Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ним те тӑвас ҫук, курӑнать, ҫав халӑхпа… — терӗм эпӗ ун йывӑр шухӑшне сирсе яма хӑтланса, вара хӑнӑху пысӑк вӑй пулса тӑни ҫинчен, ҫак саманта мӗн юрӑхлӑрах, ҫавӑн ҫинчен калаҫма тытӑнтӑм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Чӑпарланма пуҫланӑ хура ҫӳҫӗ тӑрмаланса тӑнинчен тата тискер кайӑкӑн пек шӗвӗр пичӗ тӑртанса лӳчӗркеннинчен — вӑл тин ҫеҫ ҫывӑрса тӑни палӑрнӑ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Анчах кӗркунне ҫитсен ҫӗнӗ хӑярсем хытӑ иккенни, сӳсленсе тӑни, ҫиме юрӑхсӑрри паллӑ пулчӗ, ӗнесем те йӗрӗнетчӗҫ вӗсенчен.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Штольц ӑна кӑлӑхах имение мӗнле тытса тӑни ҫинчен калать, ӑна тивӗҫлӗ тупӑша ярса парать, — вӑл йӑлтах каялла тавӑрса парать, Андрюша валли упрама хушать.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ун ҫине чылаях ҫӑмӑллӑн пӑхать: Агафья Матвеевнӑн чавсисем пӗрмай хускални, куҫӗсем пур япалана та тинкерсе сӑнани, вӑл пӗрмай кухньӑран кладовӑйне, унтан нӳхрепе ҫӳрени, вӑл килтипе хуҫалӑхри мӗнпур ӗҫӗн майӗсене те пӗлсе тӑни — Обломовшӑн пулсан, океан пек вӗҫӗ-хӗррисӗр те лӑпкӑ пурнӑҫӑн идеалӗ кӑна; ҫакӑн пек пурнӑҫа вӑл ача чухнех, ашшӗ килӗнче чух, нихҫан та манми астуса юлнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав вӑхӑтра Ольга, пӗчӗк ача пекех, хӑй шӑпине, телейне, савнине шанса тӑни унан сӑнӗнче палӑрчӗ…В эти минуты лицо ее дышало такою детскою доверчивостью к судьбе, к счастью, к нему…
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Олеся хӑраса тӑни чӑна килчӗ пулать эппин.
XIV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кунран-кун вӑйлӑрах ҫирӗпленсе пычӗ авланас шухӑш ман чунра, юлашкинчен вара эпӗ ҫак япала обществӑна чӑрсӑррӑн хирӗҫ тӑни иккенне те курми-туйми пултӑм.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӑнасем килсен те савӑк мар: хӑшӗ заводра мӗн чухлӗ эрех юхтарни ҫинчен, хӑшӗ хыснана миҫе аршӑн пустав парса тӑни ҫинчен калаҫма тытӑнаҫҫӗ…
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун куҫӗсем улталани, ним шухӑшсӑр чӗри чеен пӑшӑлтатни; юрату мар, юратӑва туйса тӑни ҫеҫ!Обман ее глаз, лукавый шепот еще праздного сердца; не любовь, а только предчувствие любви!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫаксем пӗтӗмпех унӑн асӗнче сӑнарланаҫҫӗ: унӑн пуҫӗнче кашни кунхи, кашни сехетри шухӑшсен ҫыххи, тавҫӑрса илме тӑрӑшни, малтан курса тӑни, мӗн пулассине пӗлменнипе тертленни — пурте ҫак ыйтусенчен килеҫҫӗ: вӑл паян ӑна кураять-и, кураймасть-и?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакнашкал характерлӑ пулса ҫитес тесен, тен, Штольца аталанма пулӑшан тӗрлӗрен элементсенчен тытӑнса тӑни кирлӗ пулӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӑнаса пӗлме май ҫук, ӗҫре тӗрӗслесе пӑхман япала уншӑн ултав вырӑнне, куҫ умӗнче ҫутӑ пайӑркисем е тӗрлӗ тӗссем улшӑнса тӑни вырӑнне шутланать, е, юлашкинчен, ӑна сӑнаса пӑхма черет ҫитмен ӗҫ вырӑнне хурать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗри те ҫӗнтереймен; нимӗҫ ҫине тӑни, тен, Обломовсен кутӑнлӑхӗпе тӳрленейми йӑлисене ҫӗнтерсе ҫиеле тухнӑ пулӗччӗ, анчах нимӗҫ хӑй енчен те йывӑрлӑх тӗл пулнӑ, ҫавӑнпа ку та, лешсем те ҫӗнтерме пултарайман.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакӑн пек ӗнентерсе калама Наталья Фаддеевнӑн нимӗнле сӑлтав та пулман, никам та никама хирӗҫ тӑман, кометӑсем те ҫав ҫулхине пулман, анчах карчӑксен тепӗр чухне малтанах уҫӑмсӑррӑн туйса тӑни пулкалать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хирте утӑ капанӗ утса ҫӳрет тесе калаччӑр вӗсене — вӗсем ним шухӑшласа тӑмасӑрах ҫакна ӗненеҫҫӗ; кам та пулсан: акӑ ҫак сурӑх мар, мӗнле те пулин Марфа е Степанида тухатмӑш, тесе сӑмах кӑларса ярсан — вӗсем сурӑхран та, Марфаран та хӑракан пулаҫҫӗ: мӗншӗн сурӑх сурӑхах пулманни ҫинчен, мӗншӗн Марфа тухатмӑш пулса тӑни ҫинчен ыйтса пӗлес шухӑш вӗсен пуҫне пырса та кӗмест, ҫитменнине тата ҫакна ӗненмесӗр иккӗленекенсем ҫине сиксех ӳкеҫҫӗ, — ҫав тери вӑйлӑ ӗненеҫҫӗ Обломовкӑра тӗлӗнмелле хӑвата!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тинӗс форми тӑхӑннӑ ҫӳллӗ кӗлеткинче вӑй-хал вӗресе тӑни, командирла ҫирӗплӗх сисӗнет.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тухса калаҫакансем вырӑс ученӑйӗ малашне тепӗр ыйтӑва уҫса парасса — хум карапӑн аякӗсене те, килне те силленин расчетне тӑвасса шанса тӑни ҫинчен пӗлтернӗ.
Вунпиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хирӗҫ тӑни усӑсӑр, сире пур енчен те хупӑрласа илнӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Хирӗҫ тӑни усӑсӑр!
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив