Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑшманӑн сăмах пирĕн базăра пур.
тӑшманӑн (тĕпĕ: тӑшманӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паллах, икӗ ротӑпа кӑна тӑшманӑн батальонне хирӗҫ тӳрех ҫапӑҫма ҫӑмӑл пулман.

Конечно, вести встречный бой двумя ротами против батальона было нелегко.

24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Кун пек тусан капитан Ахунбаев хӑйӗн резервра тӑракан ротине тӑшманӑн тылӗнче ҫапӑҫакан икӗ ротӑна вӑйлатма ярать, кунта унӑн салтакӗсен йышӗ тӑшманӗнчен ытларах пулать, вара вӑл нимӗҫсене миххе кӳртсе лартса вӗсен позицийӗсене тылран йышӑнать.

Но тогда капитан Ахунбаев перебрасывает роту своего резерва на усиление двух рот, действующих в тылу у неприятеля, добивается в этом месте численного превосходства и занимает немецкие позиции с тыла, посадив немцев в мешок.

22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Капитан Ахунбаев ҫапла шутланӑ: тӑшманӑн позицийӗсене пӗр ротӑпа атакӑласа (разведка пӗлтернӗ тӑрӑх тӑшман батальона яхӑн пулнӑ), вӑл нимӗҫсене окопсенчен тухса контратака тума хистет.

Капитан Ахунбаев рассчитывал, что, атакуя одной ротой позиции противника, у которого, по сведениям разведки, было около батальона, он заставит немцев выйти из окопов и перейти в контратаку.

22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Хӑйсен тылӗнче ҫак ачана тӗл пулнӑ мӗнле нимӗҫ ӑна тӑшманӑн разведчикӗ тесе шутлӗ?

Какому немцу, встретившему мальчика у себя в тылу, могло прийти в голову, что это неприятельский разведчик?

13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Разведчиксен огневой взводсене валли лайӑх позицисем шыраса тупмалла, пулас наблюдательнӑй пунктсене валли ни паха, инҫене курма май паракан вырӑнсем палӑртмалла, тӑшманӑн оборона сооруженийӗсене сӑнаса пӗлмелле, пуринчен ытла — нимӗҫсен резервисем мӗн чухлӗ пулни тата вӗсем мӗнле вырӑнаҫни ҫинчен сведенисем пухмалла пулнӑ.

Разведчики должны были подыскать хорошие позиции для огневых взводов, отметить наиболее выгодное место будущих наблюдательных пунктов, разведать оборонительные сооружения, а главное, собрать сведения о количестве и расположении немецких резервов.

13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Тӑшманӑн тылне кӗрсе кайса вӗсем пите кирлӗ сведенисем тупса килнӗ, — хӑш чухне вӗсенчен дивизи штабӗнче те тӗлӗннӗ.

Забираясь в неприятельский тыл, они добывали такие сведения, что иной раз даже в штабе дивизии руками разводили.

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Урасем айӗнче телефонӑн хӗрлӗ шнурӗ палӑрмалла мар тӑсӑлса выртнӑ, вӑл таҫта ҫакӑнта, инҫетре те мар тӑшманӑн команднӑй пункчӗ е застави пурри ҫинчен систернӗ.

Красный телефонный шнур, незаметно скользнувший под ногой, говорил, что где-то недалеко – неприятельский командный пункт или застава.

1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Вӗсене тӑшманӑн тӗрлӗ сооруженийӗсене тупса, вӗсем ӑҫтарах вырнаҫнине картӑ ҫине паллӑ туса килме хушнӑ.

А задание это заключалось в том, чтобы найти и отметить на карте расположение неприятельских сооружений.

1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Сасартӑк тухтӑр, тӑшманӑн ытамӗнчен хӑтӑлса тухса, Вильямс тӑпри ҫинчи йывӑр хӑмана ярса тытрӗ те вӑл хӑмапа Поттера ҫав тери хыттӑн ҫапса ячӗ, лешӗ вара ҫӗр ҫинелле кайса ӳкрӗ.

Вдруг молодой доктор вырвался из рук Поттера, схватил тяжелую надгробную доску с могилы Вильямса и сбил с ног Мэфа Поттера.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тигр чӗрчун-ҫке-ха, кунта вара тӑшманӑн ҫӗнӗрен кӑларнӑ пысӑк танкӗсем килеҫҫӗ.

Тигр же животное, а тут идут вражеские новые большие танки.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

18. Вӑл вӗсене каланӑ: шуйттан тӳперен ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек ӳкнине куртӑм Эпӗ; 19. акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама, тӑшманӑн мӗнпур вӑй-хӑватне ҫӗнтерме хӑват патӑм, сире нимӗн те сиен тӑваймӗ; 20. ҫапах эсир усал сывлӑшсем хӑвӑра парӑннишӑн ан савӑнӑр; ятӑрсем тӳпере ҫырӑннишӑн савӑнӑр, тенӗ.

18. Он же сказал им: Я видел сатану, спадшего с неба, как молнию; 19. се, даю вам власть наступать на змей и скорпионов и на всю силу вражью, и ничто не повредит вам; 20. однакож тому не радуйтесь, что духи вам повинуются, но радуйтесь тому, что имена ваши написаны на небесах.

Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Халӑхне вӑл икӗ пая уйӑрнӑ та ут утланнисене ҫураннисем хушшине тӑратнӑ; тӑшманӑн утлӑ ҫарӗ шутсӑр пысӑк пулнӑ.

7. И разделил он народ, поставив конных среди пеших; конница же неприятелей была весьма многочисленна.

1 Мак 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Тӑшманӑн вӑйлӑ ҫарне курсассӑн, вӑл кӗлтуса ҫапла каланӑ: Израиле Ҫӑлакан, Эсӗ мухтавлӑ! вӑйламаса Эсӗ Хӑвӑн Давид чурун аллипе тӗп тунӑ, ют халӑх ҫарне Саул ывӑлӗ Ионафанпа унӑн кӑралҫи аллине ӳкернӗ.

30. Увидев сильное ополчение, он молился и говорил: благословен Ты, Спаситель Израиля, сокрушивший нападение сильного рукою раба Твоего Давида и предавший полк иноплеменников в руки Ионафана, сына Саулова, и оруженосца его.

1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Эпир те халӗ тӳпенелле пӑхса йӑлӑнар; тен, Вӑл, аттемӗрсемпе хывнӑ халала асне илсе, пире хӗрхенӗ те тӑшманӑн ҫак ҫарне хамӑр куҫ умӗнчех аркатса тӑкӗ; 11. вара суя тӗнлисем пурте Израиль халӑхӗн Хӑтараканӗ, Ҫӑлаканӗ пуррине пӗлӗҫ, тенӗ.

10. И ныне возопием на небо; может быть, Он умилосердится над нами, воспомянув завет с отцами нашими, и сокрушит ныне это ополчение перед лицем нашим; 11. и все язычники познают, что есть Избавляющий и Спасающий Израиля.

1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Тӑшманӑн кӑралӗ те юлмарӗ, Эсӗ хулисене ҫӗмӗрсе тӑкрӑн; хӑйсемпе пӗрле вӗсен ячӗ те пӗтрӗ.

7. У врага совсем не стало оружия, и города Ты разрушил; погибла память их с ними.

Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иккӗш те пылчӑк ҫине шуса ӳкнӗ, вара тӑшманӑн ҫӗҫӗллӗ аллине юлташ ярса илме ӗлкӗрнӗ.

Помоги переводом

Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӑшманӑн ку тӗлте каялла чакма та май килмен, ҫавӑнпа вӑл сайраланса юлнӑ Юсуп ротине хирӗҫ урса кайсах ҫапӑҫнӑ.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Унта эпӗ ҫӗршывшӑн йывӑр кунсенче — ун урамӗсенче танксем кӗмсӗртетнӗ, пехота батальонӗсем асфальта тӗпретсе утнӑ чух та, тӑшманӑн хура хӗреслӗ тискер ялавӗсене Хӗрлӗ площаде пӑрахса купаланӑ вӑхӑтра та, ҫӗршывӑмӑр вӑрҫӑ суранӗсенчен юсанса, Улӑп пек хӑватланса ҫӗкленнӗ ҫулсенче те пулса курнӑ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен кунта хаяр ҫапӑҫусем пынӑ, ҫав ҫапӑҫусенче нимӗҫсем тӑшманӑн атакисене темиҫе хутчен те сирсе янӑ.

С января по май 1944 года здесь шли ожесточённые бои, в ходе которых немцы несколько раз отбивали атаки противника.

Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Тӑшманӑн темиҫе атакине сирсе ятӑмӑр.

Помоги переводом

23 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней