Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утӑмра (тĕпĕ: утӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑках вӑл хӑйӗнчен темиҫе утӑмра темле хӑрушӑ чӗрчун пуррине сиссе илет те, пуҫне ҫӗклесе, хӑй ҫине тинкерсе пӑхакан этеме курать.

Вдруг он чувствует в нескольких шагах от себя присутствие чего-то враждебного и, подняв голову, видит рассматривающего его человека.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӗсем кунта ҫав тери ӗрчесе кайнӑ, унсӑр пуҫне аякран та йышлӑн килсе тулнӑ, ҫавӑнпа та кашни утӑмра тенӗ пекех тӗл пулаҫҫӗ.

За год войны столько развелось их и так много набрело кочевых, что попадались они на каждом шагу.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл куҫне ҫӗклерӗте вун пилӗк утӑмра ҫума-ҫумӑн йӗркеленсе тӑнӑ казаксен стройне курчӗ: пӗр ҫӳллӗ казак, ҫӳҫ пайӑркисене карттус сӑмси айӗнчен хӗсӗк ҫамки ҫинелле кӑларса янӑскер, пӗвӗпе кӑштах ӳпӗнсе тӑнӑ та, тутине ҫатӑрах ҫыртса, ӑна — Бунчука — тӳп-тӳрӗ кӑкӑрӗнчен тӗллет.

Подняв глаза, увидел в пятнадцати шагах сомкнутый строй казаков: один, большой, с прищуренными зелеными глазами, с челкой, упавшей из-под козырька на белый узкий лоб, клонясь вперед, плотно сжимая губы, целил ему — Бунчуку — прямо в грудь.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кашни утӑмра тенӗ пекех хамӑрах хӑваратпӑр вӗт.

Помоги переводом

Директор пулнине сисмен те... // Ирина Николаева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -sismen-te

Пӗр ҫирӗм утӑмра тахӑшӗ, сасси ҫӗтсе ларнӑскер, ҫилӗллӗн ҫухӑрашать:

Шагах в двадцати кто-то, охриплый, сердитый, кричал:

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лашасем кӑкаракан вырӑнта, ҫуртран пӗр ҫирӗм утӑмра, йӗнерленӗ турӑ лаша тӗлӗрсе тӑнӑ.

У коновязи, в двадцати шагах от дома, дремала гнедая лошадь под седлом.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем извеҫпе шуратса лартнӑ хӑйсен тӑпӑл-тӑпӑл пӳртне курсах тӑнӑ: шурӑ чӳрече каррисем, чӳрече умӗнче чечексем, пӳрт хыҫӗнче пахча, пахчара шурӑ вӗллесем, алӑк пуканӗнчен тӑватӑ утӑмра ҫӳллӗ пураллӑ пусӑ айккинче нӳхреп, вите, калинккерен алӑк патне — хӑйӑр сапнӑ сукмак…

Они видели свой дом, аккуратно побеленный известью; видели и окна с белыми занавесками и с головками цветов на стекле, и за домом сад, а в саду белые ульи, и в четырех шагах от порога колодец с высоким срубом, и в сторонке погреб, курник, и от калитки к порогу — дорожку, посыпанную песком…

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсенчен виҫӗ утӑмра, хыр ҫумӗнче, урисене сарлакан чармакласа, ҫын тӑрать.

В трех шагах от них у сосны, широко расставив ноги, стоял человек.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗтӗм вӑйне пухса, вӑл хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ: аллӑ-утмӑл утӑмра йывӑҫ мӗлки сӗмленет, вӑл ҫав йывӑҫ айӗнче ӑнтан кайса хытса выртнӑ иккен.

Насилуя себя, оглянулся, — шагах в пятидесяти чернело дерево, под которым холодел он в беспамятстве.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсенчен вунӑ утӑмра вырмасӑр выртса юлнине пӗрчи тӑкӑннӑ ыраш хумханать.

Шагах в десяти от них волнилось неубранное, растерявшее зерно жито.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лиза, ахлатса, Митькӑн тути ҫумне чӑмӑртанчӗ те, Митька вара сарӑрах тӗслӗ кимӗрен икӗ утӑмра чарӑнса тӑчӗ.

Ахнув, она прижалась к растрескавшимся Митькиным губам, и Митька стал в двух шагах от серой стенки баркаса.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫурҫӗр тӗлӗнче Григорий стан патне йӑпшӑнса пычӗ те вун-вуник утӑмра чарӑнчӗ.

В полночь Григорий крадучись подошел к стану, стал шагах в десяти.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах йӗплӗ шӑлан тӗмисем витӗр утса тухма пит савӑках мар; ӗмӗрне те йӗпсемпе туратсем ҫав тери хытӑ чӑрмаланине астумасть асатте: кашни утӑмра тенӗ пекех кӑшкӑрса ярас вӗҫне ҫитет.

Однако ж не совсем весело было продираться через колючие кусты; еще отроду не видывал он, чтобы проклятые шипы и сучья так больно царапались: почти на каждом шагу забирало его вскрикнуть.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Халь вӑл урамӑн йӗрри те ҫук ӗнтӗ, тен, вӑл Диканькӑран пӗр ҫӗр утӑмра ҫеҫ пулнӑ-тӑр.

Которого теперь и следу нет и которое было, может, не дальше ста шагов от Диканьки.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Черевик хӑйӗн кумӗ патӗнче, улӑм витнӗ сарайӗнчи вӑкӑрсемпе пӗрле, тулӑ тата ҫӑнӑх миххисем хушшинче карӑнкаласа, анаслакаласа тӗлӗрсе выртать, тӑрас кӑмӑлӗ те, тӗлӗкӗсенчен уйрӑлса каяс кӑмӑлӗ те ҫукчӗ пулас унӑн, анчах та сасартӑк сасӑ илтӗнчӗ, сасси ӗнтӗ ҫав тери ҫывӑх, палланӑ сасӑ, — наянлӑх йӑви евӗрлех — турӑ пиллесе панӑ кӑмака пек, е ҫывӑх хурӑнташӗн инҫетре те мар, пӗр вунӑ утӑмра ҫеҫ ларакан хупахӗ евӗр ҫывӑх та палланӑ сасӑ.

Зевая и потягиваясь, дремал Черевик у кума, под крытым соломою сараем, между волов, мешков муки и пшеницы, и, кажется, вовсе не имел желания расстаться с своими грезами, как вдруг услышал голос, так же знакомый, как убежище лени — благословенная печь его хаты или шинок дальней родственницы, находившийся не далее десяти шагов от его порога.

X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ун умӗнче пӗр пилӗкҫӗре яхӑн утӑмра ҫутӑ хӗмленсе ялкӑшать.

Перед ним шагах в пятистах горело зарево огней.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Сулахайра — пӗр вӑтӑр утӑмра — ыраш хӑмӑлӗ ҫинче каска йӑлкӑшса илчӗ.

В левой стороне — шагов за тридцать — матово блеснула над жнивьем каска.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пилӗк хут унӑн ачи вӑрттӑн шӑтӑксем витӗр ҫӳле тухнӑ, унта кашни утӑмра пӗтме пултарнӑ, кашни асӑрхамасӑр каланӑ сӑмах хыҫҫӑн е кӑшт ҫеҫ сыхланмасӑр ҫӳресен, вилӗме кӗтсех тӑр.

Пять раз выходил ее мальчуган через потайные лазы на поверхность, где каждый шаг грозил ему гибелью, всякое неосторожное слово, малейшее нерассчитанное движение влекли за собой верную смерть.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Икӗ нимӗҫ салтакӗ — пӗри автоматпа, тепри винтовкӑпа — пысӑк чулсем хыҫӗнчен тухрӗҫ те Володя шӑтӑкӗнчен пӗр виҫ утӑмра ларчӗҫ.

Двое гитлеровских солдат — один с автоматом, другой с винтовкой — вышли из-за больших камней и уселись в нескольких шагах от Володиного лаза.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫапах та кун ҫутинче йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ каменоломньӑна, кашни утӑмра пекех гитлеровецсен хуралӗ тӑнӑ ҫӗре, пырса кӗме май килмен.

Однако проникнуть при свете дня к оцепленным каменоломням, где вокруг были расставлены караулы гитлеровцев, было почти невозможно.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней