Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Турӑ — ҫак хулара; вӑл ҫирӗп тӑрӗ: ӑна Турӑ иртенпех пулӑшса пырӗ.6. Бог посреди его; он не поколеблется: Бог поможет ему с раннего утра.
Пс 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Манӑн чунӑм вара Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗ, Вӑл ҫӑлнӑшӑн хӗпӗртесе тӑрӗ.9. А моя душа будет радоваться о Господе, будет веселиться о спасении от Него.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. «Израиле Сион ҫинчен кам ҫӑлӑнӑҫ парӗ?» Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн шӑпине улӑштарсассӑн Иаков савӑнӗ, Израиль хӗпӗртесе тӑрӗ.
Пс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗклен, ҫиллӳне кӑтарт; тилӗрнӗ тӑшманӑмсене хирӗҫ тух, Ху пӗлтернӗ сутупа килсе сут ту маншӑн — 8. Санӑн тавра ушкӑн-ушкӑн ҫын тӑрӗ; вӗсен тӗлӗнче ҫӳле ҫӗклен Эсӗ.
Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл лартакан ҫурт-йӗр те — кӗве йӑви анчах, хуралҫӑ туса лартнӑ хӳшӗ анчах; 19. ҫывӑрмашкӑн пуян халлӗн выртӗ — тӑрасса урӑхла тӑрӗ; куҫне уҫса пӑхӗ те — вӑл урӑх ҫын иккен.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Мӗнле тума шутласа хурӑн, ҫавӑн пек пулса пырӗ, ҫӳрес ҫулу тӗлӗнче ҫутӑ ялкӑшса тӑрӗ.28. Положишь намерение, и оно состоится у тебя, и над путями твоими будет сиять свет.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл, санран хӑраса, санпа тупӑшма тытӑнӗ тетӗн-и, санпала сута тӑрӗ тетӗн-и?4. Неужели Он, боясь тебя, вступит с тобою в состязание, пойдет судиться с тобою?
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Тӳпе унӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене уҫса парӗ, ҫӗр те ӑна хирӗҫ тӑрӗ.27. Небо откроет беззаконие его, и земля восстанет против него.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ун ҫӑварӗнче усаллӑх пылаккӑн туйӑнсассӑн та, вӑл ӑна чӗлхи айӗнче пытарса ҫӳресессӗн те, 13. упрасассӑн та, сыхласассӑн та, ҫӑварӗнчех хыпса ҫӳресессӗн те, 14. ҫав ҫимӗҫ унӑн ӑшӗнче аспид вачӗ пулса тӑрӗ.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Выҫӑпа вӑй-халӗ пӗтсе ҫитӗ, вилӗмӗ юнашарах, хатӗрех тӑрӗ.12. Истощится от голода сила его, и гибель готова, сбоку у него.
Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Унӑн пур урамӗнче те «аллилуия» тени янӑраса тӑрӗ: «Туррӑмӑр, Иерусалима ӗмӗр-ӗмӗре чапа кӑларнӑ Туррӑмӑр, ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ!» тесе аслӑлӗҫ.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Халӗ вара ҫак вырӑнти кӗлӗшӗн Манӑн куҫӑм уҫӑ тӑрӗ, хӑлхам тимлӗ пулӗ.15. Ныне очи Мои будут отверсты и уши Мои внимательны к молитве на месте сем.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхӗпе ҫапла каласа халал хывнӑ: ытти турӑсене ан хисеплӗр, вӗсене ан пуҫҫапӑр, вӗсемшӗн ан тӑрӑшӑр, вӗсене парне ан кӳрӗр, 36. Ҫӳлхуҫана — сире Хӑйӗн аслӑ хӑвачӗпе, вӑйлӑ аллипе Египетран илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана ҫеҫ — хисеплӗр, пӗр Ӑна кӑна пуҫҫапӑр, пӗр Ӑна кӑна парне кӳрӗр, 37. Вӑл хӑвӑра ҫырса панӑ йӗркесене, кӑтартнисене, саккуна, ӳкӗтсене кулленех пӑхӑнса-туса пурӑнӑр, урӑх турӑсене ан пуҫҫапӑр; 38. Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле хывнӑ халала ан манӑр, урӑх турӑсене ан пуҫҫапӑр, 39. Ҫӳлхуҫа Туррӑра ҫеҫ пуҫҫапӑр, Вӑл вара сире мӗнпур тӑшманӑрсен аллинчен хӑтарса тӑрӗ, тенӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ пиллӗх парсассӑн Санӑн чурун килӗ пиллӗхлӗ пулӗ, ӗмӗр-ӗмӗр вӑл [Сан умӑнта тӑрӗ].
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Халӗ ӗнтӗ эпӗ пӗлсех тӑратӑп: эсӗ патша пулатӑн, Израиль патшалӑхӗ санӑн аллунта ҫирӗп тӑрӗ.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Анчах халӑх Самуила итлеме килӗшмесӗр ҫапла каланӑ: ҫук, пирӗнпе патша хуҫалантӑр, 20. эпир те ытти халӑхсем пекех пулӑпӑр: пире хамӑрӑн патша сут туса тӑрӗ, пирӗн умра ҫӳрӗ, пирӗн ҫапӑҫусене ертсе пырӗ, тенӗ.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хам валли вара шанчӑклӑ священник лартӑп; вӑл Манӑн чӗрем, Манӑн чунӑм ыйтнӑ пек туса тӑрӗ; унӑн килне те ҫирӗп тӑвӑп; вӑл ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Эпӗ ҫу сӗрсе янӑскерӗ умӗнче ҫӳрӗ; 36. вара санӑн килӳнте чӗрӗ юлнисенчен кашниех ун патне пӗр гера кӗмӗлшӗн, ҫӑкӑр татӑкӗшӗн кӗлеме пырӗ: «тӑранса пурӑнмалӑх пӗр-пӗр левит ӗҫне явӑҫтарсам мана» тейӗ, тет.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ачине ҫавӑтса кӗнӗ,] пӑру пуснӑ; ачине [амӑшӗ, Анна,] Илий патне илсе пынӑ та 26. каланӑ: эй хуҫамӑм! санӑн чуну чӗрӗ пултӑрах, хуҫамӑм! эпӗ шӑпах сан умӑнта тӑрса Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ хӗрарӑм пулатӑп; 27. эпӗ ҫак ачашӑн кӗлтурӑм, Ҫӳлхуҫа эпӗ Хӑйӗнчен ыйтнине ҫитерчӗ; 28. эпӗ ӑна унӑн кунҫулӗ мӗн вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана паратӑп — вӑл Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑрӗ, тенӗ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анна [унпа пӗрле] кайман, упӑшкине вӑл ҫапла каланӑ: ачана кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтарсассӑн, вӑл кӑштах ӳссессӗн, эпӗ ӑна хамах илсе кайӑп та вӑл Ҫӳлхуҫа умне тӑрӗ, яланлӑхах унта юлӗ, тенӗ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах та Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑра каланӑ пур ырӑ сӑмахӗ те сире ҫитсе тӑнӑ евӗр, Унӑн сирӗн тӗлӗшрен каланӑ усал сӑмахӗ те — хӑвӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑр панӑ ырӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкичченех — ҫитсе тӑрӗ.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.