Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑкма (тĕпĕ: тӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пек чухне Коробин чӑрсӑррӑн вӑрҫса тӑкма хатӗр пулнӑ, хӑйне аран-аран алла илнӗ.

Коробин в этих случаях еле сдерживался, чтобы не наговорить дерзостей.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ мана таптаса тӑкма пултаратӑн, анчах та, Аникей, ку сана пулӑшмӗ.

— Меня ты можешь затоптать, но тебе, Аникей, это не поможет.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эсӗ ан итле, ху та ман пуҫ ҫине тӗрлӗ ҫӳп-ҫап тӑкма чарӑн! — хуравларӗ Корней, ним тулккисӗр, чарӑнма пӗлмесӗр хирӗҫекен кӗрӳшне майлӑ шӑлма чарӑнас тесе.

— А ты не слушай, но и сам перестань всякий мусор мне на голову сыпать! — решив больше не потакать бестолковой и неуемной дерзости зятя, отвечал Корней.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сӗмсӗр сутӑнчӑксен пуҫӗсене лапчӑтса тӑкма вӑй пуҫтарса ҫитернӗ.

Сосредоточены достаточные силы, чтобы обрушить их на головы изменников и предателей.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр майпа ҫеҫ юн сахалтарах тӑкма пулать: хӑвӑрт, вирлӗн, хӑватлӑн пырса ҫапмалла.

Уменьшить кровопролитие можно только одним путем: нанося быстрый, суровый сокрушающий удар.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӗнпур салтаксенне хӗҫпӑшалӗсене туртса илнӗ, вӗсенчен пӗр ҫирӗм ҫынна, хирӗҫ тӑма хӑтлансан, Богатырев леш тӗнчене ӑсатнӑ; тураса тӑкма приказ панӑ.

Все солдатишки разоружены, человек двадцать из них, которые было забухтели, Богатырев свел со света: приказал порубить.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пичӗсем хӗремесленсе кайнӑ, хӑйсем тем туса тӑкма хатӗр пек хаяр сӑнлӑ.

Лица их были разгорячены, исполнены злой решимости.

XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисен батарейи, хирти йӗтем ҫинче маскировка туса, сылтӑм ҫыран хӗрринче пухӑнакан повстанецсем ҫине Крутовскинчен Дон ҫумӗпе кӑнтӑралла кукӑрӑлса кӗрекен ту юппинчен кашни кун ир пуҫласа каҫчен тупӑсемпе персе тӑрса Мускав полкне пулӑшрӗ, унтан Дон леш енче вырнаҫнӑ Елански хуторӗ ҫине снарядсем тӑкма тапратрӗ.

С гористой отножины обдонского отрога, что лежит от Крутовского на юг, красная батарея, маскируясь на полевом гумне, ежедневно с утра до вечера обстреливала скоплявшихся на буграх правобережья повстанцев, поддерживая цепи Московского полка, потом переносила огонь и сеяла его по хутору Еланскому, расположенному по ту сторону Дона.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Сана кам ҫула сухаласа тӑкма ирӗк панӑ?» — тетӗп.

«Ты какое имеешь право дорогу перепахивать?»

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каргинскипе Боковски станицисенчи мӗнпур хуторсене восстание ҫӗклес тӗллевпе штабран ӑна мӗнле пулсан та Лихачев отрядне аркатса тӑкма тата ӑна округ ҫӗрӗсенчен хӑваласа кӑларма хушнӑ.

Предписывал ему штаб во что бы то ни стало разгромить отряд Лихачева и выгнать его из пределов округа, с тем чтобы поднять все чирские хутора Каргинской и Боковской станиц.

XXXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫар урӑх вырӑна куҫнӑ та ӗҫе тытӑннӑ, хӑш чухне, тӑшмана ҫӗмӗрсе тӑкма та ӗлкӗрнӗ, Кривокорытов тата ытти ун евӗрлисем — таҫта ҫул ҫинче, обоз лашисемпе пӗрле сӗтӗрӗнсе пыраҫҫӗ.

