Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытма сăмах пирĕн базăра пур.
тытма (тĕпĕ: тытма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта никама та тара тытма ҫук: пурте Атӑл ҫине, баркӑсем ҫине ӗҫлеме кайрӗҫ — ҫакнашкал айванланчӗ кунта кӑҫал халӑх, пире тӑрантараканӑмӑр, аттемӗр, Илья Ильич!

А нанять здесь некого: все на Волгу, на работу на барки ушли — такой нынче глупый народ стал здесь, кормилец наш, батюшка Илья Ильич!

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чунӗ пӑшӑрханни сӑнӗнче палӑрсан, куҫӗсем тӗтреленеҫҫӗ, ҫамки тирӗ пӗрӗнет, иккӗленсе шухӑшлани, кулянни, шикленни сисӗнет; анчах ҫав пӑшӑрханчӑк туйӑм сайра хутра ҫеҫ пӗр-пӗр уҫӑмлӑ ӗмӗт ҫуратать, е пӗр-пӗр ҫирӗп шут тытма хистет.

Если на лицо набегала из души туча заботы, взгляд туманился, на лбу являлись складки, начиналась игра сомнений, печали, испуга; но редко тревога эта застывала в форме определенной идеи, еще реже превращалась в намерение.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кунсӑр пуҫне Ньютон Флемстидран ҫак таблицӑсене вӑрттӑнлӑхра тытма ыйтнӑ.

И вообще Ньютон просил Флемстида таблиц не разглашать.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Унтан вӑл, чуптӑвасшӑн пулса, ман алӑсене тытма пикенет.

Затем она начинает ловить мои руки, чтобы запечатлеть на них поцелуй.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ҫамрӑк ученӑй шутлавсене мӗншӗн тата мӗнле условисем валли хатӗрленине асра тытма сӗннӗ.

Молодой ученый призывал оценивать, для чего производится данный расчет и из каких условий он исходит.

Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Аннеҫӗм, анне, кур-ха, асамлӑ пуль ку юр пӗрчисем, юмахри пек вӗҫеҫҫӗ, — тенӗ кӗрӗк тӑхӑннӑ пӗчӗк хӗр ача тӳперен вӗҫсе анакан шурӑ мамӑка тытма аллисене тӑсса.

— Мама, мама, посмотри, какими чудесными стали снежинки, как в сказке! — засмеялась девочка в меховой шубке, подставляя руки летящим снежным пушинкам.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ишев ҫамрӑк моряксене тӗреклӗ те тӳсӗмлӗ, асӑрхануллӑ, тавҫӑруллӑ, ҫирӗп чун-хаваллӑ пулма, кирек мӗнле йывӑр лару-тӑрура та ҫухалса каймасӑр хӑйсене алӑра ҫирӗп тытма вӗрентет, характера ҫирӗплетет.

Плавания многому учили юных моряков, они закаляли в них волю, воспитывали наблюдательность, выносливость, находчивость, твердый характер и хладнокровие в любой обстановке.

Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Крым кампанийӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тунӑ мирлӗ килӗшӳ тӑрӑх, Раҫҫейӗн Хура тинӗсре ҫар карапӗсем тытма юрамасть.

По мирному договору, заключенному после Крымской кампании, Россия не имела права строить на Черном море военные корабли.

Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Юлташупа хӑвна ҫавӑн пек тытма юрать-и вара?»

Так обращаться друг с другом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Ан пӑх терӗм вӗт сана аялалла, — ӑна ҫухавинчен ярса тытма ӗлкӗрчӗ Федор.

— Говорю же, не смотри вниз, — проворчал Федор, хватая ее за шиворот.

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫак Лару-тӑрура арҫын ача хӑйне мӗнле тытма пултарасси пирки пуҫ ватрӗ Вӑл.

Она судорожно раздумывала, что же должен делать в данной ситуации мальчик.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Вара мӗн? — Стемп хӑйне лӑпкӑрах тытма тӑрӑшрӗ.

— И что? — Стэмп старался казаться беспристрастным.

Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив

Вӗсен пурнӑҫ тытма вӑй ҫитерсен, ҫак тӗнчерен уйрӑлна чух ытла тарӑхман та пулӑттӑм, мӗншӗн тесен тӑван ҫӗршывӑмӑр пирӗнтен вӑтанас ҫуккине туйсах тӑратӑп эпӗ.

Если бы я знал, что они обеспечены, то не очень терзался бы, покидая сей мир, потому что чувствую, что нашей родине не приходится нас стыдиться.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Миҫе хутчен старик Петяна Гаврикпа пӗрле тинӗсе пулӑ тытма илсе кайнӑ!

Сколько раз дедушка брал Петю вместе с Гавриком в море ловить бычков!

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗсем патне тин ҫеҫ хула управӗнчен пулӑ тытма ирӗк панӑ хута тӗрӗслеме темӗнле комисси кӗрсе тухнӑ.

Оказывается, совсем недавно, только что, к ним заходила какая-то комиссия из городской якобы управы проверять разрешение на рыбную ловлю.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ӑна хӑваласа ҫитет те, сӳлӗ хӳринчен ярса тытма ӗлкӗрет.

Он догнал ее и успел схватиться за высокую корму.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑлтапа бычоксем ҫеҫ тытма пулать.

Разве только бычков на перемет.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ку вӑхӑталла пӗтӗм тинӗс пулӑ тытма тухнӑ пулӑҫсен киммисемпе тулнӑ.

Тем временем уже все море покрылось рыбачьими шаландами, вышедшими на лов.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унтан ача шывра медузӑна асӑрхарӗ те ӑна хӑваласа тытма шутларӗ.

Потом мальчик заметил в воде медузу и погнался за ней.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унтан ҫеҫенхирти ҫулсем ҫинче Румыни чиккисем патне пӑлхавҫӑсене тытма янӑ стражниксен утлӑ отрячӗ курӑннӑ.

Между тем на степных дорогах появились отряды конных стражников, высланных к границе Румынии на поимку беглых потемкинцев.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней