Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗтӗм сăмах пирĕн базăра пур.
тӗтӗм (тĕпĕ: тӗтӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ нумай ачаллӑ ҫемьен ӑшӑ тытӑмне тӗпрен улӑштармалла – кӑмакине те, тӗтӗм тухмалли пӑрӑха та.

Помоги переводом

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Ҫӗр ҫунни тата унран тӗтӗм тухни пушар ҫӗр айне кайнине кӑтартать, торф шалтан ҫунса пушӑ вырӑнсем хӑварать.

Помоги переводом

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Тӗтӗм шӑршине сиссенех мӗн ҫуннине ҫывӑха пырса пӑхӑр.

Помоги переводом

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Тепӗр самантран машина, тӗссӗр тӗтӗм кӑларса, сассӑр хускалчӗ.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Вут хумасӑр тӗтӗм тухмасть теҫҫӗ, — тутине чалӑштарса кулам пек турӗ Герасим Федотович.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл правлени ҫурчӗ патне ҫитеспе машинӑпа трактор паркӗнчен симӗс кузов кӑкарнӑ хӗрлӗ «Беларусь» тухрӗ, кӑвак тӗтӗм пашлаттара-пашлаттара хапха умӗнче тенӗ пекех чарӑнчӗ.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тепӗр кунне Кирик ял пуҫӗнчи ферма ҫурчӗсем хыҫӗнчен хӗвел ҫӗкленсен кӑвак тӗтӗм пашлаттаракан «Беларусь» тракторне Виссарион Игнатьевич ани ҫинче чарчӗ.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл ирччен сыхланса юлаймасан ҫынсем шӑвӑҫ савӑт йӑтса урама васканӑ, тӗтӗм тухакан пӳрт шыраса анаталла-тӑвалла пӑхкаланӑ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Утар хуралҫин кивӗ пӳртне чӗтрентере-чӗтрентере тулта ҫаплах ҫил-тӑман алхасрӗ, мӑрьерен ӑшӑ тӗтӗм палкаса тухма пуҫласан хайхискер майӗпен-майӗпен лӑпланчӗ: ҫынсем хӑйӗнчен вӑйлӑрах пулнинчен тӗлӗннипе унӑн ҫилли путланчӗ тейӗн…

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ултӑ кустӑрмаллӑ пысӑк грузовик йӳҫӗ кӑвак тӗтӗм пашлаттара-пашлаттара вырӑнтан хӑвӑрт хускалчӗ, юр ҫине тӑваткал куҫлӑ тарӑн йӗр хӑварса мӑн ҫул еннелле пӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тепӗр уйӑхран Выл хӗрринелле анакан урам варринче хыр шӑршиллӗ ҫӗнӗ ҫурт ҫӗкленчӗ, унтан кӑмака туса пӗтерсен ҫуллахи кӑвак тӳпенелле ӑшӑ тӗтӗм палкаса хӑпарчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

— Кӑштах мар, пуҫӗпех каҫаратӑп, атте, пуҫӗпех, — ҫӑварӗнчен йӳҫӗ кӑвак тӗтӗм пашлаттара-пашлаттара йӑвашшӑн кулкаларӗ Мӗтри.

Помоги переводом

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Тӗтӗм тухни те курӑнмасть.

Помоги переводом

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗтӗм епле тухса каять, ҫавӑн пек тухса кайтӑр, кас пӗлӗт епле саланса каять, усал ӳкни те ҫавӑн пекех саланса кайтӑр.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вутпа тӗтӗм ҫӗнӗ кайӑка усал-тӗселтен, йӗрӗх-ийе таврашӗнчен сыхламалла, тухатнӑ шыв вара ун, ачан, ӳтне ҫыпҫӑннӑ чир-чӗртен, нишрен-сарамакран тасатмалла.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анатран е туран кимӗсем курӑнсан — Утрав ҫинче паллӑ тӗтӗм йӑсӑрлансан, Вара виҫӗ ывӑлӗ хайсем пек ушкӑнпа Шур лачака тӑрӑх шӑваҫҫӗ хырӑмпа: Кимӗсем кӑмӑллӑ парнене памасан, Ҫыранпа та ан ут пуҫу хаклӑ пулсан.

Помоги переводом

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫав самантрах ҫул ҫинче ҫулӑм капан пек капланса ҫӗкленчӗ, хура тӗтӗм палкаса тухрӗ.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Тӗтӗм ҫулӗсене кӑмакасене хутса ӑшӑтмалли тапхӑрта кӑна мар, хыҫҫӑн та тасатсах тӑмалла.

Помоги переводом

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

Анчах та тӗтӗм, малтан хурарах ҫӑраскер, шупкалсах пычӗ, кайран вуҫех тухма пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Чиперех-ха, тӗтӗм тухать.

Помоги переводом

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней