Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

улшӑнсах (тĕпĕ: улшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлтӗрхи пачах урӑхлаччӗ — кутӑн та улшӑнсах тӑратчӗ.

— Прошлогодний совсем иного склада был — норовистый, непостоянный.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Матвей малтан Сӗрӗмӗн характерӗ улшӑнсах пынинчен питӗ тӗлӗннӗ, ӑна вӑл тӗрлӗ майпа та намӑслантарса пӑхнӑ.

Сначала Матвей очень дивился тому, что у Дымы оказался такой непостоянный характер, и даже пробовал всячески стыдить его.

III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Улшӑнсах кайнӑ.

Сильно изменились.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эп улшӑнсах кайрӑм.

Я сам не узнавал себя.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Чирлисен йышӗ улшӑнсах тӑрать.

Состав больных менялся.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫав правилисем тата улшӑнсах тӑратчӗҫ.

И постоянно изменяющиеся правила.

XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хыртарнӑ хыҫҫӑн унӑн сӑн-пичӗ палӑрмаллах тасалчӗ, анчах улшӑнсах каймарӗ, халӗ те ҫав-ҫавах-ха вӑл, халичченхи майлах, сивӗрех сӑнлӑ, йывӑр шухӑшлӑ ҫын пек курӑнать.

После бритья у него заметно посвежело лицо, но осталось, как и прежде, холодноватым, скованным тяжелой думой.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах хорти тата оркестрти ҫынсем улшӑнсах тӑраҫҫӗ: пӗрисем каяҫҫӗ те вӗсен вырӑнне урӑххисем йышӑнаҫҫӗ, — лешсем ташлама каяҫҫӗ, кусем вара ташлакансен хушшинчен килеҫҫӗ.

Но люди в оркестре и в хоре беспрестанно меняются: одни уходят, другие становятся на их место, — они уходят танцевать, они приходят из танцующих.

10 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

 — «Ун пек ҫынсем ытла нумаях мар; хуласем ӗлӗкхинчен сахалрах халӗ, — вӗсене пӗр-пӗринпе хутшӑнма тата таварсем кӳрсе тӑма уйрӑм центрсем пулччӑр тесе ҫеҫ хӑварнӑ, чи лайӑх гаваньсем патӗнче те ытти тӗрлӗ сообщени центрӗсенче ҫеҫ халӗ хуласем, анчах халӗ вӗсем пысӑкрах та, чаплӑрах та; ҫынсем унта пурте пӗр вырӑнта пурӑнса йӑлӑхнӑ пек пулнӑран ҫеҫ темиҫе кунлӑха пыра-пыра каяҫҫӗ; унра пурӑнакансем улшӑнсах тӑраҫҫӗ, унта ӗҫлеме ҫеҫ, кӗске вӑхӑтлӑха ҫеҫ пыраҫҫӗ.

— «Не очень много таких людей; городов осталось меньше прежнего, — почти только для того, чтобы быть центрами сношений и перевозки товаров, у лучших гаваней, в других центрах сообщений, но эти города больше и великолепнее прежних; все туда ездят на несколько дней для разнообразия; большая часть их жителей беспрестанно сменяется, бывает там для труда, на недолгое время».

9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кӑштах вӑхӑт иртсен акӑ, хӗлле, кунта ҫынсем улшӑнсах тӑрӗҫ, хӗллехи ҫанталӑкра уҫӑлса ҫӳреме юратакан, темиҫе кун хӗллехи пек пурӑнса пӑхас текен ҫынсен пӗчӗк ушкӑнӗсем киле-киле кайӗҫ».

Через несколько времени, зимою, здесь будут беспрестанные смены, будут приезжать маленькими партиями любители зимних прогулок провести здесь несколько дней по-зимнему».

9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл сӑнран улшӑнсах шухӑша путрӗ.

Он изменился в лице и задумался.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Карчӑк куҫӗсем ялкӑшаҫҫӗ; пӑлханнипе пуҫӗ чӗтрет; сасси улшӑнсах пырать.

Глаза старухи искрились огнем; голова дрожала от волнения; голос возвышался до непривычных нот.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Сигналӗсем улшӑнсах тӑраҫҫӗ.

Сигналы сменялись быстро.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Эпӗ ӑна аллинчен туртрӑм та вӑл тӳрленсе тӑчӗ, пӳлӗме кӗрсен вара пичӗ улшӑнсах ҫитрӗ унӑн, пӗр тикӗс те хускалми пулса тӑчӗ, хӑрах куҫӗ ҫеҫ кӑшт чалӑштарса пӑхать.

Я рванул его за руку. Он выпрямился. И когда мы вошли в комнату, только один глаз немного косил, а лицо стало уже совершенно другим, ровным, с неподвижным выражением.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сана айӑп тумӑп — ман ҫине эсӗ ытти пур арҫынсем пӑхнӑ пекех пӑхрӑн: хӑвӑн япалу пек пӑхрӑн, хаваслӑх та пӑшӑрхану е куляну паракан хӑвата курнӑ пек юратрӑн, вӗсем пӗр-пӗринпе улшӑнсах пынӑ, вӗсем пулмасан пурнӑҫ та кичем-ҫке.

Я не стану обвинять тебя — ты поступил со мною, как поступил бы всякий другой мужчина: ты любил меня как собственность, как источник радостей, тревог и печалей, сменявшихся взаимно, без которых жизнь скучна и однообразна.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пурнӑҫ улшӑнсах пырать.

Помоги переводом

Ӗҫ­не кура мухтавӗ // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 2012.06.12

3. Ҫӗршывсенче пӑлхавсем пула-пула иртсессӗн, халӑхсем пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна тӗлсӗр-палсӑр куҫма тытӑнсассӑн, тапӑна-тапӑна кӗме тытӑнсассӑн, патшасем-ҫулпуҫсем улшӑнсах, шуйхансах тӑрсассӑн, 4. Ҫӳлти Турӑ ҫакӑн ҫинчен санран малтан пулнӑ кунсенчех, пуҫламӑшӗнчех, каланине ӑнланса илӗн.

3. Когда обнаружится в веке колебание мест, смятение народов, 4. тогда уразумеешь, что об этом говорил Всевышний от дней, бывших прежде тебя, от начала.

3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Енемессар вилсен, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Сеннахирим ларчӗ, анчах унӑн кӑмӑлӗ улшӑнсах тӑратчӗ, манӑн вара текех Миди ҫӗрне ҫӳресси пулмарӗ.

15. Когда же умер Енемессар, вместо него воцарился сын его Сеннахирим, которого пути не были постоянны, и я уже не мог ходить в Мидию.

Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней