывает глаза.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хирӗҫ сӑмах чӗнес вырӑнне, эпӗ ӑна ҫухавинчен ярса илтӗм те, амбар алӑкӗ патне туртса пырса, алӑксене уҫма хушрӑм.

Вместо ответа я схватил его за ворот и, притащив к дверям анбара, велел их отпирать.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл темскер ыйтма хӑтланчӗ, анчах чӗнеймерӗ, ҫӑварне ҫеҫ пӗчӗк ача пек уҫма пултарчӗ, унӑн питҫӑмартийӗсем те, мӑйӗ те хӗрелсе кайрӗ…

Он хотел что-то спросить, но промолчал, только по-детски открыл рот, и всё лицо, щёки, даже шея покрылись гусиной кожей от волнения…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пылпа хӑяр шӳрпи сып-ха акӑ, е мухмӑр уҫма пӗр ҫур стакан настойка аван пулаканччӗ.

Выпей-ка огуречного рассолу с медом, а всего бы лучше опохмелиться полстаканчиком настойки.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хам та ҫавсем пекех ӑста ҫӳренине ыттисем мухтасан, кӑмӑла уҫма ҫук вара манӑнне.

Ничем нельзя так польстить моему самолюбию, как признавая мое искусство в верховой езде на их лад.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Рихтгофен» — вӑл, тӑванӑм, питӗ усал япала, унта ҫав тери хаяр, тискер кайӑксем; эсӗ ҫӑварна уҫма та ӗлкӗреймен-ха, анчах та вӗсен шӑлӗсем ҫинче нӑтӑртататӑн… — терӗ ӑна Мересьев.

«Рихтгофен» — это, брат, такие звери, что ты и рот раскрыть не успел, а уж у них на зубах хрустишь… — сказал ему Мересьев.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Оля ҫыруне туртса кӑларсан хурӑн айне ларчӗ те, хӑйӗн хаваслӑ тусӗ мӗн калаҫнине итлемесӗрех, конверта ерипен уҫма тытӑнчӗ.

Достал письмо Оли, присел под березу, не слушая своего восторженного друга, и начал осторожно отрывать от конверта полоску бумаги.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней