Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ял хуҫалӑх предприятийӗсен тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ертӳҫисем ӗҫлекенсемпе курма килекенсене уяв ячӗпе саламласа, ҫур акинче хирсенче тӑрӑшса ӗҫлекенсене парнесем парса саламланипе уява уҫрӗҫ.
Авалхи йӑлапа суха ӗҫӗ вӗҫленсен // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Июнӗн 2-мӗшӗнче «Шурале» аттракцион паркӗнче «Спорта кӑмӑллакан Хусан тусӗсене йышӑнать» уяв, июнӗн 5-мӗшӗнче аквапаркра усрава илнӗ ачасем валли «Лето-Sтор» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ, июнӗн 6-мӗшӗнче Ҫамрӑксен «Ак Барс» центрӗнче «Ырлӑхпа ыр кӑмӑллӑх ытӑмӗнче» уяв иртеҫҫӗ.
Ҫӗр чӑмӑрне ачасене парнелер // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкне килнӗ Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫапла палӑртрӗ: «Ку уявра халӑх чунӗ палӑрать. Хӑйӗн йӑли-йӗркипе, пултарулӑхӗпе вӑл ачасене те аслисене те ваттисене те пӗрлештерет. Уяв тӗллевӗ — пирӗн мӑн асаттесем ӗмӗр-ӗмӗр хушшинче туптаса хӑварнӑ авалхи чӑваш культуринче упранса юлнӑ пахалӑха упраса хӑварасси. Ку вӑл тункатана пуҫ ҫапнине тавӑрни мар, ку вӑл пирӗн истори, пирӗн культура, пирӗн пурнӑҫ».
«Чемен картинче» пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкӗ иртрӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12773.html
8. Ҫавӑнпа ӗнтӗ уява кивӗ кӑвас чустипе, ҫылӑхпа ултав кӑвас чустийӗпе, тӑвас мар, тутлӑлла ҫӑкӑрпа — тасалӑхпа, чӑнлӑхпа — уяв тӑвас.
1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эсир Мана валли парне илсе килсессӗн, Хамӑн сӑнӑма сирӗнтен тӳртӗн тытӑп: Эпӗ сирӗн уяв кунӗсене, ҫӗнӗ уйӑх кунне, ӳт каснин уявне йышӑнмастӑп.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Аллӑмӗш кун уявӗ теекен уяв хыҫҫӑн вӗсем Идумея ҫарпуҫне Горгие хирӗҫ кайнӑ.32. После праздника, называемого Пятидесятницею, пошли они против Горгия, военачальника Идумеи.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тир хулинче кашни пилӗк ҫултан ирттерекен вӑйӑсен уявӗнче патша та пулнӑ, 19. ҫавӑн чухне киревсӗр Иасон унта Иерусалимран Антиохи ҫыннисене уяв курма янӑ, вӗсен Геркулеса чӳк тума виҫҫӗр драхма кӗмӗл илсе каймалла пулнӑ; анчах укҫа илсе пынисем ҫакна чӳк валли усӑ ан курӑр, апла туни килӗшӳсӗр пулать, урӑх ҫӗре тӑкаклӑр тесе ыйтнӑ.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫапла вара, хаслев уйӑхӗн ҫирӗм пиллӗкӗмӗш кунӗнче Турӑ Ҫуртне тасатса уяв ирттерме шутларӑмӑр, Неемия Турӑ Ҫурчӗпе парне вырӑнӗ туса лартсассӑн парне кӳнӗ пек, эсир те хӳшӗ тата вут-ҫулӑм уявӗ ирттерччӗр тесе, эпир сире ҫакӑн ҫинчен пӗлтерес терӗмӗр.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Мардохей вара Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем патне — ҫывӑхрисем патне те, аякрисем патне те — ҫак ӗҫ ҫинчен ҫыру ҫырса янӑ, 21. вӑл иудейсене кашни ҫулах адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш тата вунпиллӗкмӗш кунӗсенче уяв ирттерме хушнӑ, 22. мӗншӗн тесессӗн ҫак кунсенче иудейсем хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав уйӑхра вӗсем патне хурлану вырӑнне савӑнӑҫ, хуйхӑ-суйхӑ вырӑнне уяв кунӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа ҫак кунсене ӗҫкӗ-ҫикӗ те савӑнӑҫ кунӗсем туччӑр, пӗр-пӗрне парне паччӑр, кӗлмӗҫсене пушӑ алӑпа ан яччӑр.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑнпа та ялсенче, уҫӑ вырӑнсенче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче уяв тӑваҫҫӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗ туса савӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне парне параҫҫӗ; [хуласенче пурӑнакансем вара адар уйӑхӗн вунпиллӗкмӗш кунӗнче те савӑнаҫҫӗ, уяв тӑваҫҫӗ; ҫывӑх ҫыннисене парне параҫҫӗ].
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Йӗтем ҫинчи ӗҫӳпе юхтаркӑчри ӗҫӳ пуҫтарӑнса кӗрсессӗн, эсӗ ҫичӗ кун хушши хӳшӗ уявӗ ту; 14. вара уявӑнта савӑн, ху та, хӑвӑн ывӑлупа хӗрӳ те, арҫын чуру та, хӗрарӑм чуру та, хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан левит та, ютран килнӗ ҫын та, тӑлӑх ача та, тӑлӑх арӑм та — пурте савӑнӑр; 15. [Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ятне асӑнма] суйласа илес вырӑнта Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, ҫичӗ кун уяв ту; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ мӗн тунине пурне те, санӑн аллу тӑвакан пур ӗҫе те пиллӗ, эсӗ вара савӑнса анчах пурӑнӑн.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Капла, чӑн та, уяв сирӗн ыранах пулать-иҫ.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
— Уяв ҫитрӗ!
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
— Уяв ҫитрӗ! — теҫҫӗ, календарь ҫине кӑтартса.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
— Уяв ҫитсен, мана анне ҫӗнӗ шӑлавар тӑхӑнтартать.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Уяв кунне, ах, хитре ӳкерсе хунӑ кунта.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Уяв кунӗсенче ертӳлӗх вӗсен килӗсенче пулса уйрӑммӑн саламланӑ.
Тивӗҫлисене чысларӗҫ // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 0%d1%80ec/
Ҫулсем иртӗҫ, ӗмӗрсем ылмашӗҫ — пур пӗрех куҫҫуль пек ҫутӑ, ҫӑл куҫ евӗр таса, ҫуркунне пек хаваслӑ уяв кашнин асӗнче юлӗ.
Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/
Ҫутӑ, сӑваплӑ уяв.
Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/
Аслӑ Ҫӗнтерӳ — куҫҫульлӗ уяв.
Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/