Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тыттараҫҫӗ (тĕпĕ: тыттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килте тӑхӑнмалли курткипе пушмакне тыттараҫҫӗ.

Тащили домашнюю куртку и туфли.

Лӑпкӑ мар // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тути-ҫӑварӗ унӑн ялан вараланчӑк: ачасем пурте ӑна ҫӑкӑр, кам хӑяр, кам кишӗр тыттараҫҫӗ.

Вечно рот у нее перепачкан: все ребята суют ей кто хлеб, кто огурец, кто морковку.

Тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Почтальона пашалусем, пӳремеҫсем тыттараҫҫӗ, кӗсйине чӑмӑрла пӗҫернӗ ҫӑмарта чиксе яраҫҫӗ.

Почтальона угощают ярушником, шаньгами, печеным яичком.

Петр Тихонович килтен киле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Боецсем утнӑ ҫӗртех ывӑннӑ тусанлӑ пичӗсене ҫӑваҫҫӗ, васкаса шыв ӗҫеҫҫӗ, пӳртсенчен чупса тухнӑ ҫынсем вӗсене хуран куклисемпе ахаль кукӑльсем тыттараҫҫӗ, анчах боецсем вӗсене илмеҫҫӗ:

Те на ходу умывали пыльные, усталые лица, наспех пили воду, отказывались от вареников и пирогов, которые совали им в руки выбегавшие из хат люди:

22 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Чечексемсӗр пуҫне, пур парнене те чӗркенӗ хутне салатмасӑрах алран тыттараҫҫӗ.

Все подарки, за исключением цветов, преподносят в упаковке.

Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вӑл виҫӗ предметпа экзамен тытайман иккен, икӗ предметпа ҫеҫ тепӗр хут экзамен тыттараҫҫӗ, анчах та, хытӑрах ыйтсан, виҫҫӗшне тытма та ирӗк параҫҫӗ.

Он срезался по трем предметам, что передержку дают только по двум, но если особенно просить, то разрешат и по трем.

Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Вӑл ҫапла каласанах тыр-пул юрри ирӗке вӗҫсе тухать, кайӑксем ӑна тӳрех ҫуначӗсемпе ярса илеҫҫӗ те Юрӑпие тыттараҫҫӗ.

И как только она произнесла это, тут же песня урожайная вылетела на свободу, подхватили её птицы и бережно принесли Юрапи.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Выляса яраканнине, куҫӗсене тутӑрпа ҫыхса, курӑк ҫине ӳпне вырттараҫҫӗ те, «ҫурта» тесе, аллине вӑрӑм туя тыттараҫҫӗ.

Проигравшему завязывали глаза, клали его спиной на траву и давали ему в руки свечку, то есть длинную палку.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Ҫавна тӑвакан, калӑпӑр, алсӑр тӑрса юлать, ӑна этем ӑс-тӑнӗ ӗҫлеме пуҫласанах шутласа кӑларнӑ костыль тыттараҫҫӗ

А вот останется без рук такой букашечник, всучат ему допотопный костыль…

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Шухӑшлатӑн пулӗ-ха: сухала генерал пек кастартӑм, халӗ ак тӳрех дивизи тыттараҫҫӗ, тетӗн пулӗ?

Небось, думаешь, как обрезал под генерала, так тебе сразу дивизию дадут?

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑс ҫитернӗ ҫав пурнӑҫра ухмахла йӗрке тума: тыттараҫҫӗ те сана пӗрне — виличчен пурӑн унпа касӑлса… ӑҫтан йӑлӑхмӑн ӗнтӗ?

А то тоже с большого ума приладили жизню: всучут одну тебе до смерти — и мусоль ее… нешто не надоисть?

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ыран санран суйлав бюллетенне туртса илеҫҫӗ пулсан, сан аллуна хӗҫ-пӑшал е тата машина техникин юлашки ҫитӗнӗвӗсем тӑрӑх тунӑ хӑвӑрт перекен тупӑ тыттараҫҫӗ пулсан, — ил эсӗ ҫав вилӗмпе аркату хатӗрне, вӑрҫӑран хӑракан ҫемҫешке те нӑйкӑш ҫынсем йӗрмӗшсе хӳхленине ан итле; тӗнчере рабочи класа ирӗке кӑларас ӗҫшӗн вутпа та хурҫӑпа пӗтерсе тӑкмалли халлӗхе питӗ нумай юлнӑ-ха.

Завтра у тебя отняли избирательный бюллетень, тебе дали в руки ружье и великолепную, по последнему слову машинной техники оборудованную скорострельную пушку, — бери эти орудия смерти и разрушения, не слушай сентиментальных нытиков, боящихся войны; на свете еще слишком много осталось такого, что должно быть уничтожено огнем и железом для освобождения рабочего класса.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Паян куҫ умӗнче революцилле ситуаци ҫук-ха, массӑсен ӑс-тӑнне хускатса яма, вӗсен активлӑхне ӳстерме условисем ҫук; паян сан аллуна суйлав бюллетенӗ тыттараҫҫӗ пулсан — ил ӑна; ҫав бюллетеньпе, тӗрмене лекесрен хӑраса, ҫемҫе пуканран ярса тытакан ҫынсене парламентри ӑшӑ вырӑнсене ӑсатас тесе мар, хӑвӑн тӑшманусене пырса ҫапма лайӑх йӗркеленсе хатӗрленес тесе усӑ кур.

— «Сегодня нет налицо революционной ситуации, нет условий для брожения в массах, для повышения их активности, сегодня тебе дают в руки избирательный бюллетень — бери его, умей организоваться для того, чтобы бить им своих врагов, а не для того, чтобы проводить в парламент на теплые местечки людей, цепляющихся за кресло из боязни тюрьмы.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аллисене ҫурӑм хыҫне тыттараҫҫӗ.

Руки за спины.

Чыс та салам // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ачана хӑрӑмпа хуратаҫҫӗ, Алексашка ӑна ҫӗнӗрен кӑтралатса ярать, унтан унӑн аллине вӑрӑм авӑрлӑ ҫилкӗҫ тыттараҫҫӗ.

Вымазали мальчика сажей, Алексашка снова завил ему кудри, дали в руки опахало веер на длинной палке.

Ганнибал // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ӑна та шӑрпӑк тыттараҫҫӗ.

Дали и ему спичку.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӗрисем ӑна хӑйсен лармалли вырӑнне параҫҫӗ, тутӑрӗ ӳксен, тутӑрне илсе тыттараҫҫӗ; теприсем: хӗрарӑм та, арҫын пекех, кирек мӗнле вырӑнта ӗҫлеме те, ертсе пыма та т. ыт. те пултарать, теҫҫӗ.

Одни уступают ей место, поднимают ей платки; другие признают ее права на занимание всех должностей, на участие в правлении и т. д.

XIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Большевиксем тавӑрмаҫҫӗ, вӗсем тӑшмансене кӑна пӗр шеллемесӗр айӑпласа ответ тыттараҫҫӗ, анчах сире, эсир кулаксем ӳкӗтлени хыҫҫӑн кайса колхозран тухрӑр пулин те, эсир тырра ҫаратса кайрӑр тата пире хӗнесе тӑкрӑр пулин те, — сире эпир тӑшмансем тесе шутламастпӑр.

Большевики не мстят, а беспощадно карают только врагов; но вас, хотя вы и вышли из колхоза, поддавшись уговорам кулаков, хотя вы и расхитили хлеб и били нас, мы не считаем врагами.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хурав парас вырӑнне ӑна виҫӗ кӗтессӗн хутланӑ ҫыру тыттараҫҫӗ; Кирила Петрович хӑй писарьне ҫырӑва сасӑпа вулама хушать те ҫак сӑмахсене илтет: Ырӑ кӑмӑллӑ государь!

Вместо ответа ему подали письмо, сложенное треугольником; Кирила Петрович приказал своему писарю читать его вслух и услышал следующее. «Государь мой премилостивый.

I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Чӑннине кала ӑна луччӑ; тен, хӑраса ӳкнӗ пулӗ те — тупайман — ҫук, ним нӑмӑс-симӗсе уямасӑрах тыттараҫҫӗ.

- Да ты скажи честно: испужались, может, не нашли - нет, в глаза смотрют и врут.

Ярмул пичче // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 47–51 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней