Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

умра (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак пирӗн умра Куҫма юрлать.

Помоги переводом

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мӗн кӗтет мана умра — пӗлместӗп.

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Эпӗ, хама чикеленсе кӑмпӑр-кампӑр персе анма парас мар тесе, пӗр-пӗр ҫирӗп туратран — ҫӗнӗ «шӑчӑран» ярса тытасшӑнччӗ, анчах ун пекки, ал майли, умра пулмарӗ.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Умра — хӑй ытамне кӗтекен шӑкӑр вӑрман.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ак ӗнтӗ автобус кабининчи тӗкӗр витӗр умра, катара, ҫӑра симӗс виткӗчӗпе хупланнӑ хутӑш вӑрман та сӗмленет.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Эп сан умра нихӑҫан та шанӑҫран тухманччӗ пулас-ха.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Унтан питне-куҫне тилмӗрсе йӑлӑннӑ пек йӳҫӗхтерсе, сӑмахӗпе васкавар ман умра чӗркуҫҫийӗ ҫине ӳкет.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Спирт!? — «симӗс ҫӗлен» тусне умра «телей кайӑкӗ» курӑнса кайрӗ, куҫӗсем, чарӑлса, вӗрекен пӑрака хуранӗ айӗнчи ҫулӑм йӑлхахӗсем пек ялтлатма пуҫларӗҫ; арҫын ҫӑварне килнӗ шыва лӑнкӑрт! ҫӑтрӗ, тутине леечек-лӑчӑк ҫуласа илчӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Анчах эпӗ те сан умра парӑмра юлмӑп, — ылтӑн шӑлӗсене ҫиҫтерсе илчӗ пӳлӗм хуҫи, вара васкасах шкап патне тӑнкӑл-танкӑл утса пычӗ те алӑкне уҫрӗ, ҫӳлти сентре ҫинчен шампа хырӑмлӑ ҫур литр кӗрекен флакон илчӗ, Урӑлманкин еннелле ҫаврӑнса, пӗчӗк кӗленчери шӗвеке пӑлхаткаларӗ:

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Тӳрех илтрӗ: умра, таҫта катара, такамсем, чунтан ҫуйкӑнланса, шӑв-шавлӑ, кӗрӗс-мерӗс калаҫаҫҫӗ, кӑшкӑрашкалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Ай-уй, пӑхӑр-ха, умра машинӑсем пурте чарӑннӑ!

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Леш тӑсмакрах питлӗ йӗкӗчӗ халӗ чи-х-х-х! сунасласа илчӗ те ҫак арҫынна хирӗҫ ыткӑнчӗ, ун умне ҫитсе ӳксен, чӑр-чӑр ҫуллӑ куҫӗпе кун куҫне ҫуллакаласа, пӗрре йытӑ хӳри пек кукӑрланса, тепре сакӑр ҫӗртен йыт пырши пек авкаланса, чунне тавӑрсах, сӗлекеленсех чӗлхипе тем ҫурӗ, ҫурӗ, вара умра арҫыннӑн ҫулне уҫса пычӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ман умра Дружока тӗкӗнмест хӑй.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тинех чӗрчун апла та, капла та хирӗҫлемерӗ (ман умра хӑйӗн «парӑмне татнӑ» пек туйрӗ-ши?).

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Малтанах хыҫра та, умра та кинокуравҫӑсем йышлӑччӗ, кӗпер урлӑ каҫсан вӗсенчен пӗри те юлмарӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Анчах мӗнле айӑпа кӗчӗ-ха ман умра ҫак мӗскӗн чӗрчун?

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫур сехет ытларах та иртрӗ-ши ҫапла Аҫтӑрхан хулин тӗттӗм кӗтесӗсене «чӑпикла хыпашлакаласа» ҫӳресе, кӗҫех ман умра куҫпа виҫейми сарлака та анлӑ, вӗтӗ-вӗтӗ катрашкаллӑ-картлӑ, чӗркӗмӗл кӳлли майлӑ тӳремлӗх вӑлтти-валтти сиксе тухрӗ.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Павӑл, — чунтан-вартан илтӗни-илтӗнми сас сӑрӑхтарчӗ вӑл, — эсӗ ҫеҫ мар, эпӗ те айӑплӑ сан умра.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кӗҫех вӑл умра, ҫур тӗнченех ҫавӑрса илнӗ, куҫ виҫейми тинӗс евӗр вут янкӑртса, хура тӗтӗмпе явӑнакан урӑм-сурӑм ҫулӑмӗсене пӗлӗтелле ывӑтса ҫуннине асӑрхарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫынсен ушкӑнӗ тӗлне ҫитрӗ ҫеҫ — умра темскер машинӑна тӳнк! туса хыттӑн ҫапӑнни палӑрчӗ, хыҫҫӑнах пилӗк-ултӑ метр малалла вӑркӑннӑ, юнланса пӗтнӗ арҫын ача кӳлепи пӗр хускалмасӑр асфальт ҫинче выртса юлни курӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней