Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшпа тӑрӑр; ан мӑнаҫланӑр, йӑвашшисен йӗрӗпе ҫӳрӗр; хӑвӑра асла ан хурӑр; 17. никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр; пур ҫын умӗнче те ырӑшӑн тӑрӑшӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унтан тата пурсӑр та пӗр шухӑшлӑ пулӑр, ҫын асапне ҫӗклӗр, ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр, туслӑн пурӑнӑр, йӑваш ӑслӑ пулӑр; 9. усал тунӑшӑн усалпа, вӑрҫнӑшӑн вӑрҫса ан тавӑрӑр; апла тума мар, хӑвӑра пиллӗх илме чӗннине пӗлсе, пиллӗх парӑр.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: усалпа ан хирӗҫ; кам сана сылтӑм питӳнтен ҫупса ярать, эсӗ ӑна сулахаййине те ҫавӑрса пар; 40. кам санпа сутлашса санӑн кӗпӳне туртса илесшӗн, ӑна ҫиелти тумтирне те пар; 41. кам сана хӑйпе пӗрле пӗр ҫухрӑм пыма хистет, унпа пӗрле иккӗ кай.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Маккавей хӑйпе пӗрле пулнисене ултӑ пин ҫын пухнӑ та вӗсене: тӑшманран ан хӑрӑр, пирӗн ҫине усалпа килекен суя тӗнлисем йышлӑн пулнинчен ан сехӗрленӗр, 17. вӗсем сӑваплӑ вырӑна сӗмсӗррӗн хур тунине, мӑшкӑл кӑтартнӑ хулана аркатса хӑварнине, аттемӗрсем хунӑ йӗркесене пӑснине куҫ умӗнче кура тӑркач паттӑррӑн ҫапӑҫӑр, тесе ӳкӗтленӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫапла ултавлӑ тискер ӗҫ тунӑ вӑл, ырӑшӑн усалпа тавӑрнӑ.17. Так совершил он великое вероломство и воздал за добро злом.
1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ырӑ тунӑшӑн усалпа тавӑрмалла-и? вӗсем вара манӑн чунӑм валли шӑтӑк алтаҫҫӗ.20. Должно ли воздавать злом за добро? а они роют яму душе моей.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кашни ҫыннах чӗрӳне уҫса ан пар, вӑл сана усалпа ан тавӑртӑр.22. Не открывай всякому человеку твоего сердца, чтобы он дурно не отблагодарил тебя.
Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Кам ырӑ ӗҫшӗн усалпа тавӑрать, ҫавӑн килӗнчен усал хӑпмасть.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй эпӗ мухтакан Туррӑм! чӗнмесӗр ан тӑрсамччӗ: 2. ман ҫине усал чӗлхе-ҫӑвар, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвар караҫҫӗ; манпала суя чӗлхепе калаҫаҫҫӗ; 3. мана пур енчен те курайманлӑхпа хупӑрлаҫҫӗ, пӗр сӑлтавсӑрах манпа ҫапӑҫаҫҫӗ; 4. эпӗ вӗсене юрататӑп — вӗсем мана кураймаҫҫӗ, эпӗ вара — кӗлтӑватӑп; 5. ырӑшӑн мана усалпа тавӑраҫҫӗ, эпӗ юратнӑшӑн — кураймаҫҫӗ.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Сӑлтавсӑрах манӑн тӑшман пулнисем вара пурӑнаҫҫӗ, тӗрекленеҫҫӗ, мана курайманнисем хушӑнсах пыраҫҫӗ; 21. мана ырӑшӑн усалпа тавӑракансем эпӗ ырӑ тума тӑрӑшнӑшӑн мана кураймасӑр тӑраҫҫӗ.
Пс 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Мана хирӗҫ суя кӳнтеленсем тӑчӗҫ: манран хам пӗлменнине тӗпчеҫҫӗ; 12. ырӑшӑн мана усалпа тавӑраҫҫӗ, вӗсем манӑн чунӑма тытасшӑн.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм! эпӗ мӗн те пулин тунӑ пулсассӑн, аллӑм ӗҫӗ тӳрӗ мар пулсассӑн, 5. эпӗ, — хама пӗр сӑлтавсӑрах курайми пулнӑ тӑшмана та хӑтараканскер, — хама ырӑ сунакана усалпа тавӑртӑм пулсассӑн, 6. чунӑма тӑшман хӑвалатӑр, хӑваласа ҫиттӗр, пурӑнӑҫӑма ҫӗр ӑшне таптаса кӗрттӗр, чапӑма та тӗппипе пӗтертӗр.
Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид каланӑ: ҫапла ҫав, ку ҫын пурлӑхне пушхирте кӑлӑхах сыхларӑм эпӗ, унӑн пурлӑхӗнчен нимӗн те ҫухалмарӗ; вӑл вара мана ырӑшӑн усалпа тавӑрать; 22. тул ҫутӑличчен эпӗ Навал кил-йышӗнчи хӳме ҫумне шӑракансенчен пӗрне те пулин чӗрӗ хӑварас пулсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Саул кӑшкӑрсах йӗрсе янӑ, 18. ӗнтӗ Давида ҫапла каланӑ: эсӗ манран тӳрӗрех — эсӗ мана ырӑпа тавӑртӑн, эпӗ сана усалпа тавӑртӑм; 19. мана ырӑ туса, ҫакна эсӗ паян кӑтартса патӑн: Ҫӳлхуҫа мана хӑвӑн аллуна панӑ хыҫҫӑн та мана вӗлермерӗн.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсене усалпа ан тавӑр, вӗсене хаяр ан сун, хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат.18. Не мсти и не имей злобы на сынов народа твоего, но люби ближнего твоего, как самого себя.
Лев 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем хуларан аякках та каяйман, Иосиф хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне каланӑ: кай та хӑваласа ҫит ҫав ҫынсене, хӑваласа ҫитсессӗн кала вӗсене: мӗншӗн эсир ырӑшӑн усалпа тавӑратӑр? [мӗншӗн манӑн кӗмӗл куркана вӑрларӑр?] те.
Пулт 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Усалпа, ирсӗрлӗхпе тулса ҫитнӗ тӗнчере пурӑнма та тӑвӑр.
Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05