Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ачасен чӑлхи те, шӑлаварӗ те, пушмакӗсем те йалт тӑмпа вараланса пӗтнӗ.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Вӑл хӑй вырӑнӗнче мӑштах ларать, урисене явса хунӑ та, тӑмпа варланнӑ атти сӑмсине пӑхса, пирус туртать.
Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.
Дуняшкӑпа Ильинична пӳрт ӑшчиккине тӑмпа шӑлса шуратрӗҫ, май килнӗ таран Пантелей Прокофьевича кил хушши тавра вӑхӑтлӑх карта тытма тата хуҫалӑхри ытти ӗҫсене тума пулӑшрӗҫ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тепӗр пилӗк минутран хайхи калмӑк ялт! кӑна мачча ҫинчен урайне сикрӗ, ун хыҫӗнчен, кӗхлеткелесе, тӑмпа вараланса пӗтнӗ, сухалӗ ҫумне эрешмен карти ҫыпҫӑнса тулнӑ Пантелей Прокофьевич асӑрханса анчӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кантӑксемпе тӑмпа шуратнӑ пӳрт стенисенче пуля шӑтӑкӗсем палӑраҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Аксинья киле ҫитсенех витрисене пушатрӗ те кӑмака ҫумне тӑмпа сӗрсе ҫыпӑҫтарнӑ тӗкӗр патне утса пычӗ, хӑйӗн ватӑларах панӑ, ҫапах та пурпӗр чипер сӑн-пичӗ ҫинелле вӑрахчен пӑлханса пӑхса тӑчӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сӑхсӑхрӗ, сарӑ тӑмпа вараланнӑ, пӑр пек сивӗ ҫамкана чуптуса илчӗ.Перекрестился, поцеловал измазанный желтой глиной ледяной лоб.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗр хӗрлӗармеецӗ, ҫурӑмӗ тӑмпа шуралнӑскер, тайкаланса илсе, ҫамрӑк хӗрарӑма — Христоньӑсен кӳршине — ташлама чӗнчӗ, анчах лешӗ килӗшмерӗ, пӗрмечеллӗ кӗпе аркине аллипе пуҫтарса тытса, Григорий патне ыткӑнчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗри тӑмпа тислӗк хутӑшӗ ҫӑрса тӑрать.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Урам кӗтессинче, авалхи казаксем пек ҫӳллӗ те кӗре кӗлеткеллӗ старикӗн — тахҫан гвардейски батарейӑра службӑра тӑнӑ Архип Богатыревӑн — картишӗнче, хӗрарӑмсем, мӑнкуна хатӗрленсе, ҫаврака пӳрт айккисене тӑмпа сӗреҫҫӗ, шуратса аппаланаҫҫӗ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Куҫ умне картишӗнчи хӑш-пӗр улшӑнусем те шӑвӑнса тухрӗҫ: сӑрри кайнӑ кӗлет алӑкне сарӑ тӑмпа шӑлнӑ, сарай ҫине хӑмӑрланма ӗлкӗреймен ыраш улӑмӗ витнӗ; сарай ҫи виттийӗ ҫинчи йывӑрлӑхсем сайрарах курӑнаҫҫӗ, — ахӑртнех пӗр пайне карта юсама янӑ пулас.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тепрер сехетрен йӗпе тӑман ҫума пуҫларӗ те ҫапӑҫура тӑшман ҫине тӑкӑнса пынӑ тата чакнӑ вӑхӑтра вилсе юлнӑ ҫынсен тӑмпа вараланнӑ хура чӑмӑрккисене ҫӳхе юр сийӗпе витсе кайрӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кашни вагон патӗнчех пичкесем выртаҫҫӗ, вӗсен айккине чулсем е ҫӗр муклашкисем купаланӑ; ҫурри таран салатнӑ трактор, пӑхма хӑй пысӑк тискер кайӑк кӗлетки пекех, ун тавра машинистсем пек вараланса пӗтнӗ трактористсем чупкалаҫҫӗ; тӗкӗр пек ҫута касӑллӑ плугсем тӑраҫҫӗ; айккинче тӑмпа сӗрсе лартнӑ кӑмака, мӑрйи вырӑнне — тӗпсӗр витре, трактор бригади кунта нумай вӑхӑта вырнаҫни таҫтан та курӑнать.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӑрушла таткаланса нӗрсӗрленнӗ тӑмпа ҫӗрӗн пӗр ҫухрӑм анлӑшӗнче тӑвӑллӑ ҫавра ҫил чухнехи пек хура юпасем ҫурӑла-ҫурӑла ҫӗкленеҫҫӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫывӑхрах Подкумок шывӗн кукӑрӗ ҫуталса кайрӗ; куҫ умнех сарлака аэродром ҫинчи йӑрӑм-йӑрӑм труба тухса тӑчӗ; икӗ айккипе садсем, кил-ҫуртсем, шурӑ тӑмпа сӑрланӑ хӑма картасем чупа пуҫларӗҫ.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Райпотребсоюз кантурӗ пӗтӗмпех тӑмпа, известкӑпа вараланса пӗтнӗ.В конторе райпотребсоюза еще все было испачкано глиной, известью.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Инҫетре, ту аркинче, ҫурт-йӗрсем курӑнса кайрӗҫ: тӑмпа сӗрнӗ лутра сарай йӗпеннипе хуралса кайнӑ, унпа юнашар ҫатан тытнӑ килкарти, унтан, тӗрлӗ сасӑпа мӗкӗрсе, сӗт пӑрушӗсем тухаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Степан, шуратнӑ кӑмака ҫумне тӑмпа шӑлса кӗртсе лартнӑ тӗкӗр ҫине пӑхса, ҫӳҫне тураса якатрӗ, вӑкӑр мӑйракинчен тунӑ кӗске шӑмӑ турапа хӗрлӗ мӑйӑхне якатрӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗн, кӗлпе тата тӑмпа вараланса пӗтнӗ пулнӑ.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах эсир хутора кӗрсенех ем-ешӗл ковёр сасартӑк сирӗлет те сирӗн куҫ умне ҫаксем тухса тӑраҫҫӗ: шап-шурӑ стенапа ун ҫинчи кӑвак хупӑллӑ чӳречесем; калиткеллӗ хӑма карта, картан тепӗр енче — чечексем лартнӑ пӳртум пахчи; «Клуб» е «Шкул» тесе ҫырса ҫапнӑ ҫуртсем; шурӑ тӑмпа сӑрланӑ амбарсем; хутор варринче — колхоз хуҫалӑхӗн пысӑк килкартийӗ, унта тимӗрҫӗ лаҫҫипе платник ӗҫӗн мастерскойӗ, сарайсемпе кладовойсем, тӗрлӗ хатӗрсем хумалли, машинӑсем лартмалли лупас…
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.