Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑвасшӑн (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Элчӗ ӑна пӗр калаҫурах темӗн чухлӗ хыпар пӗлтерчӗ: Чауш княҫпа ун ҫыннисене Крым ҫулӗ ҫинче казаксем тытса чарнӑ, Ту енчи ҫӗр-шыва аслӑ князь ҫӗнӗ воеводӑсем кӑларса ярать, Утямӑша вӑл чӑн-чӑн хан вырӑнне хумасть, ӑна сирпӗтсе антарса Хусанта каллех Шигалее хан тӑвасшӑн, ҫитес ҫуркунне вырӑссем Хусан патне вӑрҫӑпа килме хатӗрленеҫҫӗ.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тен, курбан байрам пуҫланнӑ ятпа хӑна тӑвасшӑн вӑл княҫсене?

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуянни япала ытларах туянса юласшӑн, хӑйӗн мулне кӑтартасшӑн тата хӑна-вӗрле пуҫтарасшӑн, чухӑнни ҫитмен пурнӑҫа кӑшт йӳнеҫтересшӗн, пӗр-ик алтын укҫа тӑвасшӑн, ыттисем савӑннине, пасар мыскарине курса юласшӑн.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ачине хут вӗрентсе, улпута кӑларасшӑн, хӗрне — майра тӑвасшӑн.

Помоги переводом

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пуп, чиркӳ старости Иванюк, Шӗшлӗ тата ытти пуянсем ҫӗнӗ чиркӳ тӑвасшӑн ҫунаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Хут вӗренсен, вырӑсла пӗлсен, мӗн тӑвасшӑн вара эсӗ?

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эсӗр бунтӑ тӑвасшӑн!

Бунтовать надумали?

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ыран эпир ӗне ырри пекки тӑвасшӑн, пырса курӑр, — терӗ Михапар уйрӑлса каяс умӗн.

— Завтра мы вроде праздника собираем — корова у нас отелилась, приходите с женой, — пригласил Михабар прощаясь.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ӑна эс мӗн тӑвасшӑн? — терӗ Янтул ҫамрӑк хуҫа старике алӑк патнелле сӗтӗрнине кура.

— Ты чего с ним собираешься делать? — забыв об осторожности, спросил Яндул.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мул хуҫисем — эсрел таврашӗ — Унран тӑвасшӑн чун илли, Ҫӗртен масар туса хурасшӑн Цивилизацимӗр валли.

Помоги переводом

Кун-ҫул тараси // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.

Пӑлхавӑр тӑвасшӑн пулӗ, урӑх мӗн пултӑр…

Бунт, наверно, хотел затеять, что еще…

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуху тӑвасшӑн тет».

Сход, говорят, будет.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унӑн Миккие тытса хӗнесси килнӗ, анчах хӗнеме вӑйӗ ҫитмен, аттине вӑрласа мӗн те пулин тӑвасшӑн пулнӑ, Микки аттине вӑрлаттарман: вӑл ӑна кашни каҫах пуҫелӗк айне хурса ҫывӑрнӑ.

Ему хотелось убить Никифора, но не хватало силенок; хотел выкрасть сапоги и изрубить их топором, но Микки, ложась спать, клал их в изголовье, под подушку.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӑмӑл, мӗншӗн тесен халь ӗнтӗ йӑлтах паллӑ: ӑна ҫӗр каччи тӑвасшӑн, хӗр вырӑнне арӑм пулма ҫӗр илсе парасшӑн.

Легко оттого что теперь он знал: его хотят сделать женихом земли.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах тухасшӑн мар нихҫан Европа умӗнче шутран, — Тӑвасшӑн мар ятне сиен, — Вольтер патне ҫырать чеен:

Помоги переводом

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сире тӑвасшӑн эпӗ ырӑ — Тырра халь хушрӑм валеҫме».

Помоги переводом

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах сана эп тав тӑвасшӑн, Ларар-ха кӳмене пӗрле».

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫапах та калаҫса татӑлатпӑр, мӗншӗн тесен вӑл та ӗҫе лайӑх та тӗрӗсрех тӑвасшӑн, эпӗ те, пирӗн тӗллевсем пӗр пек.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем ӗҫе бригадирсем чӗнмесӗрех тухаҫҫӗ, кашни ытларах ӗҫкунӗ тӑвасшӑн.

Помоги переводом

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах Ятман ӑна куннинче Нилова пулӑшакан пулса ӗҫлеме лартасшӑн мар иккен, кӑшт вӗреннӗ хыҫҫӑн аслӑ тимӗрҫӗ тӑвасшӑн.

Помоги переводом

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней