Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тавлашусене яланах тимлӗн итлесе, паллах — вӗсене ӑнланаймасӑр, вӑл хӑй итлекен сӑмахсенче мӗн те пулин тупса илесшӗн те, ҫакна курать: слободкӑра, ырӑ ӗҫ ҫинчен калаҫнӑ чух, ҫав ӗҫе талккӑшпе, пӗтӗмӗшпе илетчӗҫ, кунта пурне те таткаласа ваклаҫҫӗ, вӗтетеҫҫӗ; лере ҫынсем пурне те тарӑнрах та вӑйлӑрах туяҫҫӗ, кунта пурне те касса татакан шухӑшсем пӗр ҫӗре кӗпӗрленнӗ.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ванёк Архангельскра чухнех Павлин отрядне хӑй ыйтса кӗчӗ, халӗ ӗнтӗ вӗсем иккӗшне кун-ҫул нумай вӑхӑтлӑха пӗрле ҫыхӑнтарнине питӗ лайӑх туяҫҫӗ.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Кунта вӗсем хӑйсене килти пекех туяҫҫӗ, хыттӑн калаҫаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, пурте таҫта васкаса утаҫҫӗ.Они чувствовали себя как дома, громко разговаривали, смеялись и все куда-то спешили.
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗсене лайӑх: хӑйсем иккӗшӗ те сывӑ та ҫамрӑк пулнине, малалла хӑвӑрт пынине туяҫҫӗ; ку туйӑм кашни самантрах ӳссе пырать.
XLI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Илекенсем никам та ҫук, ку тӗлӗшпе пирӗнтен те усӑ пулас ҫуккине вӗсем аван туяҫҫӗ пулмалла.Покупателей не было, а мы с этой точки зрения вряд ли представляли для них интерес.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Матроссем вара тӑван стихийӑна лекнӗ чухнехи пекех туяҫҫӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Хӑйсене вӗсем унта килти пекех туяҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Ачасем хӑйсене кам юратнине туяҫҫӗ ҫав вӗсем, — пӗлтерчӗ Дуняша.
IX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӗсем тӑмана кунта, ҫывӑхрах, вӗсенчен пытанса ларнине туяҫҫӗ.Они чувствовали, что сова сидит теперь где-нибудь здесь, поблизости, спрятавшись от их глаз.
Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.
«Кайӑксем ҫакӑн пек вӑраха пынӑ ҫил-тӑманра хӑйсене хӑйсем начар туяҫҫӗ пулас» — тесе шухӑшласа илтӗм.Я подумал: «Верно, птицы плохо чувствуют себя после такой долгой метели».
Ухмаха ернӗ кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 96–101 с.
— Хальхисем хӑйсене ӑсланнӑҫем ӑсланса пынӑ пек туяҫҫӗ.
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
— Туяҫҫӗ хӑйсен шалчи тулса ҫитнине, ҫавӑнпа юнаҫҫӗ те!
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Григорий пур чухне хӑйсене хӑйсем аванмаррӑн, такам ҫыхнӑн туяҫҫӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шофер апат ҫисе, ҫӗнӗ вӑй хушнӑ хушӑра унӑн ҫул-ҫӳревҫӗ трехтонкин рессорӗсем анса ларма та ӗлкӗреҫҫӗ, скатсем ҫӗнӗ йывӑрлӑха туяҫҫӗ: кузова е тырӑ тултарнӑ, е ҫӑм тӗркисем, е пӗренесем тиенӗ-ҫке-ха.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Амӑшӗсем ӑна ҫапла туяҫҫӗ те, хӑшпӗр чух сӑмахпа та асӑрхамасӑр ҫаплах каласа яраҫҫӗ.Большинство матерей так прямо и чувствуют и иногда нечаянно прямо так и говорят это.
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Халӗ ҫынсем хӑйсене мӗнле туяҫҫӗ, мӗн-мӗн кирлӗ вӗсене, полкӑн ҫапӑҫмалли вӑйӗсем хӑвӑрт тата пӗтӗмпех ураланччӑр тесен, мӗн тумалла — йӑлтах, йӑлтах ыйтса пӗлчӗ.
XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ачисем хаяр та йывӑр салтак япалисене хисеплӗн алла тытса, вӗсен йывӑрӑшне, ҫирӗплӗхне, ҫапӑҫура пулнӑ вӑрҫӑ хатӗрӗсен савӑнтаракан тимӗр сивӗлӗхне туяҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫакнашкал хаяр та никама хӗрхенми савӑнӑҫ, ерипен ачасене илӗртсе, пӗтӗм класа ҫавӑрса илет те, ачасем хӑйсем ҫапла хӑтланни киревсӗр иккенне туяҫҫӗ пулин те, чарӑнас тесен те чарӑнаймаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ларатӑп, ман тавра вара ҫамрӑк та ватӑ йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ, вӗсенчен пӗрне вӑрман винограчӗн аври сӑрса илнӗ; ман ҫывӑхрах фазансем, пӗрне-пӗри хуса кӑларса, чакаланаҫҫӗ, вӗсем, тен, хӑйсен вӗлернӗ тӑванӗсене те туяҫҫӗ пуль.
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӗрарӑмсене: «эсир халсӑр, нишлӗ» тесе ӗнентернӗ те — вӗсем хӑйсене, чӑнах та, халсӑр туяҫҫӗ, чӑнах та нишлӗ пулса тӑраҫҫӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.