Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Ҫӳлхуҫа Осияна каланӑ: ачуна Изреель ятлӑ хур, мӗншӗн тесен нумай та вӑхӑт иртмӗ, Эпӗ Изреель юнне Ииуй килӗнчен шыраса илӗп, вара Израиль йӑхӗн патшалӑхне пӗтерсе лартӑп, 5. ҫав кунхине ҫапла пулӗ: Эпӗ Изреель айлӑмӗнче Израиль уххине ҫапса салатӑп, тенӗ.
Ос 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Маншӑн вӑл пытанса тӑракан упа пек, вӑрттӑн ҫӗрти арӑслан пек пулса тӑчӗ; 11. манӑн ҫулсене хупларӗ те мана туласа тӑкрӗ, мана ниме тӑман ҫын туса хучӗ; 12. уххине туртса карӑнтарчӗ те — мана ҫӗмрен ҫитсе тӑрӑнмалли тӗле тӑратрӗ; 13. йӗннинчен кӑларнӑ ҫӗмренӗсене манӑн пӳреме тӗллесе ячӗ.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Иаковӑн ҫурчӗсене йӑлтах пӗтерсе тӑкрӗ, хӗрхенсе тӑмарӗ, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Иуда хӗрӗн тӗреклетнӗ хулисене аркатрӗ, ҫӗре тӳнтерчӗ, унӑн патшалӑхне сивлерӗ, унӑн ҫулпуҫӗсене те ирсӗрсем тесе тиркерӗ: 3. тарӑхса кайса, Израилӗн пур мӑйракине те хуҫса пӑрахрӗ, Хӑйӗн сылтӑм аллине тӑшман ҫинчен сирчӗ те, таврара мӗн пуррине йӑлт хыпса ҫӑтакан вут пек, ӗнтсе яракан вут-ҫулӑм пек, Иакова хирӗҫ хӗрсе кайрӗ; 4. тӑшман пек, Хӑйӗн уххине карӑнтарчӗ те, усал сунакан пек, сылтӑм аллине тӑсрӗ те — куҫа савӑнтарса тӑнине пӗтӗмпех пӗтерчӗ; Сион хӗрӗн кӗлӗ ҫурчӗ ҫине Хӑйӗн хаярлӑхне вут-ҫулӑм пек тӑкрӗ.
Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫӳлхуҫаран Иеремия пророка Иудея патшинче Седекия ларма пуҫланӑ вӑхӑтра Елама хирӗҫ пулнӑ сӑмах: 35. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ Еламӑн уххине, вӗсенӗн тӗп вӑйне, хуҫса пӑрахӑп.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй Турӑҫӑм, эпӗ йӑлӑннӑ чухне манӑн сассӑма илтсемччӗ, хӑратакан тӑшманран пурӑнӑҫӑма хӑтарсамччӗ; 3. чее ҫынсен каварӗнчен, усал ҫынсен пӑлхавӗнчен витсе тӑрсамччӗ мана, 4. вӗсем чӗлхине хӗҫ пек ҫивӗчлетрӗҫ; уххине — йӗплӗ сӑмахне — карӑнтарчӗҫ: 5. айӑпсӑр ҫынна вӑрттӑн персе ӳкересшӗн; вӗсем ӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен переҫҫӗ — хӑрамаҫҫӗ те.
Пс 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Чухӑна, мӗскӗне пӗтермешкӗн, тӳрӗ ҫулпа пыракансене чиксе пӑрахмашкӑн усал ҫынсем хӗҫне кӑлараҫҫӗ, уххине карӑнтараҫҫӗ: 15. вӗсенӗн хӗҫӗсем хӑйсен чӗрисенех тӑрӑнӗҫ, уххисем арканӗҫ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл Хӑйӗн хӗҫне ҫивӗчлетет, уххине хытарса, тӗллесе тӑрать, 14. ун валли вилӗм сӑпрайӗ хатӗрлет, ҫӗмренӗсене вутла ҫунтаракан тӑвать.
Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ ӗнтӗ Ассири халӑхӗ хӑватланчӗ, учӗпе, юланутҫипе мӑнаҫланаҫҫӗ; ҫуран ҫарӗн вӑйӗпе мухтанаҫҫӗ, хулканне, сӑннине, уххине, чулравне шанаҫҫӗ, хӑйсем вара Эсӗ вӑрҫа-харҫа аркатакан Ҫӳлхуҫа пулнине пӗлмеҫҫӗ.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Пӗр ҫынни ҫав хушӑра уххине ӑнсӑртран карӑнтарса вӗҫертнӗ те Израиль патшине тимӗр тумтирӗн ҫӗвви витӗр лектерсе амантнӑ.33. Между тем один человек случайно натянул лук свой, и ранил царя Израильского сквозь швы лат.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ииуй ӗнтӗ уххине карӑнтарнӑ, ухӑ ҫӗмренӗ Иорама хул калакӗ хушшинчен лексе чӗри витӗрех тухнӑ, вара вӑл урапи ҫинчех вилсе выртнӑ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Пӗр ҫынни вара уххине ӑнсӑртран карӑнтарса вӗҫертнӗ те Израиль патшине тимӗр тумтирӗн ҫӗвви витӗр лектерсе амантнӑ.34. А один человек случайно натянул лук и ранил царя Израильского сквозь швы лат.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ионафан хӑйӗн ҫиелти тумтирне Давида хывса панӑ, ӑна хӑйӗн ытти тумтирне те, хӗҫне те, уххине те, пиҫиххине те панӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.