Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тусен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Монтан штатӗнчи Чуллӑ тусен айлӑмӗнче хӗл ялан тенӗ пекех ӑшӑ пулнӑ.

В штате Монтана, у подножия Скалистых гор, зимы обычно бывают очень мягкие.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Тусен хӗрринче эпӗ пысӑк кӗтӳ куртӑм та тӳрех унталла кайрӑм.

На склоне холма увидел я большое стадо и направился к нему.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ҫавӑнпа чи нумай вӗреннӗ ученӑйсем те тусен тепӗр енче кам пурӑннине тата унта пурӑнма май пуррине пӗлмеҫҫӗ.

Величайшие ученые не знают, кто обитает по ту сторону гор и можно ли там жить.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Часах таврана тӗттӗм хупласа илчӗ, ҫӳлӗ тусен тӑррисем кӑна нумайччен ҫуталса выртаҫҫӗ; вӗсем чи ҫутӑ ҫӑлтӑрсенчен те ҫутӑрах курӑнаҫҫӗ.

Мрак мгновенно покрыл все кругом, только верхушки отдаленных гор долго еще сияли; они были ярче самых ярких звезд.

Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Юлашкинчен вара тусен тепӗр енче вӗсен куҫӗсем умне анлӑ тӳремлӗхсемпе каярах Колумби ят панӑ юханшыв тухса тӑнӑ.

В итоге по другую сторону гор их взору открылись широкие равнины и река, названная впоследствии Колумбией.

Льюиспа Кларк экспедицийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... 0%B9%C4%95

Хула патӗнче лагерь туса вырнаҫтарас вырӑнне, вӑл вӗсене тусен тӑррине ертсе кайрӗ.

Вместо того, чтобы расположиться лагерем возле города, он повел их на вершины гор.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӗсем кӑнтӑр енчен, уйӑхлӑ чакӑл тусен хыҫӗнчен, Гусев карапӗн ҫулне касса ҫунатлӑ пӑнчӑ ҫӗкленнине асӑрхаймарӗҫ.

Они не заметили, что с юга, из-за лунных скал, поднялась, перерезая ему путь, крылатая точка.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аялтан, тарӑн-тарӑн ҫӗртен, тусен пуш-пушӑ тӑррисем ҫӗкленеҫҫӗ.

Глубоко внизу поднимались бесплодные острия гор.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ханкӑр кӳлли ҫийӗнчи курпун кӗперпе пӑс пӗлӗчӗ витӗр ыткӑна-ыткӑна чупса каҫсан Лось, унчченхи пекех, лутра колоннӑсен леш енче тусен уйӑх ҫутинчи ӗлкисене курать.

Стремительно перебежав в облаках пара горбатый мост над пещерным озером, Лось, как и в прошлый раз, увидел по ту сторону низких колонн лунную перспективу гор.

Хао // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӗвел чакӑл тусен аҫтаха хысакӗсен хыҫӗнче ҫухалчӗ.

Солнце закатилось невдалеке за драконий хребет скал.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсене валли ҫӳллӗ тусен хушшинче выльӑх ҫӳретмелли улӑх-ҫаран уйӑраҫҫӗ, унта куҫса килнисем тахҫан авалхилле, ҫут ҫанталӑкпа куҫа-куҫӑн пурӑнччӑр теҫҫӗ.

Они отводили им высокие, горные пастбища, где переселенцы могли жить первобытно и созерцательно.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫапла вӗсем Европа хӗрринех ҫитеҫҫӗ, кунта тинех, тусен тӑрринчен, килсе ҫитме-тӗпленме ӗмӗтленнӗ ҫӗр ӗлкине кураҫҫӗ.

Так они дошли до края Европы и вот, с высоты гор, увидели очертания обетованной земли.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

«Эпӗ сире пӗр ҫӗр-шыва ертсе каятӑп; унта тусен хушшинчи тарӑн хушӑксене хӗвел анать.

«Я поведу вас в страну, где в ущелье между гор опускается солнце.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Нумай ҫӗрте тусен хушшинче ҫулӑм сирпӗне-сирпӗне тухать те тӳпене кӗлпе хупласа тӗтӗмлетет.

Во многих местах, среди гор, вырвалось пламя и пеплом заволокло небо.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫирӗм пин ҫуллӑхран эпир, Тусен ӑрӑвӗн несӗлӗсем, тинех Атлантсен кӗнекине вулама пуҫланӑ.

Лишь через двадцать тысячелетий мы, потомки племени Гор, снова прочли книги Атлантов.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Магацитлсем Аолсен хӗр-упраҫне качча илеҫҫӗ те вӗсенчен Тусен кӑвак йӑхне ҫуратаҫҫӗ.

Магацитлы взяли девственниц Аолов и родили от них голубое племя Гор.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тусен тушшинче вӗсем рехетлӗхпе вӑйлӑ киленнӗ те — халӗ ӑна варалакан усаллӑх ҫухалнӑ.

В горах они познали блаженство столь высокое, что не было теперь зла, которое могло бы помрачить его.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ пӗр кунхине тусен хушшине, Аолӑсем пытанса пурӑнакан ҫӗре, хыпарҫӑ килсе ҫитет, — сӑнӗпе ҫав тери хитре Магацитл.

И вот, в горах, где скрывались Аолы, появился вестник, — прекрасный лицом Магацитл.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсем аялалла вӗҫсе аннине сӑнанӑ май Лось ҫавра кӳллӗн хура шывне курать, — вӑл та чакӑл тусен хушшинче тарӑннӑн тӑсӑлса выртать — ҫыранӗсен хӗррипе кӑтра тӗмсем лӑпчӑннӑ.

Следя за их снижающимся полётом, Лось увидел чёрную воду круглого озера, глубоко лежащего между скал, кудрявые кусты лепились по его берегам.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тусен тӑрринче юр ҫиҫет.

На вершинах сверкал снег.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней