Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑнтӑрти вӗҫӗмсӗр хӗртекен хӗвел, инҫетелле тӑсӑлса выртакан хура мӗлкесем, куҫа шартарса яракан сенкер тӳпепе сенкер шывлӑ тинӗс кӑна ҫак хулана ҫурҫӗрти хуларан уйӑрса тӑраҫҫӗ пулӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Тӳпепе пӗр тӗслех вӑл.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тӳпепе пӗлӗтсем карса илчӗҫ; каҫ пуласпа сивӗтрӗ те, вӗсем пит аяла анчӗҫ.Небо сплошь затягивали облака; к вечеру похолодало, и они спустились очень низко.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
«Пилигрим» йӗри-тавра тӳпепе шыв кӑна.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хыҫалта вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳремлӗхлӗ тундра сарӑлса выртать, таҫта аякра-аякра вӑл тӳпепе пӗрлешсе каять.
Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.
Нихҫан курман куҫ умне кӑвак тӳпепе ҫап-ҫутӑ хӗвел тухса тӑчӗ, тӑп-тӑрӑ юханшыв ҫыранӗнчи ача чухне пайтах хуйхӑ тӳссе ирттернӗ тата час-часах макӑрса ларнӑ ҫӳллӗ тӗмеске…
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Айлӑмлӑ улӑхсенче ҫурхи шыв кӳлленсе тӑрать; ӳпӗннӗ сенкер тӳпепе пӗрле шыв ҫинче палӑракан шурӑ пӗлӗтсем таҫтан шыв тӗпӗнченех шуса иртеҫҫӗ, вара, юлашки пӑрсем ирӗлсе пӗтнӗ евӗр, ерипенех куҫран ҫухалаҫҫӗ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫак анлӑ тӳпепе лӑпкӑ вӑрмансен тӗнчине юратать вӑл; ҫакӑн пек ҫӗрте ытла хаклӑ, ҫавӑнпа ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрманти ҫул ҫинче тӗл пулнӑ кашни ҫын ҫав тери интереслентерет… вӑл ҫывӑх та кирлӗ ҫын пек туйӑнать.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тӑсӑлса выртрӑмӑр та нӳхреп тӑррине выртрӑмӑр уҫӑ тӳпепе куҫран куҫа пӑхса.Мы устроились на крыше погреба и лежали, глядя в ясное ночное небо.
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Унӑн хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ савӑнӑҫлӑ пичӗ, ик куҫ хушшипе куктӗррипе чӑпарланнӑскер, ак ҫапла каланӑннах туйӑнать: «Мана паян савӑнӑҫлӑ та ырӑ, мӗншӗн тесен пӗр лӑстӑк пӗлӗтсӗр тӳпепе сенкерленекен кун та савӑнӑҫлӑ, ырӑ; мӗншӗн тесен манӑн чунӑмра та ҫакӑн пекех сенкер шӑплӑхпа тасалӑх; мана питӗ савӑк, урӑх мана нимӗн те кирлӗ мар».
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах ҫӳл тӳпепе кӑвак вӑрман ҫине пӑхса киленмест халь пан Данило: шывалла тухса тӑракан ҫыран еннелле, ӗлӗкхи замок хуран курӑнса ларнӑ ҫӗрелле пӑхать вӑл.
IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Халь вӑл кӑвак тӳпепе пӗлӗт тӗлӗнче пек, ҫук, танк хыҫӗнче пӗлӗт мар пулас, шурӑ газ пулмалла, шухӑшларӗ Андрей.
XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӗсем ачасем эрешленӗ тӳпепе пӗрлех тавралӑха ҫурхи кунсен ачашлӑхне илсе килеҫҫӗ.И вместе с небом, украшенным бумажными змеями, приносят они ласку весеннего дня.
Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.
Эсӗ ҫӳлтен пиншер те пиншер ҫул пӑхакан ҫӑлтӑрсемпе, ҫыннӑн кӗске пурнӑҫне ним вырӑнне те хуман ӑнланмалла мар тӳпепе, тӗксӗмлӗхпе куҫа-куҫӑн пӗччен тӑрса юлса вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшатӑн та, вӗсем санӑн чунна хӑйсен чӗмсӗрлӗхӗпе пусса тӑма тытӑнаҫҫӗ; хамӑртан кашнинех тупӑкра кӗтекен пӗчченлӗх ҫинчен шухӑшлатӑн, пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ сана ҫавна май ниҫта кайса кӗрейми хаяр та шелсӗррӗн туйӑнать…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Ҫапла ӗнтӗ, сӑмахпа каламан япала тӳпепе ҫӗр пуҫламӑшӗ пулать.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Ирхине вара, чылай вӑхӑт иртсен, шупка-хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ тӗтресем хӑйсен тӳпепе хӗвеле хупласа тӑнӑ чаршавне янках уҫса, ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарса кайрӗҫ.Поздно утром взмыли порозовевшие туманы, оголив небо и солнце.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Италири сывлӑшпа сывламасӑр, кӑн-кӑвак тӳпепе киленмесӗр!»
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
1. Эпӗ вара ҫӗнӗ тӳпе, ҫӗнӗ ҫӗр куртӑм: ӗлӗкхи тӳпепе ӗлӗкхи ҫӗр иртсе кайнӑ, ӗнтӗ тинӗс те ҫук.1. И увидел я новое небо и новую землю, ибо прежнее небо и прежняя земля миновали, и моря уже нет.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл хыттӑн каларӗ: Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтавлӑр: Унӑн сут тӑвас вӑхӑчӗ ҫитрӗ; тӳпепе ҫӗре, тинӗспе ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр, терӗ.
Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унтан ҫӗрпе тинӗс ҫинче тӑракан эпӗ курнӑ ангел сылтӑм аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те 6. ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, тӳпепе унта мӗн пуррине те, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине те, тинӗспе унта мӗн пуррине пурне те Пултаракана асӑнса тупа турӗ: ӗнтӗ урӑх вӑхӑт пулмӗ; 7. ҫиччӗмӗш трупа кӑшкӑртнӑ кунсенче, Турӑ Хӑйӗн пророк чурисене пӗлтернӗ пек, Туррӑн пӗлме ҫук ӗҫӗ пулса тӑрӗ, терӗ.
Ӳлӗм 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.