Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗшпе (тĕпĕ: тӗлӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пирӗн строительсем валли 10 ҫула ӗҫ пур, — залра ларакан ертӳҫӗсене хавхалантарчӗ вӑл. — Хальхи вӑхӑтра территорисенче — 2 пине яхӑн гектар лаптӑк ҫинче — 7 млн тӑваткал метр пурӑнмалли вырӑн тӑвас тӗлӗшпе 56 проект пурнӑҫланать».

Помоги переводом

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Сӑмах май, наркотиксем тӗлӗшпе «таса» районсем республикӑра 8 кӑна иккен: Комсомольски, Елчӗк, Патӑрьел, Тӑвай районӗсем тата ыттисем.

Помоги переводом

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Финанс министрӗ Светлана Енилина бюджетӑн ҫӗнелекен пӗтӗмӗшле параметрӗсене пӗлтерчӗ: тупӑш тӗлӗшпе — 34,53 млрд, тӑкаксем енӗпе — 37,297 млрд тенкӗ.

Помоги переводом

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫавӑн пекех коммуналлӑ тӳлевсем тӗлӗшпе парӑмсем пулмалла мар.

Помоги переводом

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Республикӑра 1-2-мӗш ушкӑнсенчи инвалидсене, инвалид ачаллӑ ҫемьесене асӑннӑ тӳлев тӗлӗшпе компенсаци тӳлесси ӗҫе кӗнӗ.

Помоги переводом

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Республикӑри сывлӑх сыхлавӗ тӗлӗшпе тытса пыракан политикӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланипе пӗчӗккисем чирлесси юлашки 3 ҫулта 3 процент чакнӑ, сыввисем йышланнӑ.

Помоги переводом

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Алла Салаева, «Чӑваш Ен чӗрӗ урокӗсем» программӑн модераторӗ, пурнӑҫлама пуҫӑннӑ проект ҫитӗнекен ӑру представителӗсене чӑн-чӑн патриот пулма, тӗрлӗ предметпа пӗлӗве тарӑнлатма, пулас професси тӗлӗшпе шухӑш-ӗмӗте уҫӑмлатма, тӑван халӑх пуянлӑхне хаклама ырӑ витӗм кӳрессе ҫирӗп ӗненет.

Помоги переводом

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Сӑмах май, 2014 ҫулта халӑх культурине упраса хӑварас, йӑла-йӗркене аталантарас, ачасене, аслӑ ӑрурисене тӑван тата тӗнче культурипе ҫывӑхлатас тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн культура учрежденине Раҫҫей Президенчӗн 100 пин тенкӗлӗх грантне панӑ.

Помоги переводом

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Рынокра ҫурт-йӗр туянасси чакнине йышӑнатпӑр, комплекслӑ строительство объекчӗсем тӗлӗшпе те ҫивӗч ыйтусем пур. Республика строительство ӗҫӗсен 2015 ҫулхи хӑвӑртлӑхне упраса хӑварни пысӑк пӗлтерӗшлӗ», - тенӗ вӑл ҫивӗч ыйтусене Михаил Мень тӗрӗслесе тӑрассине палӑртнӑ май.

Помоги переводом

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Нумай хутлӑ ҫуртсене тӗпрен юсама укҫа пухасси пирки сӑмах пуҫарнӑ май Чӑваш Енре хӑйсен харпӑрлӑхӗ тӗлӗшпе ҫынсем яваплӑха туйни пирки калаҫу пулнӑ.

Помоги переводом

Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Мӗншӗн тесен ҫулталӑкра пӗр вӗлле хурчӗн ҫемйине пӑхма каякан тӑкак сумми ӳсет, чир-чӗр тӗлӗшпе те лару-тӑру ҫӑмӑл мар, хуртсен тухӑҫлӑхӗ чакать.

Помоги переводом

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чиркӳсене илемлетес тӗлӗшпе вӑл Шупашкарта ҫеҫ мар, Хусан, Йошкар-Ола, Уренгой, Нефтеюганск хулисенче пулнӑ.

Помоги переводом

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ытларах чиркӳ тӗлӗшпе кӑсӑкланнӑ вӑл.

Помоги переводом

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ку тӗлӗшпе вӗреннӗ специалистран пӗрре те кая мар.

Помоги переводом

Вӗҫевҫӗ, скульптор, ӳнерҫӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ку тӗлӗшпе районти, республикӑри конкурссенче пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулса тӑван шкула хаваслӑ кӑмӑлпа таврӑннӑ.

Помоги переводом

Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Ку тӗлӗшпе йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем ҫук мар.

Помоги переводом

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Каярах ун тӗлӗшпе тепӗр уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Помоги переводом

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Унччен ун тӗлӗшпе 3-4 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Помоги переводом

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пӗлтӗр управлени ку тӗлӗшпе 7,5 пин ытла йышӑну тунӑ.

Помоги переводом

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Мероприятисене ҫул ҫитмен ҫамрӑксем тӗлӗшпе асӑрхав ӗҫне йӗркелес, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас, наркотиксен сиенӗ, ӑна сутнӑшӑн административлӑ тата уголовлӑ явап тыттарма пултарни ҫинчен тӗплӗнрех ӑнлантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней