Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тыттарнӑ (тĕпĕ: тыттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял вырӑнӗнчи кӑмака мӑрьисем касса пӗтернӗ вӑрман тункатисем евӗрлӗ лараҫҫӗ, вӗсен хушшинче пӗччен пусӑ тараси пӗр килӗшӳсӗррӗн пӗлӗтелле кармашса тӑрать, унӑн тимӗр кӑшӑлпа тыттарнӑ пӑнтӑхнӑ йывӑҫ витри, тутӑхнӑ сӑнчӑртан ҫакӑнса тӑраканскер, ҫил ҫинче силленкелет.

Это было пустое снежное поле, на котором, как пни сведенного леса, торчали трубы и посреди – совсем уже нелепый – возвышался колодезный журавль с деревянной позеленевшей, обитой по краям железом бадьей, медленно раскачиваемой ветром на ржавой цепи.

11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Арҫынсем сӑрана ӗҫсе яраҫҫӗ, пушӑ кӗленчине Укахви кинемее тыттарнӑ чухне ӑна тав тӑваҫҫӗ, тав сӑмахӗсене, сӑра мӗн тери тутлӑ пулнине, килӗшнине кам мӗнле пултарать ҫапла ӑнлантарать.

Мужчины допивают пиво, когда возвращают пустую посуду её благодарят: кто как может, все стараются показать, что пиво было вкусное, что они очень благодарны.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

— Ку енӗпе КоАПӑн 19.29 статйипе кӑҫал 34 адмӗҫ пуҫарнӑ, 31 ҫынна явап тыттарнӑ та ӗнтӗ.

Помоги переводом

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Кашни тӗслӗхпех прокурорсем тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑннӑ: 600 ытла представлени ҫырнӑ, вӗсене тишкерсе должноҫри 435 ҫынна — дисциплина енӗпе, 100-е яхӑн ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Помоги переводом

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Тыттарнӑ

Сунул…

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Ӑна ҫын сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн РФ УК 115 статйипе, колони пуҫлӑхӗн ҫумне должноҫ полномочийӗсемпе усал шутпа усӑ курнӑшӑн РФ УК 285 статйипе явап тыттарнӑ.

Помоги переводом

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

— Парӑма шыраса илменшӗн кама явап тыттарнӑ?

Помоги переводом

Ваннӑ сӗтел-пуканлисем шӑнман пӑрпа лартса янӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/21417.html

Геннадий Гурьевич тыттарнӑ адреспа Воркутана тухса вӗҫтертӗм.

Помоги переводом

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Хастар ҫар строителӗсене «Ҫар службинче палӑрнӑшӑн» медальсене строй умӗнче ырӑ сунса тыттарнӑ.

Помоги переводом

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Пуҫӗнчи карттусне симӗс тӗспе тыттарнӑ.

Помоги переводом

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Куншӑн район администраци пуҫлӑхӗ ячӗпе представлени ҫырнӑ, пӗр ҫынна дисциплина енчен явап тыттарнӑ.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Районти вӗренӳ учрежденийӗсенче санитарипе эпидемиологи хӑрушсӑрлӑхӗпе, терроризмпа кӗрешес енӗпе те прокуратура ӗҫченӗсем саккуна пӑснӑ тӗслӗхсем тупса палӑртнӑ, 4 ҫынна явап тыттарнӑ.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ачан интересне хӳтӗлесе нимӗнле мера та йышӑнманшӑн суд приставне явап тыттарнӑ.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫулталӑкра хӗрарӑма 5 хутчен административлӑ майпа явап тыттарнӑ, штрафланӑ, ачан ашшӗ те яваплӑхран хӑтӑлайман.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ачисене пӑхас, вӗрентес, воспитани парас, прависене хӳтӗлес тӗлӗшпе тивӗҫӗсене йӗркеллӗ пурнӑҫламан 43 ашшӗ-амӑшне кӑҫалхи ҫур ҫулта административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарнӑ, ачана тавӑрас тесен тӳрленме хушнӑ.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Куншӑн директор ячӗпе представлени ҫырнӑ, должноҫри 2 ҫынна дисциплина енӗпе явап тыттарнӑ.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Республикӑри пӗртен-пӗр хӗрарӑм прокурор каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫул ҫитменнисемпе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ 10 тӗслӗх /пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑрта — 9/ тупса палӑртнӑ, 4 представлени ҫырнӑ, айӑплӑ 4 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.

Помоги переводом

Ҫул ҫитменнисен прависене хӳтӗлесси те - тӗп вырӑнта // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

1930 ҫулсен иккӗмӗш ҫурринче НКВД партин республикӑри организацийӗн тата ӗҫ тӑвакан органӗсенче «национал-буржуазин, сепаратистсен, троцкистсен совет влаҫне хирӗҫле ушкӑнӗсене» палӑртса явап тыттарнӑ хыҫҫӑн ВКП/б/ Тӗп Комитечӗ Чӑваш АССРне ертсе пыма уйӑрса лартмалли йӗркене хӑшпӗр улшӑну кӗртнӗ.

Помоги переводом

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫул ҫинче ӑна завод директорӗ янӑ телеграммӑна тыттарнӑ, хуҫа ӑна каялла таврӑнма йыхравланӑ.

Помоги переводом

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней