Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑна валтан та эсӗ ертсе килнӗччӗ мар-и? — тӳме пек пӗчӗк куҫӗсене сасартӑк Янтул ҫине тӗллерӗ пуп.
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Курьер мӑнаҫлӑ: Ботфорт, сар кивер, ҫут тӳме Хисеплеме самай хистеҫҫӗ; Ан пӑрӑн-ха — тире сӗвеҫҫӗ.
XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫывӑха ҫитсе пӑхсан Ахтупай хӑйӗн куҫӗ курнине хӑй ӗненмерӗ — тарӑн шӑтӑк пӗр кӗтессинче палламан ҫын йынӑшса выртать, тепӗр кӗтессинче тӳме евӗрлӗ куҫӗсемпе ун ҫине тӗлӗнерех пӑхкаласа пысӑках мар упа ҫури ларать.
16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Унӑн тӗпӗнче сарӑ хӑюпа ӗнчӗ тӳме кӑна.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫулу, вутчуль, ӑвӑс ҫуртин ҫӑмхи, йӗп-ҫип, хачӑ, америка пуртти, виткӗҫлӗ пӗчӗк тимӗр хуран, тӑхлан тирӗкпе стакан, хуҫланакан ҫӗҫӗпе сунар ҫӗҫҫи, сурансем валли — ҫыпӑҫакан пластырь, хина кӗленчи, вунӑ килограмм кофепе ҫавӑн чухлех чей, вунӑ килограмм табак, хура йывӑҫ чӗлӗм, ҫирӗм тӑватӑ тӳме — хӗҫ-пӑшалсӑр пуҫне ҫаксем пурте ӑна малаш пурнӑҫра кирлӗ.
IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кунашкал чухне урайне тӳме е мӗнле те пулин ытти вак япала ӳкниех «ӑҫта каяс?» ыйтӑва кӑмӑл-туйӑмӑн тӑсӑлчӑк ӗренкинчен самантрах кӑларать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Кашни вак-тӗвеке: ҫӗмрӗк чечек чӳлмекӗ, манӑҫа юлнӑ фотографи, ҫӳп-ҫап хушшинче йӑлтӑртатса выртакан тӳме, саланса ура айӗнче таптанса выртакан шахмӑт фигурӗсем, ҫӗмӗрӗлнӗ ваза ӑшӗнче тӑлӑххӑн пытанса юлнӑ вылямалли картӑн курак король — ҫаксем пурте ҫак кил-ҫуртӑн ӗлӗкхи хуҫисем хальхи пек мар, канӑҫлӑ та лӑпкӑн пурӑннине астутарса тӑраҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Хура икӗ тӳме!
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӗтӗмпех куҫӗ умне тухса тӑчӗ: хӗрӗн вӗттӗн чӗтрекен кӗлеткин пылак сулӑмӗ, унӑн, Гоанӑн, кӑкӑрӗ ҫинчи телейлӗ темиҫе минут хушшинче хӗр чӗри хавӑрттӑн кӑртлата-кӑртлата тапни, унӑн каҫӑрӑлнӑ пуҫӗ, Дэзие кӑкӑрӗ тӗлӗнчен, тӳме вӗҫерӗннӗ ҫӗртен, пӗртен пӗр хут чуп туни…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Йӗкӗт, ахӑртнех, ырӑ кӑмӑллӑ, анчах ҫӗнӗлӗхе ерипен ярса тытаканскер, — вӑл кашни йышӑн ылтӑн тӗшши евӗр темелле; ӑна сӗтел пек, тӗплӗн ҫӗлесе хунӑ тӳме пек — нимӗнпе те хирӗҫлейместӗн.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Гартӑн пӗтӗм пурлӑхӗ те — темиҫе тӳме, икӗ шӑлавар, таса мар кӗпе-йӗм ҫыххи, карт тӗрки, кокос хуппинчен касса кӑларнӑ тирӗк тата атӑ.
Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.
Гелли кӑкӑрӗ тӗлӗнче аллипе сӑтӑрчӗ; булавка шӑпах — татӑлса ӳкнӗ пӗр тӳме вырӑнӗнче.Гелли погладила рукой грудь; булавка нашлась как раз на месте одной потерянной пуговицы.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Пирӗн тумтир ҫинчи юлашки тӳме таранах вӗҫсӗр-хӗрсӗр тавлашу, хаклав, ыйту япали пулса тӑчӗ.Все до последней пуговицы на нашей одежде стало предметом бесконечных споров, толков, вопросов.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Ассоль пурнӑҫ юррине ӗнӗрленӗ хушӑра пӗчӗк алӑсем ҫыпӑҫуллӑ, вӑр-вар ӗҫлеҫҫӗ, шӑлӗпе ҫиппе татнӑ май вӑл аякка-аякка тинкерет, анчах ҫакӑ ӑна хурта пӳклемине тикӗссӗн хутлатма, тӳме йӑллин ҫӗввине ҫӗвӗ машинилле уҫӑмлӑн хывма чӑрмантармасть.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Аннӳ те сан куртку ҫинче пӗр тӳме ҫитменнине асӑрхаса пырса каларӗ.
Кӗтнӗ самант ҫитетех // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Темшӗн, эпӗ хамӑн кӗсъере патрон гильзисемпе пӑхӑр тӳме чанкӑртатнипе илтсе путӑм.Почему-то я слышал, как звенели в моем кармане гильзы от патронов.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Васька ҫӗр пӳрте таврӑнсан, эпӗ кӗсъене вунӑ патрон гильзи, нимӗҫ парнеленӗ хуҫмалла ҫӗҫӗ тата ҫӑлтӑрлӑ тӳме чиксе хутӑм.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ку тимӗр мал енче муклашкаллӑ, хыҫал енче ун тӳме текен япала пур.Стержень с несколькими выступами с передней стороны и пуговкой сзади.
Красноармеецсен винтовки // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Кучченеҫ панӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйне мӗн те пулин ҫума, саплама е тӳме лартса пама ыйтатчӗ.После таких подарков он неизменно обращался с просьбой что-нибудь постирать, заштопать или пришить.
XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл яланхи пекех тӗсӗ кайнӑ хӗрлӗ кӗпипе, кӗпи ҫинче пӗр тӳме те ҫук.
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.