Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шансах тӑратӑп: вӑрмансене ҫӗнӗрен чӗрте тӑратас тата ҫитӗнтерес, Атӑла сыватас, каяшсене тирпейлес ӗҫре ҫӗнӗ мелсемпе усӑ курмашкӑн ҫул уҫса парсан, кирлӗ мар вырӑнта ҫӳп-ҫап тӑкнине пӗтерсен, тасатакан сооруженисем тӑвассипе ҫыхӑннӑ комплекслӑ мероприятисене пурнӑҫласа пырсан регионти пурнӑҫа тата ӑнӑҫлӑрах, хӑтлӑрах тӑвӑпӑр.
Олег Николаев Эколог кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/06/05/glav ... aet-s-dnem
— Ҫул ҫинче салтак-мӗн е урӑх кам та пулин чарса тӑратас пулсан, витре тӗплеттерме килтӗм, тейӗн.— Ежели на дороге солдат или кто остановит, скажешь, что ведро приносила чинить.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Эсӗ-и пӗтӗм хулана мана хирӗҫ тӑратас терӗн?
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Пӗлетӗр-и эсир большевиксем Российӑна ура ҫине тӑратас тесе мӗн тунине?— А вы представляете, что делают большевики для возрождения России?
Ӗмӗтсемпе ӗҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫул ҫитменнисен ӗҫӗсен тата вӗсен прависене хӳтӗлессин комиссийӗн ларӑвӗнче хӗрачасене полици пайӗнче профилактика учетне тӑратас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Тикток валли видео ӳкерес тесе фермӑна ҫунтарса янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28611.html
Пурте пурнӑҫа тӳрлетсе ура ҫине тӑратас кӑмӑлпа ҫунатланса ҫӗкленнӗ.
11 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Анчах эсир ҫакна пӗлетӗр вӗт: хулари халӑха иезуитсене хирӗҫ тӑратас тесен, пирӗн уҫҫӑнах калаҫмалла пулать.Но, вы знаете, чтобы восстановить городское население против иезуитов, придется говорить открыто.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫук, вӗсене суя ҫул ҫине тӑратас.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Кунта вара хӑлхана чӑнк тӑратас пулать, унсӑрӑн мӑй таран ӗҫ тиеме пултараҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Чӑваш Ен Культура тата Экономика аталанӑвӗн министерствисен умӗнче ҫакӑн пек тӗллев тӑрать: 2021 ҫулта чӑваш тӗррине республика бренчӗ пек сарас тата наци тӗррин шкулне чӗртсе тӑратас енӗпе ӗҫлемелле.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33
Хӑвӑртрах кӗпӗрнери ӗҫсене ура ҫине тӑратас пулать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Салтаксене валли апат-ҫимӗҫ тӑратас ӗҫе батарея командирӗ хутшӑнмасть: ку ӗнтӗ артиллерире мӗн ӗлӗкрен ҫапла пырать: ытах та эсир япӑх хуҫа пулсан, сирӗн нимӗн те юлмасть.
19 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ку офицер полкри обоз пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ, лашасене валли апат тӑратас ӗҫе те хӑех туса пынӑ вӑл.Офицер этот заведовал обозом полка и продовольствием лошадей.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
«Чӑнах та, вилнӗ те-и тен ӗнтӗ вӑл, ҫынсене кӑлӑхах вилӗм умне кӑларса тӑратас мар, хам айӑплӑ, хамӑнах кайса пӑхмаллаччӗ. Хамах кайса пӑхам-ха, вилӗ-и вӑл, чӗрӗ-и. Эпӗ ӑна кайса пӑхма тивӗҫ», — хӑй тӗллӗнех калаҫкаласа илчӗ Михайлов.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унтан вара кашни ҫартан тата тепрер салтак кӑларса тӑратас, унтан 3-мӗшне, 4-мӗшне т. ыт. те ҫапла вара, хире-хирӗҫ ҫапӑҫакан кашни ҫарта пӗрер салтак ҫеҫ юличченех ҫапла туса пырас (кунта ӗнтӗ хире хирӗҫ ҫапӑҫакан ҫарсен вӑйӗсем иккӗшӗн те пӗр тан пулни кирлӗ тейӗпӗр, салтаксен хисепӗ вӗсен пахалӑхӗпе улшӑнма пултартӑр).
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Автанӗ кӑна хирӗҫ калать: «Малтан кил-ҫурт хуралҫине тӑратас пулать, вӑл йывӑҫ тымарӗсем хушшинче ҫывӑрать. Вӑл тӑрса уҫтӑр, вара эпӗ анӑп», — тет.
Йытӑ, автан тата тилӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тивсе кайнӑ вутта сӳнтерес тесен, ун таврашӗнче сывлӑш тӑратас пулмасть, вутта витмелле, пур енчен те хупласа хумалла, вӑл вара сӳнет.
Сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ы-ых, кикен ҫименӗ!» — тӑратас тесе, лӑстӑр-лӑстӑр силлет ыйхӑ тӗлӗшпе нимӗн те ӑнланайман ывӑлне Хвеччис.Э-эх, оболтус!» — пытаясь поднять, тормошила ничего не понимавшего спросонья сына Хвечис.
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫавӑнпа та ӑна сылтӑм фланга тӑратас пулать, унпа пӗр тан утса пыма та май ҫук, мӗншӗн тесен вӑл кашни утӑмнех пӗрер чалӑш ярса пусать, ун пирки сулахай флангӑн намӑс курмалла пулать вӗт.
Маньчжури сопкисем ҫинче // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 111–125 с.
Ӑна ҫӗклесе тӑратас тесе сержант пӗшкӗнсе пӑхнӑ, анчах ҫӗре персе аннӑ ҫын ҫӑварӗнче пӑр тӑсӑлса тӑнине курсанах вӑл хӑранипе каялла чакнӑ, Гренадер вилнӗ пулнӑ.
Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.