Поиск
Шырав ĕçĕ:
тӑркач (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Эй савнӑ тӑванӑмсем, хамӑра ҫавӑн пек пама пулнине пӗле тӑркач, ¦¦ Турӑран хӑраса, ырӑ ӗҫсем туса, ӳтӗмӗрӗн, чунӑмӑрӑн пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхӗнчен хамӑра хамӑр тасатар.
2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫапла ӗнтӗ Турӑ йӑхӗ пулнӑ тӑркач эпир Турӑ ҫинчен Вӑл этем ӑсталаса тунӑ, этем шухӑшласа кӑларнӑ евӗрлӗскер, ылтӑнран е кӗмӗлтен, е чулран тунӑскер тесе шухӑшламалла мар.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хуҫи ӑна каланӑ: «эй усал чура, ху каланӑ сӑмахпах айӑплам сана: эпӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне, хумасӑрах илнине, акмасӑрах вырнине пӗле тӑркач, 23. мӗншӗн-ха эсӗ ман кӗмӗле ӗҫе хывмарӑн — таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм» тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хуҫи ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «эй усал та кахал чура! эпӗ акман ҫӗрте вырнине, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтарнине пӗле тӑркач 27. санӑн ман кӗмӗле суту-илӳ тӑвакансене памаллаччӗ, киле таврӑнсассӑн эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм; 28. ӗнтӗ таланта унран илӗр те вунӑ талантлине парӑр: 29. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ; 30. юрӑхсӑр чурана тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» тенӗ.
Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
56. Мӗншӗн тесессӗн вӗсем, ирӗклӗх илсен, Ҫӳлти Турра уямарӗҫ, Унӑн саккунне тиркерӗҫ, Унӑн ҫулӗсене пӑрахрӗҫ, 57. тата вӗсем Унӑн тӳрӗ ҫыннисене нимӗн вырӑнне те хумарӗҫ; 58. хӑйсен ӑшӗнче, хӑйсем вилӗмлӗ иккенне пӗле тӑркач, Турӑ ҫук, терӗҫ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Маккавей хӑйпе пӗрле пулнисене ултӑ пин ҫын пухнӑ та вӗсене: тӑшманран ан хӑрӑр, пирӗн ҫине усалпа килекен суя тӗнлисем йышлӑн пулнинчен ан сехӗрленӗр, 17. вӗсем сӑваплӑ вырӑна сӗмсӗррӗн хур тунине, мӑшкӑл кӑтартнӑ хулана аркатса хӑварнине, аттемӗрсем хунӑ йӗркесене пӑснине куҫ умӗнче кура тӑркач паттӑррӑн ҫапӑҫӑр, тесе ӳкӗтленӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
79. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, халӗ ӗнтӗ, пирӗншӗн ҫакна пӗтӗмпе тунине кура тӑркач, эпир мӗн калама пултарайӑпӑр?
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Эхер те вӑкӑр арҫынна е хӗрарӑма вӗлермеллех сӗкес пулсассӑн, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле, унӑн ашне ҫимелле мар; вӑкӑр хуҫи айӑплӑ мар; 29. эхер те вӑкӑрӗ ӗнер те, виҫӗмкун та сӗкӗшнӗ пулсассӑн, хуҫи ҫакна пӗле тӑркач ӑна сыхламан пулсассӑн, вӑкӑрӗ арҫынна е хӗрарӑма вӗлернӗ пулсассӑн, вӑкӑрне чулпа персе вӗлермелле, хуҫине вӗлерме тытса памалла; 30. вӗлерес вырӑнне тӳлеттермелле тунӑ пулсассӑн, ӑна мӗнле хак хунӑ, унӑн хӑйӗн чунӗшӗн ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2