Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗк пӳлӗмре туллиех тӗтӗм явӑнать, ку вӑл вакштаф тӗтӗмӗ те мар, Зухин туртакан махорка тӗтӗмӗ.Маленькая комнатка была вся закурена, даже не вакштафом, а махоркой, которую» курил Зухин.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Часах Ока леш енче вӑрмансем ҫунма пуҫларӗҫ, кӑнтӑрла ҫӗр ҫинче куҫа ҫиекен кӑвак тӗтӗм йӑсӑрланса тӑрать, каҫсерен кукша уйӑх хӗп-хӗрлӗ курӑнать, йӑсӑрланакан тӗтӗм ӑшӗнче хӑйсен ҫутине ҫухатнӑ ҫӑлтӑрсем пӑхӑр пӑтасен шлепки пек курӑнса тӑраҫҫӗ, ҫырмари шыв, пӑтранчӑк пӗлӗте палӑртса, ҫӗр айӗнчен тухакан сивӗ те ҫӑра тӗтӗм юхнӑ пек туйӑнать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Огнянов инҫетре пӗчӗк шурӑ тӗтӗм ҫӑмхисем пуррине асӑрхарӗ, пӑшал пенӗ чух ҫавӑн пек тӗтӗм пулать, ҫавӑн пек тӗтӗм Бяла Черкван ҫӳлти урамӗсенче курӑнать.
IV. Ялав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Тӗтӗмпе кӗрешмелли виҫӗ май пур: ҫил вӗрекен енчен тӗтӗм тухмалли шӑтӑка питӗрсе хумалла, ун чухне тӗтӗм ытларах туртать.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тундра хӑвин, ярӑн, тӗтӗмӗ чӗрӗ хыр тӗтӗмне аса илтерекенскер, кӑвайтӑ ҫинче йӑсӑрланса тӑрать, анчах та кирлех мана вӑл тӗтӗм — маншӑн ӑшӑ пултӑр.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Капитан Енакиев пирус тӗтӗмне шалалла туртса илчӗ те, тӗтӗме ҫӑварӗнчен ерипен кӑларма пуҫларӗ, хӑй тарӑн шухӑша кайса ҫав тӗтӗм витӗр пӑхса ларчӗ.
23 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
2. Вӑл тӗпсӗр шӑтӑка уҫрӗ те, шӑтӑкран пысӑк кӑмака тӗтӗмӗ пек тӗтӗм палкаса тухрӗ; шӑтӑкран тухнӑ тӗтӗмпе хӗвел те, сывлӑш та тӗттӗмленчӗ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Вара, вара? — чӗлӗм мучин сухалӗпе ҫӳҫӗ тӗслех тӗтӗм йӑсӑрлантарать; тӗтӗмӗ, ҫилпе пӗрле кӑлкан ҫӳҫ хушшине лексе, майӗпен явӑнать те тӗтреленсе ҫухалать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ку вӑл йӑпӑлтатни те мар-ха, — чӑлтӑр-чалтӑр сирпӗтет хӗлхем таврашне; чылайран тин йӳҫӗ тӗтӗм шӑрши тапса тухать; тӗтӗмӗ хӑй курӑнмасть-ха тӳрех; мӑнукӗ, пуҫа ҫавӑрса яракан йӳҫӗ хӑвата тӳсеймесӗр, аслашшӗн тепӗр енне куҫса ларать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Пӳрт стенисем тӗтӗмпе тулса ларнӑ та, халь тин ӗнтӗ вӗсенчен ҫав тӗтӗм шӑршине нимпе те хӗссе кӑлараймӑн.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Краҫҫын пӗтсе ҫитнипе лампа хӑйчикки пек тӗтӗм кӑларать, кӗлет тулли тӗтӗм явӑнать.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Куҫа тӗтӗм те вут-ҫулӑм хупласа хунипе кӗҫех ачасем пӗрне-пӗри ҫухатса яраҫҫӗ, Андрейки, тӗтӗмпе чыхлана-чыхлана, лӑштӑр-лӑштӑр ишӗлсе аннӑ ҫунакан сарай кашти-таканӗ айӗнчен юлашки вӑйне пухса, вутпа пиҫӗне-пиҫӗне, ҫӑлӑнкаласа тухать, тӑнне ҫухатса, килхушши варринчех йӑванса ӳкет.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Кӑвайт ытла та майӗпен, тӗтӗмпе те пӑспа чыхлана-чыхлана, вӑчӑлтата-вӑчӑлтата, йӑскӑлтата-йӑскӑлтата вӑя кӗрсе пычӗ, самайран тин чӗрӗ, вӗтӗ кӑвар сиктере-сиктере, хӗм пекки те тӑккаласа, тӗтӗм палкамӗсене ункӑн-ункӑн та явӑнтарса, тӗркӗшсе, вӑркаса, йыт-кашкӑр чӗлхиленсе, хӗрӗнкӗ туй ачисемле сиккелесе-тӗпӗртетсе ҫунма пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Алӑкне уҫса пӑрахнӑ хура пӳртрен ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланать, сӑмса шӑтӑкне ҫуллӑ икерч шӑрши килсе ҫапать — ку тӗтӗмпе тутлӑ шӑршӑ та ҫынна тӑван кил ӑшшине аса илтереҫҫӗ.
14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Акӑ «Самолет» мӑрйинчен кӑвак тӗтӗм палкаса туха пуҫларӗ, тӗтӗмпе хутӑш Атӑл хумӗсем ҫине вут-хӗм сирпӗне-сирпӗне ӳкет.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Тӗтӗмпе тӗтӗм пӗр мар: туртни ӳслӗке ҫемҫетет.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Бильдер керменӗнчен тӗтӗм тухни курӑнмасть, тӗтӗмсӗр вара эпӗ ас тӑваймастӑп.— Не видно дымка из дворца Бильдера, а без дымка что-то я позабыл.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Ҫунса выртакан вутӑран тухакан тӗтӗмпе сивӗ сывлӑш пӗрле ҫӳлелле, тӗтӗм тухса тӑракан клапӑнлӑ икӗ шӑтӑк вырнаҫнӑ тӗле хӑпарнӑ.
Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
— Тӗтӗм, тӗтӗм!..
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Эпӗ сарайне тепӗр хут чупса кӗрсен, вӑл лаках ҫӑра тӗтӗмпе тулса ларнӑччӗ; тӗтӗм ӑшӗнче темскер кӗрлерӗ, шатӑртатрӗ, сарай тӑрӗнчен, авкаланса, хӗрлӗ хӑюсем усӑнса анчӗҫ, стена хӗрсе ҫитнӗ решутка пулса тӑчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.