Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗвене темиҫе ишекен утрав пырса тӑрӑнсан та, вӑл татӑлман.В запруду уперлось несколько плавучих островков, а она устояла.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Темскер ҫине пырса тӑрӑнсан, Тёма ҫав вӑхӑтрах шӑпланса ларчӗ, унӑн чунӗ-чӗри чиксӗрех пушанса юлнине туйса илчӗ вӑл.Натолкнувшись на что-то, он так и затих, охваченный какой-то бесконечной пустотой.
Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Пӗррехинче ҫеҫ, ҫамрӑк ҫӑка ҫине пырса тӑрӑнсан, шухӑша кайрӗ: ӑна ӗнерхи ҫавраҫил хуҫса пӑрахнӑ пулмалла.
XXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Куҫӗсем Петро ҫине ҫитсе тӑрӑнсан тин вӑл ухмаха ернӗ пек кулма чарӑнчӗ: Петро кӗрлесе хумханса тӑракан ушкӑн хушшинчен енчен енне сулланкаласа тухрӗ те, юн сурса пӑрахса, урапа айне тӑсӑлса выртрӗ.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Юргин чупса пынӑ чухне малтан юрпа витӗннӗ хулӑн хурама вулли ҫине ҫитсе ҫапӑнсан, унтан акаци тӗме ҫине ҫитсе тӑрӑнсан тин, гитлеровецсем паян кулленхинчен иртерех ҫапӑҫу пуҫласа янине ӑнкарса илчӗ.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Карап чул ҫине ҫитсе тӑрӑнсан, ӑна вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлпа ҫӗкленнӗ хумсем питӗ хытӑ чӳхентернӗ пулас, ҫавӑнпа та икӗ ҫын, борт тулашне хумпа пӗрле юхса тухасран хӑраса, пӗр-пӗринчен ярса тытнӑ та ҫӑварӗсене шыв кӗнипе чыхӑнса вилнӗ пулас.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫавӑ иккен, эпӗ Амед ҫине пырса тӑрӑнсан, ҫӗре кӗмсӗртетни.Оно и загрохотало, упав на землю, когда я набежала в облаке пара на Амеда.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Халӗ, хӑйӗн мӗнпур вӑйӗпе, чун хавалӗпе, ирӗкӗпе пӗр тӗллев ҫине — утма вӗренесси ҫине тӑрӑнсан, Мересьев хӑйӗн йӗри-тавра мӗн пулса пынине сахал асӑрхарӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах хӗвелтухаҫнелле туртакан вӑй ҫав тери хӑватлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та Алексей пӗрехмай малалла шунӑ, пӗр-пӗр йывӑҫ ҫине ҫитсе тӑрӑнсан е алли шуҫса кайсан тин ирӗлнӗ юр ҫине пичӗпе тӑрӑннӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1
- 2