Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑркачах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна шута илсен тата хамӑрӑн вӑйсем сахал пулнине пӗле тӑркачах, пирӗн вӗсемпе ҫапӑҫу пуҫласа яма юрамасть.

А при таких условиях нам, с нашими слабыми силами, невозможно вступать с ними в бой.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ пӗртте ӗненмерӗм, тата хытӑрах йӗме пуҫларӑм, вӑл манран мӑшкӑлласа кулать пуль терӗм: «йӗнине кура тӑркачах мӗскӗн хӗре кӳрентерме ҫылӑх сире»; вӑл шӳт тумасӑр калатӑп тесе ӗнентерме пуҫласан, эпӗ ӑна нумайччен ӗненмерӗм.

Да я и ушам своим не верила, расплакалась еще больше, думала, что он надо мною насмехается: «Грешно вам обижать бедную девушку, когда видите, что я плачу»; и долго ему не верила, когда он стал уверять, что говорит не в шутку.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир кунта ларнине кура тӑркачах мӗн шуйттан тума киле чӗннӗ пулӑттӑм-ха эпӗ вӗсене?

За каким же чертом, прости господи, зазывал бы я их в дом, ежели вы тут отсиживаетесь?

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл юпасене куҫарса лартине пӗле тӑркачах курмиш пулнӑ пулсан вара?

А если он знал о том, что их переставили, но прикрыл глаза?

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Хӑвӑн пурнӑҫӑнта санӑн ху пӗле тӑркачах тунӑ ирсӗр ӗҫсем сахал мар пулнӑ вӗт, кала-ха пӗр тунмасӑр, — терӗм эпӗ.

— Сознайся, что у тебя в жизни были подлости, — сказал я, — то есть подлости с твоей собственной точки зрения.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халиччен мана Саня кирек хӑҫан та хуйхӑртасшӑн марччӗ, хӑйӗн ӗҫӗнче тупӑнакан инкек-синкеке пӗле тӑркачах мана каласа памастчӗ, халӗ акӑ сасартӑк юлташӗ мӗнле вилни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса ярать.

Саня, который всегда так оберегал меня, который сознательно не хотел делить со мной все опасности своей профессиональной жизни, вдруг написал — и так подробно — о гибели товарища.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тухтӑрӗ тата Катьӑн пичӗ улшӑннине кура тӑркачах (эпӗ ҫавӑнпа калаҫаймарӑм та ӗнтӗ Катьӑпа) пӗрре те васкамарӗ.

все еще одевался, хотя у Кати было такое лицо, что я несколько раз хотел заговорить с ней и не мог.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Е кӗрӗлӗхе чӑтаймасӑр ҫылӑха кӗнӗ пулсан та, е хурлӑха чӑтаймасӑр ҫылӑха кӗнӗ пулсан та, пӗле тӑркачах кӗнӗ пулсан та, е пӗлмесӗр кӗнӗ пулсан та каҫарах!

Если и в гневе согрешил, если и в горести согрешил, если ведомо согрешил, если неведомо согрешил - помилуй!

Кил пуҫӗн кӗлли (9) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.

72. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансем асап тӳсӗҫ, мӗншӗн тесессӗн, ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ ҫӗртех, вӗсем йӗркесӗр ӗҫсем тунӑ, ӳкӗтсем илнӗ тӑркачах вӗсене пурӑнӑҫламан, йышӑнман.

72. Поэтому те, кто живет на земле, терпят здесь мучения, потому что, имея разум, они совершали беззакония и, получая заповеди, не исполняли их, и, будучи последователями закона, отвергали закон, полученный ими.

3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ хӑйсем хушшинче тунӑ тӗрлӗ паллӑсене пурне те кура тӑркачах хӑҫанччен вӑл Мана шанмасӑр тӑрӗ? 12. ӑна чирпе хирсе тухӑп, ӑна пӗтерӗп, санран [тата санӑн аҫу килӗнчен] ҫак халӑхран йышлӑрах та вӑйлӑрах халӑх кӑларӑп, тенӗ.

И доколе будет он не верить Мне при всех знамениях, которые делал Я среди его? 12. поражу его язвою и истреблю его и произведу от тебя [и от дома отца твоего] народ многочисленнее и сильнее его.

Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней