Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗксӗм симӗс, кӑвак, хура шӑрҫа йышлӑхӗнче шурӑ, хӗрлӗ, сарӑ тӗслисем ҫуталса тӑнӑ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Провинцири халӑха этника тӗлӗшпе пухсан: хура ӳтлисем — 86,8 %; шурӑ ӳтлисем — 4,2 %; тӗрлӗ тӗслисем — 1,4 %; индирен тухнисем тата азинчи ытти тӑрӑхсен сӑнӗллӗ ҫынсем — 7,4 %.
Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB
Тӗрлӗ-тӗрлӗ тӗслисем: акӑ Куля амӑшӗпе ялӑн Акатуйне кайнӑ пек.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Пӗчӗк палан ҫырлисем, юн пек хӗрлӗ тӗслисем, хӗвел хӗртнине пула ӳснӗ улма пек пулса!
Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.
Хушӑран хӗрлӗ, кӗрен тӗслисем курӑнкалаҫҫӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Хӗрлӗ тӗслисем улттӑ тан юнашар выртсан — ырлӑх, ӑнӑҫу кӗтет имӗш ӑна, саррисем улттӑ таран юнашар выртсан — инкек пуласса пӗлтерет.
6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тюльпансен чи лайӑх сорчӗсем — кӗмӗл-сенкер, хӗрлӗ-кӑвак, кӗрен сӗмлӗ хура тӗслисем — газонсенче тиркевлӗн пӑрахса тухнӑ мӑй ҫыххилле явӑнса ӳсеҫҫӗ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Витаминлӑ апат-ҫимӗҫ (улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ, уйрӑмах хӗрлӗ тӗслисем, ваттисемшӗн - симӗссисем) сӗтел ҫинче пулмалла.Витаминные блюда (фрукты, овощи, особенно красные, для престарелых — зеленые) должны быть на столе.
Анна Любимова: "Ҫут тӗнче илемне кашниех курайтӑр..." // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=892&text=news-publikacii
Стена ҫумӗнчи сентресем ҫине тирпейлӗ чӗркенӗ пурҫӑн одеялсем хурса тухнӑ: тӗрӗсемпе илемлетсе пӗтернӗ хӗрлӗ тӗслисем, вӗтӗ-вӗтӗ чечеклӗ тата йӗр-йӗр анакан шӑрчануй тӗслисем.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Поречнӑй урам тӑрӑх чи лайӑх ҫуртсем хитрен йӗркеленсе ларса тухнӑ, — сенкер тӗслисем, хӗрлисем, симӗссисем, пурин те пекех пӗчӗк сачӗсем пур, — шурӑ ҫурчӗ земски управа председателӗн, Фогелӗн, ҫурт ҫийӗ пӗчӗк башньӑллӑ; хӗрлӗ кирпӗчрен купалани, сарӑ кантӑк хупписемли — хула пуҫлӑхӗн; кӗренрех хӗрлӗ тӗсли — протоиерей аттен, Исаия Кудрявскин, лерелле татах каппайчӑк та килӗшӳллӗ тӑп-тӑп ҫуртсем таҫта ҫитиех ларса кайнӑ — вӗсенче влаҫсем хваттерте тӑраҫҫӗ: ҫар начальникӗ Покивайко, ҫав тери юрлама юратаканскер, — мӑйӑхӗсем пысӑк пулнӑшӑн тата хӑй тачкишӗн ӑна кунта Мазепа тесе ят панӑ; куланай инспекторӗ Жуков, тӗксӗм ҫын, чарӑна пӗлми ӗҫкӗпе супса аптраканскер; земски начальник Штрехель, театра юратаканскер тата драматург; исправник Карл Игнатьевич Вормс тата савӑкран та савӑк тухтӑр Ряхин, комедипе драмӑна юратакансен вырӑнти кружокӗн чи лайӑх артисчӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӑюсем хура, кӑвак, шурӑ, хӑмӑр тӗслисем пур Фимӑн.Или черные ленты, или голубые, или белые, или коричневые; очень много лент у Фимы.
Кам-ха вӑл Сережа тата ӑҫта пурӑнаканскер // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Пӗринче ула-чӑла ӗнесем, тепринче — бархат евӗрлӗ сӑрӑ тӗслисем.В одном — белые с черными пятнами, в другом — серые, словно бархатные.
Ӗнесене киле илсе кайма хатӗрленеҫҫӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ун пуҫӗ ҫийӗн панулмисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ — хӗрлисем те, кӗреннисем те, саррисем те, хӗрелме пуҫланисем те, хӗрелме пуҫламаннисем те, тӗксӗм хӗрлӗрех йӗрлӗ симӗс тӗслисем те.
Груша // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
Вӑл нумай-нумай ачасен пуҫӗсене курчӗ — сарӑ ҫулҫисем, хура ҫулҫисем, ҫутӑ хӑмӑр тӗслисем, хӗрлӗ ҫулҫисем.Она увидела много-много ребячьих голов — белокурых, тёмных, каштановых, золотоволосых.
Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.
Кӑнтӑрла эпир тинӗс хӗрринче рак хуранӗсем пуҫтаратпӑр — хӗрлисем, симӗссисем — тӗрлӗ тӗслисем те пур.Днем мы раковины собираем на берегу; каких только нет: и красные, и зеленые.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Пирӗн юханшывӑн тӗпӗ тӗрлӗ тӗслӗ, раксем те тӗрлӗ тӗслисем — хурисем, симӗссисем, саррисем — ҫакланаҫҫӗ.В нашей реке разноцветное дно, и раки попадались разноцветные – черные, зеленые, желтые.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӑр катӑкӗсем ретӗн-ретӗн выртнӑ: аялта — витӗр курӑнакан, симӗсрех тӗслисем, ҫӳлте — кӑпӑшкарах, сарӑрах тӗслисем.Льдины лежали рядами: снизу — зеленовато-прозрачные, сверху — желто-рыхлые.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑн-кӑвак тӗслисем, пӑт-пат йӗрлисем те пур — шӑнкӑрч ҫӑмарти пеккисем.А бывают, как у скворцов, — синенькие, тоже с рябинкой с такой.
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
- 1