Поиск
Шырав ĕçĕ:
Павӑл, сассӑр куллине кӑлтӑрмачла кустарса ярса, тутине ейсех пӑрахрӗ, Лена пит-куҫне те, ирхи кӗрен чечек пек уҫӑлнӑ тутинче ҫеҫкеленсе, каллех хӳхӗм кулӑ сӗртӗнсе илчӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Тухтӑрӑн ҫирӗп пӑчӑртаннӑ тутинче приговор уҫӑмлӑн курӑнать, анчах вӑл — таса совеҫлӗ суеҫӗ — тӗллевне чӑтӑмлӑн та тирпейлӗн пурнӑҫлать: хыпашларӗ, шаккакаларӗ, куҫ хупанкисене тӗсерӗ, алӑ ӳтне туртса тӑсрӗ, юлашкинчен вара чирлӗ ҫыннӑн шанчӑк ҫуккине татӑклӑнах ҫирӗплетрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Ренен шуранка тутинче мӗскӗн, тертлӗ кулӑ палӑрчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Кантӑксене ҫутӑ тухмалла мар шалтан карса, параднӑй алӑк умне тутинче амӗш сӗчӗ типмен ҫамрӑк гимназиста браунинг тыттарса тӑратса, чиновниксем, кӑварпа ҫатӑртатса тӑракан тимӗр кӑмака умне пухӑнаҫҫӗ те, Питӗрти авалхи улах вӑхӑта — чиновникле картла выляс йӑлана — аса илсе, пӗр-пӗринпе ирониллӗ калаҫкаласа лараҫҫӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Екатерина Алексеевна тутинчи булавкине илмесӗрех: кулса ячӗ, булавки тутинче сиккелесе илчӗ.Мачеха засмеялась с закрытым ртом, булавки запрыгали на ее губах.
34 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Унӑн ҫамрӑк та ҫаврака сӑн-питӗнче, хура йӑваш куҫӗсенче, мӑкӑрӑлса тӑракан хитре тутинче тата шурӑ аллисенче темле ачалла кӑмӑллӑх, хӑй ҫине пӑхтаракан темле илемлӗх пур.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Сӑн-пуҫран, ӳт-пӳрен вӗсем ҫапах та пӗр пек пулман, иккӗшӗ те каччӑн йӑрӑс илемӗпе палӑрнӑ пулин те, Фабий пӗвӗпе ҫӳллӗрех, сӑнӗпе ҫуткамрах, сарӑ ҫӳҫлӗ, кӑн-кӑвак куҫлӑ пулнӑ; Муций, пачах урӑхла — тӗксӗмрех сӑнлӑ, хура ҫӳҫлӗ; унӑн хӑмӑр куҫӗнче те, тутинче те Фабинни евӗр ӑшӑ кулӑ ялкӑшман; унӑн ҫӑра куҫ харшийӗсем хӗсӗк хупанкисем ҫинелле усӑнса тӑнӑ — Фабин ылтӑн куҫ харшийӗсем вара таса та тикӗс ҫамки ҫинелле ҫурма ҫаврашкаланса хӑпарнӑ.
I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Унӑн тутинче, куҫӗнче тӗрлӗ туйӑмсем, хӗвеллӗ, ҫиллӗ кунхи пӗлӗтсен мӗлкисем евӗр, хӑвӑрт та ҫӑмӑллӑн курӑнса иртетчӗҫ.
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Мишкӑн пӗкӗрӗлчӗкрех хул-ҫурӑмлӑ пӗтӗм пӗвӗ-сийӗнче, пуҫне пӗкӗртнинче, ҫӑт ҫыртнӑ тутинче темле вӑкӑрӑнни майлӑ кутӑнлӑх пур…Бычье упорство было во всей сутуловатой Мишкиной фигуре, в наклоне головы, в твердо сжатых губах…
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗр урам тӑваткалӗ чухлӗ кайсан, Кошевой Иван Алексеевич еннелле ҫаврӑнчӗ, унӑн хӗрачанни пек кӳпшекрех тутинче тӗлсӗр кулӑ выляни палӑрчӗ.
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫӑварне сарлакӑшпех карса пӑрахрӗ, анчах ун йӗпе тутинче сӗлекеллӗ курӑкран урӑх нимӗн те курӑнмарӗ.Широко раскрыл пасть, но на его мокрых губах висели только разжеванные, слюнявые обрывки травы.
IX. Пулӑшаканни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
- 1