Армия уже и закончила переход и вошла в дело, а бывало, и разбила противника, а Кривокорытов и другие вроде него еще где-то в пути, обозными клячами тащатся.

Тавлашу // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Визирь минтерсем ҫинче мӑнаҫлӑн ларнӑ, кофӗ ӗҫнӗ, Суворова ҫӗмӗрсе тӑкма план тунӑ.

Восседал визирь на подушках, пил кофе и составлял план разгрома Суворова.

Аслӑ визирь // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Кӑларса ывӑтрӗҫ те, эсрелсем, Российӑран — халӗ ҫакӑнта таптаса тӑкма ӑнтӑлаҫҫӗ.

Выбросили, сволочи, из России — и здесь думают растоптать.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук асӑрхаса илчӗ ҫакна; пулемета йӑпӑр-япӑр меллӗрех вырӑна туртса кайса лартрӗ те сӑртпа тип ҫырма ҫине пульӑсем тӑкма тытӑнчӗ.

Бунчук заметил это: перебежав с пулеметом на более удобное место, взял возвышенность и балку под обстрел.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сире халӗ хамӑр халӑх юнне юхтармалли вӑрҫа — революцие аркатса тӑкма илсе каяҫҫӗ.

Вас ведут на братоубийственную войну, на разгром революции.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах, кунта, хӑйӗн ентешӗсем хушшинче, — вӗсен влаҫ умӗнчи темиҫе ӗмӗр капланса пынӑ шиклӗх туйӑмне аркатса яма, авалтан юлнӑ юрӑхсӑр йӑлисене салатса тӑкма, хӑйсен чӑн-чӑн тӗрӗс ӗҫӗ ҫинчен ӑнлантарса пама тата пӗрле ертсе кайма, — ҫав манӑҫа пуҫланӑ урӑх чӗлхене лайӑхрах пӗлни, калаҫура пиҫӗрех пулни, калас сӑмахсен витерӳллӗ хӑватне малтан ӗненсе тӑни кирлӗ.

А тут, с земляками, требовались иной, полузабытый, черноземный язык, ящериная изворотливость, какая-то большая сила убеждения, — чтобы уничтожить напластовавшийся веками страх ослушания, раздавить косность, внушить чувство своей правоты и повести за собой.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗлӗк чухне, — сӑмахран ак, вун улттӑмӗш ҫултах, тейӗпӗр, — эпӗ хама пӗр-пӗр ҫапӑҫура ӗнсерен пуля тирсе ярасса пӗлнӗ пулсан та, казака йытӑ вилли пек тӑвиччен хӗнесе тӑкма пултарнӑ.

В прежнее время, — допустим, в шестнадцатом году, — я мог избить казака, рискуя тем, что в бою он мне пустит в затылок пулю.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Наступление вӗсем сылтӑмран кӗчӗҫ, питӗ асӑрханса пынӑччӗ, часовойсене маларах пӗтерсе тӑкма ӗлкӗрнӗ пулсан, нимӗҫсене, тен, ӑнсӑртран пырса ҫапма та ӗлкӗретчӗҫ пулӗ.

Они шли правее первой полуроты, шли осторожно и, возможно, застали бы немцев врасплох, предварительно сняв часовых.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах халӑх тӑшманӗсем романа тиркесе тӑкма пӑхнӑ, ун пирки элек сарма тытӑннӑ, унӑн авторне тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрса ярасшӑн пулнӑ.

Однако враги народа пытались опорочить роман, распространяя клевету на него, и отклонить его автора от правильного пути.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Халех бомба тӑкма тытӑнать, юнашарах батарея пуррине сиснӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Чубатый.

Бомбы зараз начнет ссланивать, рядом ить батарея! — крикнул Чубатый.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней