Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уявне (тĕпĕ: уяв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал Троица уявне ҫамрӑксем яла пуҫтарӑнсан вара пуҫаруллӑ ушкӑн йӗркеленчӗ, вӑраха ямасӑр юсав ӗҫне пуҫларӑмӑр, — каласа парать Хирти Мӑнтӑр ялӗнче ҫуралса ӳссе кунтах тӗпленнӗ, ял илемӗшӗн чунтан пӑшӑрханакан Герман Крылов.

Помоги переводом

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Ял уявне Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Юрьевич Яковлев уҫрӗ.

Помоги переводом

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

Социаллӑ сетьсенче ҫынсем «Кавал вӑййи» питӗ килӗшнине палӑртаҫҫӗ, ял халӑхӗн пурнӑҫӗ интереслӗрех пултӑр тесе спортпа туслӑх уявне йӗркеленӗшӗн тав тӑваҫҫӗ, вӑл ҫулсеренех йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ.

Помоги переводом

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Историрен илес пулсан чӑвашсем «Акатуй» уявне 1917 ҫулхи революцичченех ирттернӗ.

Помоги переводом

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Ҫуллан пӗрремӗш кунне эпир пирӗн клуба ачасен уявне кайрӑмӑр.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ шкулта // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11167 ... -kanikulta

Професси уявне Шӑхасан вӑтам шкулӗн хореографи ташӑ ушкӑнӗ «Акварель» уҫрӗ.

Помоги переводом

Професси уявӗсене паллӑ тунӑ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%bf%d1% ... 83%d0%bda/

Хӑйсен професси уявне ҫут ҫанталӑк тусӗсем яланхиллех пысӑк ҫитӗнӳпе кӗтсе илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Кашни хунав пысӑк тимлӗх ыйтать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/16/%d0%ba%d0% ... %82%d1%8c/

Йыхравласан туй уявне те ҫитсе килме хавас.

Помоги переводом

Чӑваш культурине аталантарса пырассишӗн тӑрӑшать // Юрий Никитин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87a%d0 ... %81%d0%b8/

Спорт уявне уҫнӑ май район пуҫлӑхӗ Сергей Шерне тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов пурне те спортпа туслашма, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырса ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма, ӑмӑртура пысӑк ҫитӗнӳсене тивӗҫме суннӑ.

Помоги переводом

Чупакансем пысӑк хавхаланупа старта тухнӑ // Канаш. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%87%d1% ... b0-%d1%82/

Сурхури уявне ҫемьепе е ҫывӑх ҫынсемпе ирттерӗр.

Рождество встречайте в кругу семьи или с близким по духу человеком.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫемье уявне хула тулашӗнче, ҫутҫанталӑкра, паллӑ тусан лайӑхрах.

Семейный праздник лучше отметить за городом, на природе.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫемье уявне ҫутҫанталӑк лапамӗнче ирттерӗр.

Семейный праздник лучше отметить на природе.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ваня Данилов Гретта Эливановӑна та илсе килнӗ иккен Ҫӗнӗ ҫул уявне.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ну, шӑллӑм, мӗнле ирттертӗр ёлка уявне? — ыйтрӗ Марье.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кушар уявне килме вӑхӑт тупнӑ ҫапах.

Помоги переводом

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах санӑн капӑр тумпа, санӑн сӑнупа илемлӗ, йӑрӑс ӳт-пӗвӗн уявне ҫав хатер кураймастӑп.

Но наряд твой, праздник твоего лица и красивого, стройного тела, — мне более чем ненавистен.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Культура уявне асӑннӑ ялта ирттересси шӑпах ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

Сиктӗрмере чӑваш уявӗсем иртӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31934.html

РФ Культура министерстви, халӑх пултарулӑхӗн Раҫҫей патшалӑх ҫурчӗн тата ЧР Правительствин вӑйӗпе йӗркелекен ача-пӑча уявне — фольклориадӑна — 78 регионти 10-17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре пуҫласа Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фольклориадине ирттереҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/13/chav ... -pacha-fol

Вӑл пулӑм Республика кунӗн уявне илем кӳртет.

Помоги переводом

Чӑваш Енре пуҫласа Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фольклориадине ирттереҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/13/chav ... -pacha-fol

Ахальтен мар кӑҫал пирӗн тӗп хуламӑр – Шупашкар хули – Май уявне пуҫласа «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулисен» шутӗнче кӗтсе илет.

Недаром в этом году наша столица – город Чебоксары – впервые отмечает Первомай в статусе «Города трудовой доблести».

Олег Николаев Ҫуркунне тата Ӗҫ уявӗпе саламлани (2018) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/05/01/gla ... et-s-prazd

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней