Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Даниил хирӗҫ хуравланӑ: эпӗ алӑпа ӑсталанӑ йӗрӗхсене пуҫҫапмастӑп, чӗрӗ Турра — тӳпепе ҫӗре пултарнӑ, мӗнпур чӗрӗ чуна тытса тӑракан Турра — пуҫҫапатӑп, тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Тӳпепе ҫӗр, вӗсем ҫинче мӗн пурри хӗпӗртенӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫурҫӗртен Вавилона тустаракансем килеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ, кунпа та каҫпа халал хывнӑ евӗр, тӳпепе ҫӗр йӗркине ҫирӗплетнӗ евӗр, 26. Иаков тӑхӑмӗсене, Хамӑн Давид чурамӑн тӑхӑмӗсене пӑрахмӑп: вӗсем хушшинчен Авраампа Исаак тата Иаков тӑхӑмӗсем валли патша суйласа илӗп!
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара суту-илӳ хутне Варуха — Нирия ывӑлне — парса, эпӗ Ҫӳлхуҫана кӗлтурӑм: 17. «эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! аслӑ вӑюпа, хӑватлӑ аллупа Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ; Эсӗ тума пултарайманни ҫук; 18. Эсӗ пин-пин ҫынна ырӑлӑх кӑтартатӑн, ашшӗсен ҫылӑхӗшӗн ачисене тавӑратӑн. Аслӑ та хӑватлӑ Туррӑмӑр!
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапла калӑр вӗсене: тӳпепе ҫӗре пултарман турӑсем ҫӗр ҫинчен те, тӳпе айӗнчен те ҫухалӗҫ.11. Так говорите им: боги, которые не сотворили неба и земли, исчезнут с земли и из-под небес.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эпӗ пултарас ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр яланах Хамӑн сӑнӑм умӗнче тӑнӑ пек, сирӗн вӑрлӑхӑр та, сирӗн ятӑр та Ман умӑмрах тӑрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑхӑн пӗртен-пӗр Туррийӗ; Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хуйхӑрать ҫӗр, салху вӑл; пусӑрӑннӑ, салхуланнӑ тӗнче; тӳпепе ҫӗр хавшанӑ.4. Сетует, уныла земля; поникла, уныла вселенная; поникли возвышавшиеся над народом земли.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйне Иаков Турри пулӑшакан ҫын телейлӗ: вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — 6. тӳпепе ҫӗре, тинӗсе, унта мӗн пуррине пултарнӑ, ӗмӗрӗпе тӳрӗлӗхне упракан, 7. мӗскӗнсене тӳрре кӑларакан, выҫӑхнисене ҫӑкӑр паракан Турра — шанса пурӑнать.
Пс 145 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫа сана Сион ҫинчен пиллӗх парӗ.3. Благословит тебя Господь с Сиона, сотворивший небо и землю.
Пс 133 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пире тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫанӑн ячӗ пулӑшать.8. Помощь наша - в имени Господа, сотворившего небо и землю.
Пс 123 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мана пулӑшу килӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫаран.
Пс 120 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эсир — пиллӗхлӗ, сире тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫа пилленӗ.
Пс 113 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫшӗн айӑпламасть, пире пӗтӗм ҫылӑхшӑн тавӑрмасть: 11. ҫӳллӗ тӳпепе ҫӗр хушши епле пысӑк, [Ҫӳлхуҫанӑн] ырӑлӑхӗ Хӑйӗнчен хӑракансемшӗн ҫавӑн пек пысӑк; 12. тухӑҫ анӑҫран епле аякра, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене Вӑл пирӗнтен ҫапла аякка сирчӗ; 13. ашшӗ ачисене хӗрхеннӗ пек, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнчен хӑракансене ҫапла хӗрхенет: 14. Вӑл эпир мӗнрен пулнине пӗлет, эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пурте Санӑн аллунта, Эсӗ Израиле ҫӑлас тесен, Сана никам та хирӗҫ пулаймӗ; Эсӗ тӳпепе ҫӗре, тӳпе айӗнчи пӗтӗм кӗтрете пултарнӑ; Эсӗ — пуринӗн Ҫӳлхуҫи, Сана, Ҫӳлхуҫана, хирӗҫ тӑма пултаракан никам та ҫук.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Озия вара Иудифе каланӑ: хӗрӗм, Ҫӳлти Турӑ сана ҫӗр ҫинчи пур арӑмран та мухтавлӑ турӗ, тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫа Турӑ, сана пирӗн тӑшмансен пуҫлӑхне мӗнле пӗтермеллине вӗрентнӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ, мухтавлӑ: 19. эсӗ мӗнле шанса тӑни Турӑ вӑйне асра тытакан ҫынсен чӗринчен ӗмӗрне те ҫухалмӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫапла, ҫапла, манӑн аттемӗн Турри, Израиль еткерӗн Турри, тӳпепе ҫӗр Пуҫлӑхӗ, шыва Пултараканӗ, Хӑв пултарнӑ кирек мӗнӗн те Патши!
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Акӑ тӳпепе ҫӗр курса тӑтӑр — Туррӑмӑр, аттемӗрсен Ҫӳлхуҫи, пире хамӑрӑн ҫылӑхсемшӗн, аттемӗрсен ҫылӑхӗсемшӗн тавӑракан Турӑ, курса тӑтӑр, Вӑл паян эпир тархасланӑ пек тутӑрччӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Една ӗнтӗ Рагуил каланӑ пек тунӑ; Саррӑна пӳлӗме илсе кӗнӗ те йӗрсе янӑ, хӗрӗ те амӑшӗ йӗнине курса йӗре пуҫланӑ; амӑшӗ хӗрне каланӑ: 17. ан йӗр, хӗрӗм, лӑплан; тӳпепе ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫи сана хурлӑху вырӑнне савӑнӑҫ парӗ.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем пире хирӗҫ ҫапла хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫанӑн чурисем. 14. Ку Ҫурта нумай ҫул ӗлӗкрех Израилӗн аслӑ та вӑйлӑ патши тунӑ, туса лартнӑ. 15. Анчах та пирӗн аттемӗрсем хӑйсен ҫылӑхӗсемпе Израилӗн Тӳпери Ҫӳлхуҫине ҫиллентернӗрен Вӑл вӗсене Навуходоносор аллине — Вавилон патшийӗн, халдейсен патшийӗн аллине — панӑ. 16. Халдейсем вара ҫак Ҫурта аркатса тӑкнӑ, ҫунтарса янӑ, халӑха Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ. 17. Вавилон ҫӗршывӗнче Кир патшана ларсассӑн пӗрремӗш ҫулхине вара Кир патша ҫак Ҫурта тума ирӗк панӑ. 18. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе тухса Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса лартнӑ ылтӑн-кӗмӗл таса савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен каялла илсе тухнӑ та вӗсене Саманассар пуҫлӑхпа Зоровавеле панӑ. 19. Ҫак савӑтсене пурне те Иерусалимри Турӑ Ҫуртне кайса хума, Турӑ Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех туса лартма хушнӑ. 20. Вара Саманассар килнӗ те Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, ҫавӑнтанпах ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ пырать, вӑл вӗҫленмен-ха» терӗҫ пире.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.