Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

упӑте сăмах пирĕн базăра пур.
упӑте (тĕпĕ: упӑте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Упӑте тӳпе айӗнчех тейӗн — хӳрипе ҫакӑннӑ та силленет; унӑн ҫавра, ватӑ ҫынла-ачалла куҫӗсем сӑрнаккай кӗлеткине хӑвӑрттӑн-тимлӗн хыпашлаҫҫӗ, тепӗр чух упӑте таҫталла пӑхкалать, ҫывӑхри йывӑҫ патне еплерех ҫитмеллине тӗшмӗртет ахӑр.

Обезьяна раскачивалась на хвосте под самым небом; ее круглые, старчески-детские глаза быстро ощупывали фигуру идиота, иногда отвлекаясь и соображая расстояние до ближайшего дерева.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Вӑл манран: упӑте ытамӗнче выртнӑ чухне пуҫна мӗнле шухӑшсем пыра-пыра кӗчӗҫ, упӑте хӑналанӑ апат тата вӑл апат ҫитернӗ май кӑмӑла епле кайрӗ, ҫурт ҫинчи уҫӑ сывлӑш апат ытларах анакан турӗ-и? — тесе ыйтрӗ.

Он спрашивал, какие мысли мне приходили в голову, когда я был в лапах обезьяны, как мне понравились ее кушанья и манера угощать, как повлиял на мой аппетит свежий воздух на крыше.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Йытӑпа кушак упӑте хушнине итлесе аяккалла пӑрӑнчӗҫ, упӑте вара хӳме ҫинчен якӑлт! сиксе анчӗ те тараса илсе тухрӗ.

Собака и — кошка послушались, а обезьяна спрыгнула с ограды и вытащила из дома весы.

Йытӑ, кушак тата упӑте ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Упӑте тени, ҫакна шансах пӗтерме ҫук пулин те, — упӑтех ӗнтӗ, анчах этем кунта нихӑҫан та пурӑнас ҫук.

Обезьяна? Да, обезьяна, как бы ни было это невероятно!

XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Упӑте пек, чӑн-чӑн упӑте пек, — тенӗ Саня.

— Обезьяна, настоящая обезьяна, — сказал Санька.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Кӗмӗл ещӗкре, ухмахла султансен айӗнче, пӗр вилӗ упӑте выртать, ытти чӗрӗ упӑтисем, тути-ҫӑварӗсене тӑсса хунӑ та, хӑйсем ҫине умӗнче те, хыҫӗнче те кулӑшла ҫӑлтӑрсемпе шӑкӑрккасем ҫакса тултарса, ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ…

Лежит в серебряном ящике под дурацкими султанами одна дохлая обезьяна, а другие живые обезьяны идут за ней следом, с вытянутыми мордами, понавесив на себя и спереди и сзади смешные звезды и побрякушки…

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хутран-ситрен музыкантсенчен пӗри хӑйӗн йӗс трубин ухмахла карса пӑрахнӑ ҫӑварне упӑте еннелле ҫавӑрать те, ун ҫине кӗмсӗртетекен сасӑ кӑларса ярать, — упӑте хутланса илет, шӑлне йӗрет те музыканта ҫивӗч куҫӗпе пӑхать…

Порой один из музыкантов наводит медный глупый зев своей трубы на обезьяну и обливает ее трескучим звуком — она сжимается, скалит зубы и смотрит на музыканта острым взглядом…

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

— Мана пӗр упӑте, пристаньте ӗҫлекен упӑте ҫинчен каласа панӑччӗ, — малалла каларӑм эпӗ, — унтан ӑна кӑларса ҫапрӗҫ, вӑл вара ачасене воспитани пама пуҫларӗ.

— Мне рассказывали об одной обезьяне, которая служила на пароходной пристани, — продолжал я, — а потом ее выгнали, и она занялась воспитанием детей.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темле капашсӑр пысӑк, хӑрушла мӑнӑ упӑте ҫинчен ӳкернӗ кинона пӑхса пӗтеркеленӗ ҫӗре хӑраса ларнӑран Вова чӗтремех тытӑнчӗ.

Помоги переводом

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Курӑр эсир, пуҫӗ шыва чиксе кӑларнӑ пек йӗп-йӗпе, пичӗ-куҫӗ — чисти упӑте.

Помоги переводом

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пиншакӗ ҫунса хуралса пӗтнӗ Хумкка таҫтан упӑте пек килсе тухрӗ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑте пек ҫӳлелле вӑшт ҫеҫ сирпӗнтӗм.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Каҫару ыйтас вырӑнне талпаса епле перет, упӑте!

Помоги переводом

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

— Ак ҫапла, — тет те арҫын ача ҫумри пӗр хурӑн тӑррине упӑте пек йӑпӑр-япӑр хӑпарса каять.

Помоги переводом

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тырӑ пулса ҫите пуҫласан асӑрхаймарӑн — упӑте кӗтӗвӗ пырса тапӑнать те, акман пекех ҫап-ҫара туса хӑварать.

Начнет созревать урожай, не усторожишь — нападет на него стая обезьян и так опустошит, как будто и не сеяли.

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Чул ҫинчен анма ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрменех, упӑте кӗтӳне курах кайрӑм.

Не успел я сойти со скалы, как увидел целую стаю обезьян.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— «Типӗтнӗ пулӑ», «хӑрнӑ тымар», «хура упӑте»…

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Нухратовӑн упӑте пек вӑрӑм ҫӳҫӗсӗр пуҫне урӑх ним те ҫук.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Упӑте ӗмӗрӗ, Кӗлсулттан кинемей, вӑрӑм, вӑл ҫирӗм пилӗк ҫула тӑсӑлать.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑп та лӑп ҫак упӑте ӗмӗрӗ ҫинчен сӑмахларӗ те ӗнтӗ Кӗлсулттан кинемей.

Помоги переводом

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней