Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрсах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Павел Прокопьевичпа Анна Ильинична урам хушшине ҫул сарнӑ вӑхӑтра вӗсемпе чарӑнса тӑрсах калаҫрӑм.

Помоги переводом

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

«Савӑнтарать паллах, Чӑваш Республикин хӑш-пӗр ҫитӗнӗвӗсемпе кӑтартӑвӗсем. Ӳлӗмрен те ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарассипе ҫине тӑрсах ӗҫлемелле», – тесе каланӑ сӑмаха пӗтӗмлетнӗ май Олег Николаев.

Помоги переводом

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Вӗсемпе те ҫине тӑрсах ӗҫлемеллине тепӗр хут палӑртса хӑварнӑ ерртӳҫӗсем.

Помоги переводом

Чӑваш Енре наци проекчӗсене пурнӑҫлама укҫа-тенкӗ калӑпӑшне тата ҫур миллиард тенкӗлӗх ӳстернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/15/chav ... -ukca-tenk

Ҫынсен ытларах пуҫаруллӑ пулма тӑрӑшмалла, ӑс-тӑн тӗнчине пуянлатассипе ҫине тӑрсах ӗҫлемелле.

Помоги переводом

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

Эпӗ мар-и-ха сана ҫине тӑрсах эрех-сӑра еннелле сулӑнтараканни, ӳкӗтлесех пӗрремӗш черкке сӗнекенни?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис хӑйпе мӗн пулса иртнине сиссе те юлаймарӗ — таҫти шалти, тӗпри тӑп-тӑрӑ ӑс-тӑн (тӗрӗссипе Пурисӑн пӗрремӗш, усалли парӑнтарайман сӗмӗ!) ӑна, ҫӑтӑрт тан тапнӑн, «ҫакӑ хӑрушӑ вӑрманта ҫынна ҫын ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать», тесе асӑрхаттарнӑн ниҫталла та мар, «качтаки» хыҫҫӑн ҫеҫ тапаҫланма ҫине тӑрсах, хытӑрласах ӑса кӗртрӗ, васкатрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурпӗрех Пурис малашне асӑрхануллӑрах пулчӗ: йывӑҫ-тӗмӗ ҫине пырса тӑрӑнасран сылтӑм аллине малалла кӑнтарса, шитшерӗн утӑмласа, тӗллӗн-тӗллӗн эрешмен картисене те ҫатӑртатса таткаласа хӑйне хапӑлласа йышӑнман вӑрман ӑшнелле ҫине тӑрсах тапаҫланчӗ: чӑштӑр-чӑштӑр, шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, шӑтӑрт-шӑтӑрт…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис халӗ тӑн тӑрсах итлерӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каҫӗ вара, ҫӳлевӗҫ хир качаки патне лӑппӑн-лӑппӑн йӑпшӑнса, хырӑмӗ ҫинче шуса пынӑ пек, хура юпӑнчине вӑрман ҫинелле ытлашши хыпаланмасӑр, анчах ҫине тӑрсах сӗтӗрет те сӗтӗрет.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑш-хӑш тӗлте пӗр-пӗрин ҫине ӗмӗрӗ тухнипе е кӑра тӑвӑл тӗртнипе тӳннӗ-йӑваннӑ, арпашӑннӑ, тӗпӗ-тымарӗпех тӑпӑлнӑ ҫакӑн йышши хӑрӑксем, вӗсен хушшинче пыл пухакан хурт ҫӑллиллисем те, хуйӑрӗсене тӗл-тӗл чахотка симӗсӗ тивнӗскерсем те (ҫапла ҫав: йывӑҫсем ура ҫинче тӑрсах вилеҫҫӗ!), иртен-ҫӳрен ҫулне шатах пӳлекен ҫыхланчӑк кӑмӑрсем, «чӗрӗпсем» туса хунӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Кӗтех, кӗт хӑвӑн упӑшкуна, вӑл урӑх хӗрарӑмпа пурӑннине пӗлсе тӑрсах кӗтсе пурӑн.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Унта кайма Сима малтан турткаланса тӑчӗ, Авдейпа Лариса ҫине тӑрсах ыйтнине пула ҫеҫ ирӗксӗртереххӗн килӗшрӗ.

Помоги переводом

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Мӗншӗн шӑплантӑр? — ыйтрӗ Иван ҫине тӑрсах.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Вӑт ку тӗрӗс, Владимир Сергеевич, эсир ҫине тӑрсах ӗҫлесен, участок план тултаратех, кунта эсир айӑплӑ, ҫамрӑксене вара…

Помоги переводом

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Упӑшки ҫине тӑрсах хистенине кура Марук, туртӑна-туртӑна пулин те, уҫӑлма кайма килӗшрӗ.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

— Коллектив пирӗн лайӑх, ҫине тӑрсах тӑрӑшать, анчах кӑҫала валли пӗтерессе шантарма пултараймастпӑр, ӗҫлекен алӑсем ҫитмеҫҫӗ, — куҫӗсене хӗрсенчен тартса каларӗ Толя, хӑй, Галя шӑтарас пек пӑхнинчен именсе, хӗр пек хӗрелсе кайрӗ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пирӗн, юлташсем, ҫавӑн пек ҫӳп-ҫапа ҫине тӑрсах шӑлса тасатмалла.

Помоги переводом

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Варвари аптӑранипе клетка айӗсене чӗркуҫҫи ҫине тӑрсах пӑхрӗ, анчах кӑлӑхах тирпейсӗрлӗх шырарӗ вӑл, унта та пӗр тусан таврашӗ ҫук.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Амӑшӗ ҫине тӑрсах хистенине пула Лена ҫутта сӳнтерчӗ те ҫывӑрма кӗрсе выртрӗ.

Помоги переводом

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Н. Янгас пултарулӑхне литература ӑстисем ҫине тӑрсах тӗпчеҫҫӗ.

Помоги переводом

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней