Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑманнине (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сывлӑш лӑпланса тӑманнине пула тӑпрара пӗр нӳр те ҫук.

Непрерывные токи воздуха не давали влаге скопляться в почве.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ кӳлешеттӗм, хам нимӗн тӗшне те тӑманнине тавҫӑраттӑм, ухмахла кӳренеттӗм — ҫав вӑхӑтрах ӑна чуралла юрама тӑрӑшаттӑм, ҫӗнтерме ҫук хӑват пурпӗрех мана ун патнелле туртатчӗ — вара кашнинчех ун пӳлӗмӗн алӑкӗнчен ирӗксӗр ҫӳҫенсе кӗреттӗм.

Я ревновал, я сознавал свое ничтожество, я глупо дулся и глупо раболепствовал — и все-таки непреодолимая сила влекла меня к ней — и я всякий раз с невольной дрожью счастья переступал порог ее комнаты.

IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Кӗнеке ҫӳлӗксемпе шкафсем ҫине, кунта пурте вырӑнта тӑнипе тӑманнине пӗлесшӗн пулнӑ пек, хыттӑн та тимлӗн пӑхса ҫавӑрӑнчӗ; плакатсемпе портретсене тӗрӗс е тӗрӗс мар ҫакнине пӗлесшӗн пулнӑ пек, стенасем ҫине те ҫавӑн пекех хыттӑн пӑхса ҫавӑрӑнчӗ.

Придирчиво-строгим взглядом посмотрел на полки и на шкафы с книгами, как бы хотел убедиться, все ли здесь стоит на месте; так же строго осмотрел стены, как будто желал узнать, правильно ли развешаны плакаты и портреты…

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мӑнастир патӗнчи уҫланка тухсан, Марийка чарӑнса тӑчӗ, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, енчен енне сыхланса пӑхкаларӗ, хӑйне никам та асӑрхаса тӑманнине сиссен каллех хӑй ҫулӗпе чупрӗ.

Выйдя на полянку перед монастырем, Марийка остановилась, перевела дух и беспокойно оглянулась крутом, но, убедившись, что никто ее не видал, снова побежала по дороге.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Крылов ҫырӑвӗсене вуланӑ май Степан Осипович Алексей Николаевич тарӑн пӗлӳллӗ пулнине, хӑйӗн шухӑшлавӗсенче никама та пӑхӑнса тӑманнине тепӗр хут курса ӗненнӗ.

Степан Осипович все больше убеждался в глубоких познаниях Алексея Николаевича, в оригинальности и независимости его суждений.

Вунсаккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Эс ху та, сан ҫыннусем те ниме тӑманнине кӑтартса патӑн ӗнтӗ.

Ты уже доказал, что и ты и твои люди ничего не стоите.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Анчах пур премӗксем те ҫавӑн пекех нимӗне те тӑманнине унӑн ниепле те килӗшес килмен.

Но трудно было примириться с мыслью, что все остальные пряники тоже никуда не годятся.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Алексей каялла пӑхса хайне никам та сӑнаса тӑманнине курчӗ те, нӑтӑртатакан сивӗ сӑрана ачашланӑ пек шӑлкаласа илчӗ.

Алексей оглянулся, убедился, что никто за ним не следит, и ласково погладил холодную скрипучую кожу.

13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Сывпуллашнӑ май пенсионер сӑпайлӑхне пытараймасӑр хӑйӗн ячӗ хаҫата лекме тивӗҫли пирки ҫине-ҫинех иккӗленчӗ, ыттисенчен нимӗнпех те уйрӑлса тӑманнине асӑнчӗ.

Помоги переводом

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

2015 ҫулта Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче тӗнче шайӗнчи стадион хута янине, вӑл пӗр кун та пушӑ тӑманнине, ҫавӑн пеккине малашне те чылай тӑвассине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

38. Димитрий ӗнтӗ хӑйне пӗтӗм ҫӗр пуҫ тайнине, хӑйне нимӗн те хирӗҫ тӑманнине курнӑ та хӑйӗн мӗнпур ҫарне килӗсене янӑ, ют халӑхсен утравӗсем ҫинчен тара тытса килнӗ ют ҫӗршыв ҫарне анчах хӑварнӑ, ҫавӑншӑн ӑна хӑйӗн ашшӗсен ҫарӗсем пурте курайми пулнӑ.

38. И увидел царь Димитрий, что преклонилась земля пред ним и ничто не противилось ему, и отпустил все войска свои, каждого в свое место, кроме войск чужеземных, которые он нанял с островов чужих народов, за что все войска отцов его ненавидели его.

1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: пророксем малашнехи ҫинчен Ман ятӑмпа суйса калаҫҫӗ; Эпӗ вара вӗсене яман та, хушман та, каламан та; вӗсем сире суя курӑннине, юмланине, ниме тӑманнине, хӑйсем шухӑшласа кӑларнине каласа ҫӳреҫҫӗ.

14. И сказал мне Господь: пророки пророчествуют ложное именем Моим; Я не посылал их и не давал им повеления, и не говорил им; они возвещают вам видения ложные и гадания, и пустое и мечты сердца своего.

Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Анчах та патша хапхи умӗнче ларакан Мардохее курсан, лешӗ ун умӗнче ура ҫине те тӑманнине, вырӑнтан та сикменнине курсан, Аманӑн ӗнтӗ ҫилли тулса ҫитнӗ.

Но когда увидел Аман Мардохея у ворот царских, и тот не встал и с места не тронулся пред ним, тогда исполнился Аман гневом на Мардохея.

Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Иоав ӗнтӗ патша патне пӳрте кӗнӗ те каланӑ: паян эсӗ хӑвӑн тарҫусене пурне те намӑслантарса пӗтертӗн, вӗсем вара паян санӑн пурӑнӑҫна та, сан ывӑлусемпе хӗрӳсен пурӑнӑҫне те, арӑмусен пурӑнӑҫне те, ҫум-арӑмусен пурӑнӑҫне те ҫӑлса хӑварчӗҫ; 6. эсӗ хӑвна курайманнисене юрататӑн, хӑвна юратакансене кураймастӑн, ӗнтӗ эсӗ паян ҫарпуҫсемпе тарҫусем саншӑн ниме те тӑманнине кӑтартса патӑн; Авессалом чӗрӗ юлнӑ пулсассӑн, эпир пурте вилсе пӗтнӗ пулсассӑн, саншӑн кӑмӑллӑрах пулатчӗ — паян эпӗ ҫакна пӗлтӗм; 7. ӗнтӗ тӑрса тух та хӑвӑн чурусемпе чӗререн калаҫ, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тӑватӑп, тухмастӑн пулсассӑн, кӗҫӗр санӑн пӗр ҫын та юлмӗ; ку вара саншӑн ҫамрӑклӑхунтан пуҫласа паян кунччен тӳснӗ мӗнпур инкекрен чи йывӑртараххи пулӗ, тенӗ.

5. И пришел Иоав к царю в дом и сказал: ты в стыд привел сегодня всех слуг твоих, спасших ныне жизнь твою и жизнь сыновей и дочерей твоих, и жизнь жен и жизнь наложниц твоих; 6. ты любишь ненавидящих тебя и ненавидишь любящих тебя, ибо ты показал сегодня, что ничто для тебя и вожди и слуги; сегодня я узнал, что если бы Авессалом остался жив, а мы все умерли, то тебе было бы приятнее; 7. итак встань, выйди и поговори к сердцу рабов твоих, ибо клянусь Господом, что, если ты не выйдешь, в эту ночь не останется у тебя ни одного человека; и это будет для тебя хуже всех бедствий, какие находили на тебя от юности твоей доныне.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней