Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗттӗмпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсир мана хурласа каланӑ сӑмахсене пӑхмасӑрах, эпӗ, тӗттӗмпе усӑ курса, сире ӑшӑ сӑмах калам: эсир хӑвӑр задачӑна пит те лайӑх пурнӑҫларӑр.

— Вопреки обычаю, приписанному мне вами, скажу, пользуясь темнотой, доброе слово: со своей задачей вы справились отлично.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хӗллехи каҫ яла тӗттӗмпе хупласа илнӗ.

Ранняя зимняя ночь укрыла селение темным пологом.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Решеткеллӗ ҫаврашка кантӑк мачча ҫумӗнчехчӗ, ҫавӑнпа камерӑра тӗттӗмпе пӗрехчӗ.

Круглое окно с решеткой находилось под самым потолком, и в камере было почти темно.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Тӗттӗмпе пӗрех кунта.

Темная.

8 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Каҫхи тӗттӗмпе ыйӑх вӗҫни вӑл картинӑсене татах та вӑйлатса ярать.

Воображение и темнота помогали ей в этом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Инҫетре ҫыран йӑлтах сӗм тӗттӗмпе карӑннӑ.

Дальний берег весь был поглощен тяжелою мглою.

IV // Степан Апаш. Ялав, 1953, 7(91)№, 25-28 стр.

Вӑл, вырӑссем тапӑнасран хӑраса, пирвайхи ҫил тухсанах, каҫхи тӗттӗмпе усӑ курса, Аланд утравӗсем патне кайнӑ.

Боясь нападения, он ушел при первом ветре, укрывшись темнотой, к Аландским островам.

Поход вӗҫленни // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Теприсем: вырӑссем каҫхи тӗттӗмпе тата шыв ӑшӑх пулнипе усӑ курса тинӗспе килнӗ, тенӗ.

Другие утверждали, что русские прошли морем, воспользовавшись темнотой и мелководьем.

Гилакс-фиорд заливӗнче // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Каҫхи тӗттӗмпе усӑ курса Змаевич каялла чиперех тавӑрӑннӑ.

Пользуясь темнотой, лодка Змаевича ушла обратно незамеченной.

Ҫула пӳлсе хунӑ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Вӑрман хыҫӗнче ӗнтӗ вӑл пачах та палӑрми пулса ҫитнӗ, анчах ытти ҫӗрте пур вырӑнта та — тӳпере-и е ҫӗр ҫинче — ҫутӑ тӗттӗмпе кӗрешни сисӗнет.

За лесом ее не было видно, но всюду — в небе и на земле — чувствовалась борьба света с тьмою.

Каҫхи сунар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 27–32 с.

Башньӑри ялт хыпса илекен йӑмӑх ҫутӑсемпе уҫҫӑн мар илтӗнекен сасӑсем тата тӗттӗмпе шӑплӑх — тертленсе пӗтнӗ мӗскӗн хӗрарӑма нумайччен шухӑша ярса асаплантарчӗҫ.

Свет и звуки исходили из башни, как мы только что сказали, с перерывами, представляя собой мучительную загадку для несчастной матери.

I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Эпӗ — тӗттӗмпе калаҫакан ҫутӑ, ҫутӑ вӑл — тӑванлӑх.

Я несу вам свет и взываю к вашему невежеству, а свет — он и есть братство.

VIII. Калаҫнипе мӗкӗрни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пӗлет, сывлӑш, вӑрман, тинӗс хӗрринелле йӑлмакланса анакан ҫул, виноград пахчисен умӗнчи хӗрлӗ хысаксем, колхоз ҫурчӗсем тата, юлашкинчен, нихӑҫан та ҫухалман тинӗс халӗ курӑнми пулса пӗр япалапа — куҫа шартса яракан шуйттанла ҫилпе ахӑракан, темле, чӗтренсе тӑракан тӗттӗмпе витӗнчӗҫ.

Небо, воздух, лес, петлями ниспадающая к морю дорога, красные скалы перед виноградниками, жилища колхоза и, наконец, никогда не исчезающее море теперь стерлись, соединились в одно — в ослепительную, орущую дьявольским ветром, противно-зыбкую, как бездна, черноту.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Лена хӑшпӗр вӑхӑтра каҫхи тӗттӗмпе улшӑннӑ вӗтлӗх вӑрмансемпе уҫланкӑсене аран-аран палласа илчӗ.

Лена иногда с трудом узнавала измененные ночной темнотой перелески и поляны.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн куҫӗнче тӗттӗмпе ҫутӑ пӑтрашса кайрӗҫ, шухӑшсем сирӗлчӗҫ.

Мрак и свет смешались в глазах, мысли исчезли.

1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Майӗпенех, вӗсем кӑна мар, пӳлӗм те пӗтӗмӗшпех тата йӗри-таврари япаласем пӗтӗмӗшпех: сӗтел ҫинчи сӑмавар та, Увар Ивановичӑн кӗске жилечӗ те, Зойӑн яп-яка чӗрни те, Константин Павлович аслӑ княҫӑн стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫуллӑ сӑрпа ӳкернӗ портречӗ те тӗлӗкре курӑннӑн туйӑнчӗ; пурте куҫ умӗнчен сирӗлчӗҫ, пурте тӗттӗмпе карӑнчӗҫ, пурте пӗтрӗҫ.

Понемногу не только они, но и вся комната, всё, что окружало ее, показалось ей как бы сном — всё: и самовар на столе, и коротенький жилет Увара Ивановича, и гладкие ногти Зои, и масляный портрет великого князя Константина Павловича на стене: всё уходило, всё покрывалось дымкой, всё переставало существовать.

XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тӗттӗмпе хупӑрланнӑ куҫӗсем уҫӑлчӗҫ.

С очей его вдруг слетела повязка.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Мунча маччи ҫинче сӗм тӗттӗмпе пӗрех.

В бане на чердаке темно словно ночью.

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Мишка малтанах Коршуновсем патне кайма, унтан каҫ сӗмӗпе площаде таврӑнма, тӗттӗмпе усӑ курса, Моховсен, ытти купцасемпе пупсен ҫурчӗсене вут тивертсе яма шутларӗ.

И Мишка решил поехать к Коршуновым, а в сумерках вернуться на плац и под прикрытием темноты запалить моховский и остальные купеческие и поповские дома.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем тӗттӗм тӑкӑрлӑкра сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗҫ, унтан хускалми шӑплӑхпа, ҫӗрлехи тӗттӗмпе, ҫамрӑк курӑкӑн ӳсӗртсе яракан шӑршипе илӗртекен ҫеҫенхирелле ним шарламасӑрах утса кайрӗҫ.

Они молча постояли в темном проулке и так же молча пошли в степь, манившую безмолвием, темнотой, пьяными запахами молодой травы.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней