Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӳме сăмах пирĕн базăра пур.
тӳме (тĕпĕ: тӳме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳме шӑтӑкӗ аслӑланса кайман-и?

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑваткӑлрах ырхан пичӗ ҫинче тинтерех пиҫме тытӑннӑ панулми тӗсӗ ҫиҫет (курортра каннин палли пек туйӑнчӗ вӑл мана), тӑртанчӑкрах куҫ хупанкисем хӑмӑр куҫӗсен хӗррине хупласа тӑраҫҫӗ, ҫӳллӗ сӑмси тӳме пек пӗчӗк мӑйӑх ҫине усӑннӑ.

Помоги переводом

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунта пӗр рет тӳме, ак кунта тепӗр рет.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Аптраса ҫитнӗ Таранов ҫывӑрма пулӑшакан эмеле пӗр харӑсах икӗ тӳме ӗҫрӗ…

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑпӑр, шӑпӑр ҫумӑр ҫӑвать Тӳме, тӳме татӑлса.

Помоги переводом

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тӳме иккӗмӗш хут алӑран алла куҫрӗ.

Помоги переводом

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

— Ман шутпа та, тӳме мар ку.

Помоги переводом

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Эсӗ ку тӳме ӑҫта пулнине, шыва мӗнле лекнине курнӑ-и?

Помоги переводом

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Ҫак тӳме пулчӗ кайрӗ!

Помоги переводом

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Марине шурӑ хутаҫ ӑшӗнчен сарӑхса кайнӑ хаҫат татӑкӗ кӑларчӗ, ӑна асӑрхануллӑн сирчӗ те — алӑ тупанӗ ҫине йӑлтӑркка пӗчӗк тӳме тухса выртрӗ.

Помоги переводом

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Акӑ тыт та ҫапла ак ҫак тӳме ҫине пус — Сергей, хӗрӗн пуҫ пӳрнине тытса, ӑна хунар коробкинчи тӳми ҫине пустарчӗ — ҫутӑ тепӗр ҫыран ҫинех ӳкрӗ.

Помоги переводом

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей кӗсйинчен темӗнле шӑвӑҫ коробка кӑларчӗ, тӳме пекки ҫине пусрӗ те, шыва кӗлте пек ҫутӑ ӳкрӗ.

Помоги переводом

«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ун пирки ӗнтӗ эс хӑй патне ҫырса яр, — лӗх-лӗх кулчӗ «ҫут тӳме».

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ҫутӑ тӳме» тӗркене вӗсен еннелле туса сарса хучӗ, элчӗсем грамотӑна вулама пӗлмен пирки ӑна алӑпа тӗккелесе пӑхрӗҫ.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тархасшӑн ара! — сӗтел сунтӑхӗнчен тем хулӑнӑш тӗрке туртса кӑларчӗ «ҫут тӳме».

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кама панӑ тетӗн? — эсир ҫавна та пӗлместӗр-и вара тенӗ пек, мӑшкӑлларах ыйтрӗ «ҫутӑ тӳме».

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Этем те тепӗр чух тӳме пек пушанать, ӑна пӗр-пӗр усал йӑла чирӗ ерет.

Помоги переводом

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Этем те тӳме пек туйӑнчӗ мана.

Помоги переводом

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Кӑптӑрт! ҫеҫ татӑлса кайрӗ тӳме, ура ҫумнех кусса анчӗ.

Помоги переводом

Тӳме // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85 с.

Аппа кӳрше сӳс тӳме кайнӑ та килеймен-ха.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней